Поиск
Шырав ĕçĕ:
15. Патша ӑна каланӑ: Ҫӳлхуҫа ячӗпе тӗрӗссине каланисӗр пуҫне эсӗ мана урӑх нимӗн те ан кала тесе миҫе хут тархасламалла сана? тенӗ.
2 Ҫулс 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫынсем хушшинче тавӑҫ тухсассӑн, вӗсене сута илсе пырса сут туччӑр, тӳррине тӳрре кӑларччӑр, айӑплине айӑпа хӑварччӑр; 2. айӑплине хӗнемелле пулсассӑн, тӳре ӑна айӑпне кура миҫе хутчен ҫапнине шутласа тӑма хӑй умӗнче вырттарса хӗнеме хуштӑр; 3. ӑна хӗрӗх хутчен ҫапма юрать, унтан ытла мар: нумай хӗненипе тӑвану сан куҫу умӗнче сӑнсӑрланса ан пӗттӗр.
Аст 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫыннисем хӑйсен йӑхӗ-кӑкӗ ҫинчен хӑйсен ӑрӑвӗсем тӑрӑх, хӑйсен килӗ-йышӗ тӑрӑх, ячӗсен шучӗ тӑрӑх пӗтӗмпе каласа панӑ, ҫирӗм ҫулхисенчен пуҫласа унтан аслӑраххисем миҫе ҫын пулнине пӗлтернӗ, 19. ҫапла вӗсем Ҫӳлхуҫа Моисее хушнӑ пек тунӑ.
Йыш 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Кам та пулин хӑй ҫӗрӗнчи хирне Ҫӳлхуҫана халалласа парсассӑн, санӑн ӑна акнӑ тыррине кура хак хумалла: пӗр хомер акнӑ урпашӑн аллӑ сикль кӗмӗл памалла; 17. кам хӑйӗн хирне юбилей ҫулӗнчен пуҫласа халалласа парать, унӑн хакӗ эсӗ хунӑ пек пулмалла; 18. кам та пулин хӑйӗн хирне юбилей ҫулӗ хыҫҫӑн халалласа парсассӑн, священник, тепӗр юбилей миҫе ҫултан ҫитессине шутласа, тӳлемелли кӗмӗле ҫав ҫулсен шутне кура эсӗ хунӑ хакран чакармалла; 19. хирне халалласа панӑ ҫын хӑй хирне каялла тӳлесе илесшӗн пулсассӑн, вӑл эсӗ хунӑ кӗмӗл хакӗ ҫумне унӑн пиллӗкмӗш пайне хуштӑр, ҫӗрӗ вара ӑна юлӗ; 20. вӑл хирне каялла тӳлесе илеймесессӗн, хирне урӑх ҫынна сутса ярсассӑн, вара каялла тӳлесе илме юрамасть: 21. юбилей ҫулӗ ҫав хир унӑн аллинчен каять те, тупаланӑ ҫӗр пек, Ҫӳлхуҫанӑн сӑваплӑ япали пулать; вӑл священник аллине куҫать.
Лев 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Вара ҫӗр хӑйне ҫырлахтарӗ: унччен канман шӑмачӗсемшӗн [хӑй] юхӑнса-пушанса юлсассӑн канса выртӗ; ҫӗр эсир хӑвӑр тӑшманӑрсен ҫӗрӗнче чухне канӗ, канман шӑмачӗсемшӗн канса ҫырлахӗ; 35. эсир ҫакӑнта пурӑннӑ чухне вӑл миҫе шӑмат канмасӑр сиктерсе хӑварнӑ, [хӑй] юхӑнса выртнӑ вӑхӑтра вара ҫав мӗнпур куншӑн канӗ.
Лев 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Йӑхташна мӗн те пулин сутас пулсассӑн е йӑхташунтан мӗн те пулин туянас пулсассӑн, пӗр-пӗрне ан кӳрентерӗр; 15. йӑхташунтан мӗн те пулин сутӑн илнӗ чухне эсӗ юбилей хыҫҫӑнхи ҫулсен шутне кура тӳле, вӑл та сана ҫав ҫулсенче илес тупӑша кура суттӑр; 16. ҫулӗ чылаях юлать пулсассӑн, хакне ӳстер; нумаях юлмасть пулсассӑн, хакне чакар: вӑл сана миҫе хутчен тырӑ вырса илессине шута хурса сутать.
Лев 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Моисей вӗсене каланӑ: ку — ҫӑкӑр, ӑна сире Ҫӳлхуҫамӑр апат валли пачӗ; 16. Ҫӳлхуҫамӑр акӑ мӗн хушрӗ: ӑна кашнийӗ хӑй ҫисе ямалӑх пухтӑр; ҫын пуҫне пӗрер гомор, хӑвӑр чатӑрта миҫе чун, ҫавӑнпа шайлашуллӑн пуҫтарӑр, терӗ, тенӗ.
Тух 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Фараон Иакова каланӑ: эсӗ пурӑнан кунҫул миҫе ҫул пулать ӗнтӗ? тенӗ.
Пулт 47 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
— Совет Союзӗнче миҫе гектарччӗ?
Хӑмла отраслӗ чӗрӗлсе ҫӗкленетех // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
Чӑх ҫӑмартине чӑмӑрла миҫе минут вӗретмелле?
Ҫӑмарта хуппи хaйпaнмасть-и? // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.03.17, 10№
«Санӑн миҫе атте?» — тесе тӑрӑхлама тытӑннӑ.
Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та пӗр-пӗрне лӑпкӑ пурнӑҫ кӑтартмаҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №
Ачасем выҫӑ хырӑмла сивӗ пӳртре миҫе ҫӗр каҫнине калама та хӗн.
«Анне, пире кунтан часрах илсе кай…» // Ирина АЛЕКСЕЕВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №
Командӑсем пӗтӗмӗшле миҫе очко пухнине шута илнӗ хыҫҫӑн ҫакӑ паллӑ пулчӗ: виҫҫӗмӗш вырӑнта - «Новый путь» кооператив, иккӗмӗшӗ - Тури Выла ялӗн команди, пӗрремӗш вырӑнта Ехремкасси ял тӑрӑхӗн команди.
Кубок Элӗксенчен Ехремкассине куҫрӗ // П.ЕФИМОВ. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11
Районта ӗҫ килӗшӗвӗ тумасӑрах шалу тӳлекен организаципе предприниматель миҫе шутланнине асӑнмарӗҫ.
Çынсене çитменлĕх кулянтарать // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№
Конкурса пӗтӗмлетнӗ чухне вулакан миҫе кӗнеке вуласа тухни ҫине те пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ.
Чи лайăххине пĕрле палăртар // А.ВОЛКОВА. «Каҫал Ен», 2016, нарӑс, 26
— Миҫе черкке?
XIV. Силистра-Йолу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Миҫе хутчен майлӑ марччӗ-ши вӗсене персе тытма.
I // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 90–106 стр.
— Ун патӗнче миҫе сехетре пулатӑр эсир?
XI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Минтер пичӗ валли Ешӗл Йӑмраллӑра миҫе ҫипрен пир тӗртни, мунча мӗнле кӗни, виҫҫӗмӗш хут ача ҫуратнӑ чух Ваҫиле мӗнле турткаланни, тем каласан та, илемлӗ хайлавра йӳнӗ ҫумҫакки кӑна.
«Тӑлӑх арӑм минтерӗ» роман тавра // Виталий Станьял. https://chuvash.org/blogs/comments/4943.html
Атьӑр-ха шухӑшласа пӑхар, ҫак тупикрен тухма сире миҫе плуг ярса памалла-ши, шутлар та атьӑр, пӗтӗмпех ҫырса хурар, утӑ ҫулнӑ чух вара ку йӑнӑшсене асра тытар, вӑйсене урӑхла лартса тухар.
VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.