Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫӗр хӑвӑлне таврӑнсан, эпир хамӑр мӗн тунипе, миҫе ҫын вӗлернипе, миҫе ҫынна амантнипе мухтанатпӑр.А после, вернувшись в пещеру, мы хвастались тем, что сделали и сколько человек убили и ранили.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Аслӑ вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи ҫулсенче те хӗр ҫураҫма кайсан ашшӗ-амӑшӗсем туйӗ миҫе киле, ҫӗнӗ хӑна ӗҫки миҫе киле кӗмелли пирки калаҫса татӑлнӑ.
Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
Хырӑмӗ айӗнче миҫе ура иккенне ҫеҫ мар, тӑлпӑвӗ миҫе пӗрчӗ ҫӑмпа витӗннине те шутласа кӑларчӗ пуль терӗм.Кажется, Мурка пересчитала ему не только лапки под брюхом, но и все шерстинки на тельце.
Мерекке // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 9–13 с.
Миҫе ҫу, миҫе хӗл…
VII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Сергей текех смена вӗҫленме миҫе сехетпе миҫе минут юлнине шутламасть, кумккасен пысӑкӑшне сантиметрсемпе хӑраса виҫмест.
2 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Эсӗ ҫапла ту: станицӑсене кай, кашни колхоз миҫе лаша, миҫе вӑкӑр пама пултарнине вырӑнтах ыйтса пӗл, анчах ку хирти ӗҫсене ан чӑрмантартӑр.
XXXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Водитель чухне миҫе сехет те мар, миҫе талӑк ҫывӑрса каякан аллисене рычагсем ҫинчен илмесӗр, урисене педальсем ҫинчен антармасӑр ирттернӗ вӑл!..
XXIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Анчах унӑн ӗҫӗ сӑн-пичӗпе шапах килӗшӳллӗ пулнӑ: вӑл кимӗ ҫине ларсан, кӗсменсемпе авӑсса, пулӑҫӑсенчен лайӑхрах ишнӗ; вӗҫен кайӑксене пере-пере ӳкернӗ; пӗр пӑрӑнмасӑр утӑ ҫулакансем патӗнче кам мӗнле ҫулнине пӑхса тӑнӑ; пахчара миҫе дыня, миҫе арбуз ӳснине пӗлнӗ; пӗви урлӑ хунӑ кӗпер ҫинчен каҫса каякансенчен лав пуҫне пилӗкшер пус илсе тӑнӑ; йывӑҫсем ҫине хӑпарса грушӑсем силленӗ; хӑйӗн хаяр аллипе кахал тарҫисене хӗненӗ, ҫав хаяр аллипех тивӗҫлисене пӗрер черкке эрех те пырса панӑ.
III. Аппӑшӗ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Хупах хуҫи пӗчченех хуран умӗнче ларать, вӑл патак ҫине карта-карта хурать: чумаксем миҫе чӗрӗк те миҫе шкалькӑ пушатнине паллӑ тӑвать.
Пӗр чиркӳри тиечук пулни-иртни ҫинчен каласа пани // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Миҫе хут тӳпелешмерӗҫ пуль, миҫе хут мирлешмерӗҫ пуль!
Уйрӑлу // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 131–145 стр.
Иртен пуҫласа мӗн кӑнтӑрлаччен вӑл шут ӗҫӗпе чӑрманчӗ; миҫе ҫухрӑм кайнӑ ӗнтӗ, умри пӗрремӗш станцӑна ҫитме миҫе ҫухрӑм юлнӑ, пӗрремӗш хулана ҫитме мӗн чухлӗ, апатчен, чейччен, Ставрополе ҫитме мӗн чухлӗ тата халиччен кайни пӗтӗм ҫулӑн миҫемӗш пайӗ пулать — ҫавсене шутларӗ.
II // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Ҫулталӑк ҫурӑ офицер службинче акӑ вӑл, ҫак тапхӑрта миҫе хутчен тӳссе ирттермерӗ пуль ӗнтӗ ҫакнашкал пӗчченлӗх туйӑмне, миҫе хут ҫавӑра-ҫавӑра илмерӗ пуль ӑна ют, ыр сунман е пӑч сӳрӗк ҫынсем хушшинче ҫухалса кайнине паянхи каҫа ниҫта хурса пӗтерме ҫукки — питех те тертлентерекен тунсӑхлӑ туйӑм.
II // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ҫакӑнта эп, Левский тияккӑна миҫе хут йышӑнса, миҫе хут черкке шаккаман-ши!Сколько раз я здесь принимал дьякона Левского, чокался с ним!
XXX. Шапӑлти пӗлӗш // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Миҫе асап, вилӗм, миҫе инкек пӗтӗччӗ ун чухне!Сколько предотвращалось бы тогда страданий, смертей, сколько несчастий!
X // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Хытӑ ҫӗр ҫинче плуг пуҫне миҫе гектар, сеялка пуҫне миҫе гектар хумаллине палӑртмалла.Сколько гектаров по крепкой земле, сколько на плуг, сколько на сеялку.
21-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ӗне пӑруламан-ши тесе, сивӗ ҫӗр варринче миҫе хутчен вӑрана-вӑрана кайман-ши Кондрат, урисене ҫӑматӑ тӑхӑнса, аялти йӗм вӗҫҫӗнех миҫе хутчен чупа-чупа тухман-ши вӑл ӑшӑ картана.
10-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ӗнтӗ миҫе ҫӗр ҫывӑрмастӑп-ши эпӗ, миҫе ҫӗр минтере куҫҫулӗпе ислететӗп-ши.
5-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Миҫе хӗл, миҫе ҫу курман!..
Мӑнтӑрккапа ырханкка // Митта Петӗрӗ. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 11–14 стр.
Тискер тӗттӗм каҫсенче миҫе хутчен кӑна пӗлӗтри ҫӑлтӑрсем пек ҫутатман-ши ҫав ачасен куҫӗсем унӑн ҫулне, миҫе хутчен кӑна ҫӑмӑллатман-ши вӗсем салтакӑн йывӑр ҫулне!
23-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Миҫе хутчен, миҫе хутчен ҫакнашкал пӑхса ӑсатнӑ-ши вӑл анакан хӗвеле!
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956