Поиск
Шырав ĕçĕ:
Анастасия Александровна, хумханса лӑпланнӑскер, ним пулман пек, пире паҫӑр пуҫланӑ калава малалла вулаттарать, ыйтусем парать.
Шкула Иван Яковлевич килсе кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Унтан, шӑплӑхпа лӑпланнӑскер, пӗр вӑхӑт хускалмасӑр тӑчӗ, хыҫалалла юлашки хут тӗмсӗлчӗ те — ӑна кирлӗ мар пурнӑҫӑн ытамне уямасӑр малалла ҫул тытрӗ.
IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Ҫак евитпе лӑпланнӑскер — эпӗ унпа пӗрле унӑн сарлака мастерскойне иртрӗм, алмазсене кӑларса сӗтел ҫине пӑрахрӑм, Фонфред ӑста тӗлӗннипе картах сикессе кӗтрӗм.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 174–191 с.
Ильсеяр, кӑштах лӑпланнӑскер, хӑйӗн будки патнелле утрӗ, анчах темиҫе утӑм тусанах сасартӑк тӑп чарӑнчӗ.Ильсеяр, уже немного успокоенная, направилась к своей будке и вдруг остановилась.
XVI // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Рогов, ҫак сӑмахсемпе часах лӑпланнӑскер, клубалла утрӗ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Ун хыҫҫӑн вӑл: ҫак ӗҫ вилес патне ҫитмеллех пулас ҫук-ха тесе, темле йывӑр шухӑшпа пусӑрӑнса лӑпланнӑскер, аллине шӑрпӑксем патнелле тӑсрӗ, темиҫе шӑрпӑк уйӑрса илчӗ те, аллисене сӗтел айӗнче тытса, хуллен, шӑрпӑксен пуҫӗсене асӑрханса ҫеҫ катма тытӑнчӗ.
Экзаменсем // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Амӑшӗ хӑй те, самантлӑха чарӑнса, малороссен юррин чӗрене тивекен кӗввине итлесе тӑчӗ, вара, йӑлтах лӑпланнӑскер, садӑн тӗттӗм аллеине, Макҫӑм пичче патне кайрӗ.
III // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Лӑпланнӑскер, савӑннипе шӑпланнӑскер, вӑл парник хӗрне ларчӗ те кашни купӑста ҫулҫине пӑхса ҫаврӑнчӗ.Она сидела на краю парника и вглядывалась в каждый листок, успокоившаяся, притихшая от радости.
1. «Пирӗн колхозшӑн чи кирли» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Ҫавӑнпа та Федьӑпа Матренӑна хӑйӗн хуйхине пӗлтерме темиҫе минутлӑха чарӑнса тӑчӗ, — туйӑмӗсене пӗлтернӗ чухне кашни ҫынах, хавхаланса кайса, пурнӑҫри самантлӑх интересӗсене манса каять, — Марья Алексевна Верочка пӳлӗмне чупса кӗчӗ, туалет ещӗкӗсене уҫа-уҫа пӑхма пуҫларӗ, гардероба уҫрӗ, — пур япалана та хӑвӑрт пӑхса ҫаврӑнчӗ, — ҫук, нимӗн те тӗкӗнмен пулас! — вара, хӑвӑрт пӑхса тухса лӑпланнӑскер, тепӗр хут тӗплӗн тӗрӗслеме пуҫларӗ.
XXIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— Тӗтре те, тунсӑх та, чир те… вилӗм те! — савӑнса пӑшӑлтатрӗ вӑл, каллех телейлӗскер, лӑпланнӑскер, хаваслӑскер.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
- 1