Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Асатте, — лӑпланма пӗлмест Кулинейкка.
Пӗрремӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.
Ҫӑм пӗр-пӗринпе ҫыхӑнса тӑни килӗшӳллӗ: ку ӗҫ лӑпланма, вӑй илме, стреса сирсе яма пулӑшать.
Алӑ ӗҫӗ - питӗ лайӑх эмел // Неля САБАХОВА. https://sutasul.ru/articles/kultura/2024 ... el-3645896
Хӑй лӑпланма тӑрӑшрӗ.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Ку асаилӳсем кӑмӑлне пусса лартнинчен хӑтӑласшӑн хӑйне хӑй алла илсе лӑпланма тӑрӑшрӗ.
III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ҫтаппан кӑштах лӑпланма хӑтланнӑ чӗрипе Матӗрнене итлесе выртнӑ ҫӗрте: «Мӗн таран тӗрӗс ун сӑмахӗсем… Мӗн таран тӗрӗс… Мӗншӗн ӑсран каячченех ӗҫрӗм-ши? Мӗншӗн вӑл ирсӗр ҫурта кӗтӗм-ши?» — салхуланса шухӑшларӗ.
IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Анчах ҫӑлтӑрсем ытлашши лӑпланма сӗнмеҫҫӗ, мӗншӗн тесен сире кӗҫех пӗлтерӗшлӗ ӗҫсем кӗтеҫҫӗ.
44-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ
Эпӗ варрине мӑнаҫлӑн тухса тӑтӑм та икӗ еннелле алӑсене ҫӗклесе пурне те лӑпланма хушрӑм.
Тупӑнтӑм тата «Украинӑна сутакан» // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 140–149 с.
— Лӑпланма мар, пушшех йӑшкама тытӑнчӗ.
52 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Иван Капитоновичӑн чӗри пӑтӑрмахлӑ ӗҫ пирки калаҫнӑ чухне те, халӗ те лӑпланма пултараймарӗ.
30 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Шухӑшсем, лӑпланма пӗлменскерсем, таҫта аякка илсе каяҫҫӗ ӑна.
Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
— Эсӗ ху ирӗкӳпе хӑвӑн чунна парсан кӑна лӑпланма пултарать вӑл, — такам сассине илтет Ментти.
Пулӑ патши // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 3–11 с.
Ҫапах та лӑпланма пултараймарӗ.
2. Вӑхӑт, каялла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Пурнӑҫра пӗр сехет те, пӗр минут та лӑпланма юрамасть иккен.
III сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Каҫхи вӑхӑта ирттерсен аванрах, лӑпланма тӑрӑшӑр.
23-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ
Лӑпланма, чуна итлеме тӑрӑшӑр.
21-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ
Шӑллӗ тӳлеккӗн ҫывӑрни кӑна ӑна лӑпланма пулӑшрӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
— Лӑпланма пултаратӑр, нимӗн хӑрушши те ҫук, суранне ҫӗлерӗмӗр, йӗркеллех.
11 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.
Лӑпланма пултаратӑн, анчах саккӑрмӗш номерлӗ пӑра ӗнер юлашки парса ятӑм.
6 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.
Ку сире лӑпланма, ҫӗнӗ вӑй пухма пулӑшӗ.Всё это поможет вам расслабиться и с новыми силами взяться за дела.
8-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ
Мӑшӑр вӗчӗрехенет тӗк эсир те ҫапла ан пулӑр, юратнӑ ҫынна лӑпланма пулӑшӑр.
8-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ