Поиск
Шырав ĕçĕ:
9. Ҫӳлхуҫана хӑвӑн пурлӑхунтан, малтан илнӗ пур тупӑшунтан парне кӳрсе хисепле — 10. вара санӑн кӗлетӳсем туптулли тулӗҫ, юхтаркӑчусем ҫӗнӗ эрехпе тулса тӑкӑнса ларӗҫ.
Ытар 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Хӑвӑн ҫу сӗрнӗ ҫыннуна Давидшӑн, Хӑвӑн чурушӑн, йышӑнсам: 11. Ҫӳлхуҫа Давида Хӑйӗн шанчӑклӑхӗпе тупа тунӑ, Вӑл ӑна тунмӗ: «санӑн йӑхунтан ҫуралнине санӑн аслӑ пукану ҫине лартӑп. 12. Эпӗ санӑн ывӑлусене Хамӑн халала, Хамӑн йӗркемсене вӗрентӗп, вӗсем ҫавна уяса тӑрсассӑн, вӗсенӗн ывӑлӗсем те ӗмӗр-ӗмӗрех санӑн аслӑ пукану ҫинче ларӗҫ» тенӗ.
Пс 131 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. [Эй Ҫӳлхуҫа,] Эсӗ малтан ҫӗре пултарнӑ, тӳпе те — Санӑн аллу ӗҫӗ; 27. вӗсем пӗтсе ларӗҫ, Эсӗ вара ӗмӗрех пулӑн; вӗсем пурте тумтир пек кивелӗҫ, Эсӗ вӗсене тум улӑштарнӑ пек улӑштарӑн та — вӗсем улӑшӑнӗҫ; 28. Эсӗ вара — ҫав-ҫавах, Санӑн кунусем пӗтес ҫук.
Пс 101 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Вӑл вут-ҫулӑмпа вӗтеленнӗ, касӑлса пӗтнӗ; Санӑн вӑраха кайнӑ ҫиллӳпе пӗтсех ларӗҫ.17. Он пожжен огнем, обсечен; от прещения лица Твоего погибнут.
Пс 79 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫӳлхуҫа сӑмахӗ, Ииуяна каланӑ сӑмах, ҫакӑн пек пулнӑ: санӑн ывӑлусем тӑватӑ сыпӑка ҫити Израиль патшинче ларӗҫ.
4 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.