Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ларнине (тĕпĕ: лар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Вӑл ҫакӑнта миҫе ҫӗр ҫул ларнине пӗр ватӑ та пӗлмест, сӗм авалхи вӑрмантанах ларса юлнӑ, теҫҫӗ.

Помоги переводом

X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Эсӗ хыр вӑрманӗнче тӗллӗн-тӗллӗн курӑк та, ҫамрӑк йывӑҫ та типсе-хӑрса ларнине асӑрханӑ-и?

Помоги переводом

I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Хӗрсем госпиталь картишӗнче директор машини ларнине курчӗҫ.

Помоги переводом

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Ҫав ҫамрӑксем юнтарса куҫа йӑваласа макӑрса ларнине никам та курман, илтмен.

Помоги переводом

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

— Эпӗ, хӗрарӑмсем ыйтнипе, хамӑр ӗҫленӗ делянкӑра пӗрене штабелӗсем мӗнле ларнине курма тата Тимофей Михайловичпа вӗсене хӑҫан турттарасси пирки калаҫса татӑлма тесе, ун патне тухса кайрӑм.

Помоги переводом

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Каласа пар-ха, Антун, вӑл мӗнле кукӑль ҫиме ларнине? — ыйтрӗ бригадиртан.

Помоги переводом

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Мучи, хапхаран кӗрсенех, кантӑк витӗр ют ҫын ларнине курчӗ те мана пуҫ тайса саламларӗ.

Помоги переводом

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Вара вӑл Михха ҫурт-йӗрӗпе юнашар кил хушшинче мунча ларнине, вут-кӑвар тухсан кӳршӗ киле тивсе илме пултарасса аса илчӗ.

Помоги переводом

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тӳшек пусӑрӑнса ҫитсен, ҫирӗп вырӑна ларнине туйрӗ те: — А-а… — хашлатрӗ ҫӑмӑллӑн.

Помоги переводом

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӑтана кайни ӑнӑҫлӑ пуласса шаннипе вӑл ашшӗ мӗнле кӑмӑлпа ларнине астӑваймарӗ:

Помоги переводом

XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вара, ашшӗ тӳсейми кӗтсе ларнине аса илсе, ура ҫине тӑчӗ.

Помоги переводом

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл йывӑррӑн утӑмласа ҫенӗке кӗчӗ, пир тӗртекен станпа сӳреке ларнине курчӗ.

Помоги переводом

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Огуречников шӑтарас пек пӑхса ларнине астуса, Макҫӑм хуравлама васкарӗ:

Помоги переводом

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫенӗк алӑкӗ умӗнче самантлӑха чарӑнса каллӗ-маллӗ пӑхкаларӗ те, Ҫтаппан вут каски ҫинче пуҫне чиксе ларнине курсан, упӑшкине шеллесе хуйхӑрчӗ.

Помоги переводом

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сӗтел хушшинче Мошков хушаматлӑ стражник ларнине курса, ҫӗлӗкне хывса пуҫ тайрӗ.

Помоги переводом

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Уншӑн эрленсе тата ӳсӗрсем лӑркаса ларнине итлес килмен пирки Лукарье, беседкӑран тухса, улмуҫҫисем хушшинелле кӗрсе кайрӗ.

Помоги переводом

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хырлӑхран тухнӑ чух йывӑҫ ҫинче хура ҫӑхан ларнине курчӗ.

Помоги переводом

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫине кивӗ кӗрӗк, пуҫне хӑлхаллӑ ҫӗлӗк тӑхӑннӑ Озеров тӳрех унта пӑрӑнса кӗчӗ, техничкӑран Долотов хӑш пӳлӗмре ларнине ыйтса пӗлчӗ.

Помоги переводом

Путвалта // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫав ҫын унта ларнине пӗлмен…

Помоги переводом

Тӗпчев // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Енчен те кӗҫӗнрех шкул ачисем интернетра мӗн чухлӗ «ларнине» ашшӗ-амӑшӗсем тӗрӗслекелеме пултараҫҫӗ-тӗк, ҫамрӑксемпе йывӑртарах.

Помоги переводом

Япӑххипе лайӑххине мӗнле уйӑрмалла? // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11889-ya ... -uj-rmalla

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней