Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Мӗн пулнӑ сана, ватсупнӑ? — ыйтре вӑл ун пек чух кӗхлеткелесе.
Ют юн // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Ют юн. — Тӑван Атӑл, 1965, 3№, 82–91 с.
Фоминпа ун юлташӗсем кашни хӑй пӗлнӗ пек вӑхӑта сутса пурӑнчӗҫ: тӗплӗ-тирпейлӗ Стерлядников, уксах урине меллӗрех хурса, ир пуҫласа каҫчен кӗпи-тумтирӗпе аттине сапласа ларчӗ, тӑрӑшсах хӗҫпӑшалне тасатрӗ; нӳрӗ ҫӗр ҫинче ҫӗр каҫни хӑйшӗн усса пыман пирки Капарин, пуҫ ҫинчен кӗрӗк пиншак витӗнсе, кунӗ-кунӗпе хӗвел ҫинче типпӗн кӗхлеткелесе выртрӗ; Фоминпа Чумаков хутран касса тунӑ картпа йӑлӑха пӗлмесӗр вылярӗҫ; Григорий утрав тӑрӑх уткаласа ҫӳрерӗ, чылайшар вӑхӑт шыв хӗрринче ларчӗ.
XIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Хӑркӑлтӑк сасӑлли кукленсе ларнипех лешӗн симӗс пустав туртнӑ кӗрӗк пиншакне кӗхлеткелесе хывать.Хрипатый, сидя на корточках, кряхтел, стаскивая с убитого теплушку.
XI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Тепӗр пилӗк минутран хайхи калмӑк ялт! кӑна мачча ҫинчен урайне сикрӗ, ун хыҫӗнчен, кӗхлеткелесе, тӑмпа вараланса пӗтнӗ, сухалӗ ҫумне эрешмен карти ҫыпҫӑнса тулнӑ Пантелей Прокофьевич асӑрханса анчӗ.
XXI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Хутор атаманӗн приказне илсен, Пантелей Прокофьевич карчӑкӗпе, мӑнукӗсемпе тата Дуняшкӑпа васкаса сывпуллашрӗ те, кӗхлеткелесе, урайне чӗркуҫленчӗ, икӗ хутчен турра пуҫҫапрӗ, — турӑшсем ҫинелле пӑхса сӑх-сӑхнӑ хыҫҫӑн ҫапла каларӗ:
XXI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Кабинӑран кивӗ лапсӑркка доха, хулӑн тӗплӗ хура кӑҫатӑ тата ҫаралса кайнӑ хӗрлӗ ҫӗлӗк тӑхӑннӑ Иван аслашшӗ кӗхлеткелесе тухрӗ, — ку дохи унӑн хӑйӗнпе пӗр ҫулталлах пулнӑ пулмалла.
18 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Сӑмах та чӗнмерӗ вӑл, пырне хӗҫпе касса татнӑ така ҫинҫе урисемпе тапӑлтатса выртнине курсан ҫеҫ, кӗхлеткелесе, крыльцаран кӗрсе ҫухалчӗ.
XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
- 1