Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫӳлтен пулӑшу килессе кӗтмелли ҫук: врач дипломӗ илсенех социаллӑ чирсемпе кӗрешме тытӑнмалла сирӗн, хаклӑ юлташсем.
4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Мӑрсаран, хакимран пулӑшу кӗтмелли ҫук, вӗсем юратмаҫҫӗ пире.
18. Сухала хитрешӗн ҫеҫ ӳстермеҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
— Эсӗ хӑвӑн пулас упӑшкупа, леш каччупа, ҫырӑнмалли зала кӗтӗн, эпир сирӗн вырӑна, кӗтмелли пӳлӗме, йышӑнса юлтӑмӑр.
III // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
Шанчӑк ҫухалчӗ, шухӑшӗсем арпашӑнчӑк, ҫавӑнпа Давенант кӑштах уҫӑлас тӗллевпе, — мӗншӗн тесен ыранхи кун мӗн килессе кӗтмелли ҫеҫ юлать, — стена ҫинчи пӗчӗк винтовкине вӗҫертрӗ, — вӑл темиҫе ҫул каялла Футроз патӗнчи каҫра тупӑшса пеме усӑ курнӑскер йышшиех; тӗлме тӗл пеме хӑнӑхса ҫитнӗскер, ҫак ӗҫе кӑмӑллаканскер, — ку вара вӑл вӑйӑмпа кӑтарту ҫӗкленӗвӗшӗн хыпса ҫуннине тивӗҫтерет, — Давенант никампа танлашми перӳҫӗ пулса тӑнӑ ӗнтӗ, ҫак кӑсӑклӑха-киленӗве кӑмӑллать.
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
— Ҫапла вара, кӗтмелли пирӗн икӗ эрне юлчӗ, унран ытла мар.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 147–152 с.
Каҫ пулать… — тӑсрӗ Битт-Бой, — мана, мӗскӗн лоцмана, выляса илнӗ капитанӑн кӗтмелли нумай юлмарӗ.Наступает вечер, — продолжал Битт-Бой, — немного остается ждать выигравшему меня, жалкого лоцмана.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.
Ҫыру кӗскелӗхӗ ҫав телейсӗрскерсем хӑйсене вӗлерме ҫав хатӗр васканине те уҫӑмлатать; пирӗн Скоррей сывалса ҫитессе кӗтмелли ҫеҫ юлать, Нессар доктор ӑнлантарнӑ тӑрӑх — ҫакна валли халӗ шанчӑк пур».
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 211–227 с.
Халь пирӗн нимӗнле ӗҫ те ҫук, леш тутара кӗтмелли кӑна юлчӗ.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Тепри чышкисемпе юнаса, тискер сасӑпа: «Мӗн кӗтмелли пур пирӗн? Этсемри, давайӑр советсене ҫӗнӗрен суйлатпӑр, пӗр коммуниста та кӗртер мар унта… вара вӑрҫӑ та пӗтет, ҫӑкӑр та пулать!» — тесе ӳхӗрет.
3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Артем боецсене кӗҫ-вӗҫ пулӑшу ҫитесси ҫинчен каласа кӑтартать, Каменская патӗнчен Лукаш отрячӗ килсе ҫитесси ҫинчен, тата ырансенчех Ворошилов та пӗтӗм вӑйӗпе пӗрле ҫитессине кӗтмелли ҫинчен пӗлтерет…
6 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Тӗрӗссипе вӗсен ним кӗтмелли те ҫук-ха.
Юнкун, октябӗрӗн 31-мӗшӗнче, Эмиль лашаллӑ пулать тата Петрель-фрупа пӗтӗм Виммербю ҫыннисене вилесле хӑратса пӑрахать // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Ҫак Брукки ятлӑ ӗнерен мӗн кӗтмелли пур ӗнтӗ?
Вырсарникун, июнӗн вуннӑмӗшӗ, Эмиль Идӑна флагшток ҫине ҫӗкленӗ кун // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Мӗн пуласса кӗтмелли анчах юлнӑ.
Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.
Анчах ҫук, манӑн санран ӑслӑ сӑмах кӗтмелли ҫук — санӑн ӑсу тараканӑнни пек ҫеҫ.Но нет, мне незачем ждать от тебя умного слова — ум у тебя тараканий.
XXIX сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Енчен те эпир, учительсем, шкул ачин ӗненӳллӗ пуҫне-мимине, хамӑр тимсӗрлӗхе пула, ылтӑн вӑрлӑх вырӑнне мӑянлӑ-мӗнлӗ начаркка анчах акаятпӑр-тӑк, ӑҫтан каш-каш тырпул ҫитӗнессе кӗтмелли пур ӗнтӗ?
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ытлашши калаҫмастчӗ, пулчӗ-пулмарӗ хушша-хуппа кӗместчӗ, кӗтмелли йӳтӗме кӗтме, уйлама, ҫиччӗ виҫсе пӗрре касма пӗлетчӗ.
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
«Ҫук, центральнӑй правительствӑн ҫарӗсем килмеҫҫӗ, пулӑшу ниҫтан та кӗтмелли ҫук. Мӗн те пулин тӑвас пулать» — тесе шутланӑ вилмелле хуйхӑ-суйхӑ ернӗ помещик.
XVI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Кӗтмелли нумай юлмарӗ.
7 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Кӗтмелли залран иртсен, вӑл хывӑнмалли пӳлӗме, мрамор стеналлӑ, мозаика урайлӑ илемлӗ пӳлӗме кӗчӗ.
VII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Нимӗҫсенчен, французсенчен мӗн ырлӑхӗ кӗтмелли пур!
XII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.