Поиск
Шырав ĕçĕ:
Гамбург хули урлӑ иртсе кайнӑ чухне ун пӑтне Гемфри Дэви, фон-Гумбольдт, капитан Франклин тата Сабин ятлӑ ученӑйсем те кӗрсе тухнӑ; Беккерель, Эмбельмен, Броустер, Дюма, Мильн-Эдвардс, Сент-Клэр-Девиль унпала химири паллӑ ыйтусем пирки кӑмӑлтанах юратса канашланӑ.
I сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Сӑмах ҫакӑн пек пысӑк ӗҫсем ҫинчен пынӑ чухне питӗ асӑрхавлӑ судья Джон Мангльс, — хытӑ калаҫакансемпе ӑса-пуҫа вылятакансене питӗ сахал итлекен этем, — вӑл та пулин ученый ҫивӗч ӑс-пуҫӗпе тавҫӑрса илсе вывод тунисене кӑмӑлтанах ырларӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
— Куна суятӑн ӗнтӗ, — кӑмӑлтанах кулса ячӗ Сергей.
III сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
— Тепӗр хут тав тӑватӑп сире тата сирӗн аллӑра пӗтӗм кӑмӑлтанах чӑмӑртатӑп.
XV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
— Пӗтӗм кӑмӑлтанах, — тавӑрчӗ Осадчий кӑрӑлти октавӑпа.
VIII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ӗлӗктерех, ҫулталӑк каялла, калама ҫук вӑйлӑ юрататчӗ Ромашов бал умӗнхи ҫак минутсене, хӑйӗн дирижер ӗҫӗсене туса пынӑ май, ҫитсе кӗрекен дамӑсене малти пӳлӗмре пӗтӗм кӑмӑлтанах кӗте-кӗте илетчӗ вӑл.
VIII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ҫак инкеке ҫӑмӑллатма пултаракан майсене эпӗ, хам пултарайсан, пӗтӗм кӑмӑлтанах туса панӑ пулӑттӑм.
XVII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Стариксенчен нумайӑшӗ тырӑ акма, сухалама, сӳрелеме кӑмӑлтанах килӗшрӗҫ.Большинство стариков охотой пошли в бригады садильщиками, плугатарями, бороновальщиками.
30-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
— Пӗтӗм кӑмӑлтанах, Евпсихий Африканович.
VIII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
— Юрать, юрать, эпӗ пӗтӗм кӑмӑлтанах паллашӑп.
VIII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
- 1
- 2