Поиск
Шырав ĕçĕ:
кӑмтарса (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Корнилов еннелле вуншар ҫын аллисене кӑмтарса тытнӑ, Ҫӳҫне-пуҫне салатса янӑ пӗр кӳпшек майра тата, тачка тутипе ҫутӑ симӗс мундир ҫаннинчен чуп тума пикенсе, ун айккинченех вӗтӗртетсе чупрӗ.
XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Ҫав казак хыҫӗнче Максаев урядникӑн чӗкеҫ шатриллӗ пичӗ курӑнать; леререхре, ҫивӗч вӗҫлӗ штыкне айӑккӑн пӑрса кӗртнӗ винтовкине малалла кӑмтарса тытса, Емельян Грошев утать.
IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Григорий, ларчӑк ҫинчен хыҫалалла ӳпӗнсе, чӗтресе тӑракан кӑрӑн-кӑрӑн тилхепене аллипе кӑмтарса туртрӗ те умри сулӑнкӑ ҫине шиклӗн пӑхса илчӗ.
21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ан мӑкӑртаттӑр! — урапа туртине малалла кӑмтарса, сасӑ пачӗ Петро.
15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Страницы:
- 1