Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫурӑм хыҫне вӑл пӗр хулпуҫҫи урлӑ кобылка тата хурчкана илӗртмелли чӑхпа копчик чикнӗ михӗ ҫакнӑ, тепӗр хулпуҫҫи урлӑ вӗлернӗ хир кушакне чӗн пиҫиххипе ҫыхса янӑ; ҫурӑмӗ ҫинчех, пиҫиххи хушшинче, пулькӑсем, тар тата ҫӑкӑр хунӑ хутаҫ, вӑрӑмтунасене хӑваламалли лаша хӳри, пысӑк кинжал тата икӗ вӗлернӗ фазан пур, кинжалӗн ҫуркаланса пӗтнӗ йӗнни хытса ларнӑ юнпа вараланнӑ.
VI // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Пурӑна киле утрав ҫинче кушаксем ҫав тери нумай ӗрчерӗҫ: вӗсем манӑн кладовойне кӗрсе сӑтӑр тӑватчӗҫ, ҫимӗҫсене илсе таратчӗҫ; пӗр ик-виҫ кушакне пӑшалпа персе вӗлерсен ҫеҫ кунта ҫӳреме пӑрахрӗҫ.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Вӑл алӑри кушакне ҫӗр ҫине антарчӗ те, лешӗ ҫывӑхри хурӑн патнелле вӗҫтерчӗ.Она опустила кошку на землю, и та бросилась наутек к ближайшей березе.
Иккӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
Страницы:
- 1
- 2