Поиск
Шырав ĕçĕ:
Урапан сылтӑм енчи ҫӗкленнӗ кустӑрмисем ҫӗр ҫумне перӗнчӗҫ, лав тӳрленчӗ те ачасене ирӗке кӑларчӗ.
21-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Лашасем шавлӑн сывлаҫҫӗ, йӗвенсем чӑнкӑртатаҫҫӗ, урапа кустӑрмисем чӗриклетеҫҫӗ, вӗсенчен тикӗт шӑрши кӗрет.Шумно дышали лошади, звенели уздечки, поскрипывали колеса, от них пряно несло запахом дегтя.
21-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Обломовӑн пурнӑҫне, телейне илсе кайнӑ каретӑн кустӑрмисем юр ҫинче чӗриклетни илтӗнми пулсанах, унӑн пӑшӑрханӑвӗ иртрӗ, пуҫӗпе ҫурӑмӗ тӳрленчӗҫ, сӑнӗ малтанхи пекех хавхаланса йӑлкӑшма пуҫларӗ, савӑннипе, кӑмӑлӗ ҫемҫелсе килнипе куҫӗсем шывланчӗҫ.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Урапа кустӑрмисем чул сарнӑ урам тӑрӑх шӑтӑртаттарса пыраҫҫӗ.
V. Таркӑн // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ку кӗнекере хам театра кайни ҫинчен асӑнмасан та юратчӗ, анчах пурнӑҫра ҫапла вӑл, сехет кустӑрмисем пӗр-пӗрне шӗтӗрнекӗсенчен тивсе майлашӑнса пынӑ пек, пулса пырать.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫук, ку ҫӗр ҫавнашкал силленет, поезд каять, поезд манран тарать, кустӑрмисем шаккаҫҫӗ, вагонӗ ҫӳлӗ.Нет, это качается земля под моими ногами, и от меня уходит поезд, стучат колеса, а вагон высокий.
27 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Кӳми — кулӑшла, вӗҫме пикеннӗ вӑрӑмтуна пек: ҫинҫе шӑллӑ кустӑрмисем — тем ҫӳллӗш, вӗсен ҫийӗпе тармакланса тӑракан икӗ ҫунат.Со смешными, комариного вида дрожками на высоких тонкоспицых колесах под задранными вверх крыльями.
15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Юсанишӗн кам тӳлет? — Вӑл, урапа кустӑрмисем тавра ҫӳресе, персе ватнӑ вырӑнсене тыта-тыта пӑхрӗ.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Шӑнкӑрав сасси те, чуллӑ ҫул ҫинче кустӑрмисем тӑнкӑртатни те тахҫанах илтӗнми пулчӗ, мӑнтарӑн старик ҫапах та ҫав вырӑнтан хускалмарӗ, тарӑн шухӑша кайрӗ вӑл.
Максим Максимыч // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Вӗсен шассисем (кустӑрмисем) пуҫтарӑнман, вӗҫнӗ чух самолёт хырӑмӗ айӗнчех ҫакӑнса пынӑ.Они имели неубирающиеся шасси (колеса), они в полете висели под брюхом.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ҫак каҫхине Алексей пит те канӑҫсӑррӑн ҫывӑрчӗ, тӗлӗкре вӑл пӗрре юр айне пулса ларнӑ аэродрома курчӗ, тепре хӑй пӗлмен конструкциллӗ «Ла-5» самолёта курчӗ, самолёчӗн — кустӑрмисем вырӑнне кайӑк урисем пулнӑ; кабинӑна техник Юра кӗчӗ пек, кӗнӗ май вӑл Алексее «эсӗ хӑвӑнне вӗҫсе ирттернӗ ӗнтӗ», халӗ вӗҫме ман черет, терӗ пек; унтан тата шурӑ кӗпепе йӗпе йӗм тӑхӑннӑ Михайла Мучи Алексее улӑм ҫине вырттарса милӗкпе ҫапнӑ, хӑй пӗрмай кулнӑ; туй умӗн милӗкпе ҫапса минтретсен те нимӗн те мар, тенӗ.
14 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Тӑрасса та халӗ вӑл тимӗр кӑшӑлсем ҫинче тӑрать, унӑн резина кустӑрмисем машинипе пӗрлех ҫунса кайнӑ.И стоял он низко на железных ободьях, так как шины его сгорели.
9 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
9. Юлашкинчен эпӗ ҫакна куртӑм: аслӑ пукансем лартса тухнӑччӗ, Кунӗсемпе Авалхискерӗ аслӑ пукан ҫине ларчӗ; Унӑн тумтирӗ — шурӑ юр пек, Унӑн ҫӳҫӗ — шуратнӑ таса ҫӑм пек; Унӑн аслӑ пуканӗ — ялкӑшакан ҫулӑм пек, Унӑн кустӑрмисем — ҫунакан вут-ҫулӑм.
Дан 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Вӗсен пӗтӗм тӑлпӑвӗ те, ҫурӑмӗ те, аллисем те, ҫуначӗсем те, кустӑрмисем те, тӑватӑ кустӑрми те, куҫлӑ, пур ҫӗрте те тӑп-тулли куҫ.
Иез 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ҫакна куртӑм вара: акӑ херувимсем патӗнче тӑватӑ кустӑрма, кашни херувимӗ патӗнче пӗрер кустӑрма, кустӑрмисем топаз чулӗнчен тунӑ евӗрлӗ.
Иез 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Патвар утсем шавлӑн тапӑртатнӑран, ҫар ураписем шалтӑртатнӑран, кустӑрмисем шав кӑларнӑран алли усӑннипе ашшӗсем ачисем ҫине те ҫаврӑнса пӑхаймӗҫ, 4. филистимсене пӗтерес кун, Тирпа Сидон хулисене пулӑшакансемсӗр хӑварас кун ҫапла пулӗ; Ҫӳлхуҫа филистимсене те, Кафтор утравӗн юлашки йышне те тӗппипе пӗтерӗ.
Иер 47 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.