Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пурне те паллӑ, ехусене питӗ хытӑ тӗрӗслемелле, унсӑрӑн вӗсем гуигнгнмсен ӗнисен сӗтне ӗмме тытӑнаҫҫӗ, вӗсен кушакӗсене тытса ҫиеҫҫӗ, сӗлӗпе курӑкне таптаса сиенлетеҫҫӗ, ҫавнашкалах пиншер хут ирсӗр ӗҫсем тӑваҫҫӗ, тенӗ ҫак представитель.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Танлӑн утса вӑл кӑмака патне ҫитрӗ, хӑйӗн вуттине пӑрахрӗ, ҫӗкленчӗ, хыҫалти кӗсйинчен табак енчӗкӗ кӑларчӗ, куҫне чарса пӑрахрӗ те хӑйӗн сӑмси ӑшне сӑтӑрса вӗтетнӗ донник курӑкне, кӗлпе хутӑштарнӑскере, чыхма тытӑнчӗ.
Кантур // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 128–147 с.
Вӑл тепӗр кукшапуҫ курӑкне татса илчӗ.
III сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Серега чечеке ларнӑ кукшапуҫ курӑкне татса илчӗ те, унӑн сӗткен тухса тӑракан хӑвӑл тунине ҫӑвара чиксе, мӑкӑртатма тытӑнчӗ.
III сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Хурӗсене веҫех шурӑ ҫиппе, курӑкне симӗс ҫиппе тӗрленӗ.
Газ // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.
Шуйттан курӑкне туртатӑн-и?
VII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Шыв курӑкне вут хыпса илчӗ те тӑруках японецсен тӗксӗм пичӗсем курӑнса кайрӗҫ.Вспыхнул ком водорослей, и разом стали видны невеселые лица японцев.
IV // Михаил Рубцов. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 43–69 с.
Куҫа уҫсах пынипе умра тӗксӗм сенкер шыв тата ҫыхланса ҫӳлелле хӑпаракан ҫырма курӑкне — ӳлеки тӗмисене куратӑп.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Ун патӗнчех ҫурӑлса кайнӑ бомба ҫулӑмӗ самантлӑха палуба ҫине купаласа хунӑ тинӗс курӑкне ҫутатса кӑтартрӗ, ҫак самантрах ҫӳлте икӗ ҫын тӑни курӑнса кайрӗ, пӑрахут ҫурса пынипе шур кӑпӑкланса, сирпӗнсе чупакан симӗсрех хумсем курӑнчӗҫ.
10 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Хупах курӑкне, вӗлтрене ҫӑла-ҫӑла ывӑтрӗҫ, ҫулсене тасатрӗҫ.
Ҫӗнӗ ҫурт // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
Ӑна курӑкне хобочӗ ӑшне чиксе параҫҫӗ.
Равипе Шаши уҫӑлса ҫӳреҫҫӗ // Феодосия Ишетер. Баруздин С. А. Равипе Шаши: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 44 с.
Шашийӗ ӳркенет, вӑл курӑкне хӑй татса хӑтланмасть.
Равипе Шаши уҫӑлса ҫӳреҫҫӗ // Феодосия Ишетер. Баруздин С. А. Равипе Шаши: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 44 с.
Ҫакнашкал пӳртре улӑмран е тинӗс курӑкне ҫуса типӗтсе сарнӑ вырӑн пур, чӳпӗкрен тӗртсе тунӑ хулӑн витӗнкӗҫ, темиҫе ҫурта тата шаккаса вут чӗртмелли ҫулу курма пулать.
IV. Ыйткалакан // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Ҫакӑн хыҫҫӑн Гленарван, Роберт тата Талькав пончосемпе пӗркенчӗҫ те, типӗ альфафар курӑкне айӗсене сарса тӑсӑлса выртрӗҫ, — пампассенчи сунарҫӑсем яланах ҫапла ҫывӑраҫҫӗ.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Вара вӑл кулса шыв хӗррине кайрӗ те, ирӗкре ӳсекен сальдер курӑкне татса илсе унпа ачан ӳтне сӑтӑрчӗ.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Хумлӑн-хумлӑн явӑнса чупать вара ҫил хӳтерсе пыракан вут-ҫулӑм, выҫкӑннӑн тӗшӗрет типӗ ыраш курӑкне, ҫӳллӗ ӳснӗ талпиҫен тунисем тӑрах ывтӑнса хӑпарать, хӑмӑр сапарпи (хура армути) тӑррисем тӑрах шуса ҫӳрет, лапам вырӑнсенче ҫӑтӑртатса упаленет…
XVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Курӑкне ҫулса кайнӑ ҫеҫенхирте йӳҫӗ армути шӑрши каҫалапа ытларах сарӑлчӗ пулин те, вӑл кӑнтӑрлахи пек чуна тӑвӑрлатса пӑчӑхтармарӗ, ҫемҫерех те килӗшӳллӗрех пек туйӑнчӗ.
XIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Вӗсенчен пӗри, чикан сӑнлӑрах ҫамрӑк хӗрлӗармеец, ҫул ҫинче ухмаха тухнӑ та, ҫул тӑршшӗпех юрласа та ташласа пычӗ, хӑй татса илнӗ ырӑ шӑршӑллӑ чапӑр курӑкне чӗри ҫумне пӑчӑртаса макӑрчӗ.
III // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Эпӗ тырӑпа ҫум курӑкне нихҫан та пӑтраштармастӑп, сана та хушмастӑп вӗсене пӑтраштарма, атту темскер чӑмлама тивӗ — чӑн-чӑн тыррине ҫисе кураймӑн!
5 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Пӗр ҫум курӑкне тӑпӑлтаратӑн — ун хыҫҫӑн тепри тапса тухать — пурне те тасатаймӑн вӗсене!Один сорняк выдерешь, а за ним другой силу кажет — да разве их всех изведешь?
4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.