Поиск
Шырав ĕçĕ:
Игнат Савельевичӑн аслӑ ывӑлӗ пукан ҫинче ларнӑ, чечеклӗ-чечеклӗ купӑса хулпуҫҫисем патне ҫитиччен тӑсса янӑ, сарӑ ҫӳҫӗ ҫамки ҫине усӑнса аннӑ; Сидор куккӑшӗн хӗрлӗ пуҫлӑ арӑмӗ, кашемир тутар уртса янӑскер, кӗске те тачка урисем ҫинче чӳхенсе ҫӳренӗ, тутӑрне сула-сула: «И-и-их-и-и-их!» — тесе ҫухӑрнӑ.
3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Кӗрлесе тӑракан сасӑсем хушшинче Сидор куккӑшӗн арҫуринни пек кулли илтӗне-илтӗне кайнӑ, вӑл, туй шӑв-шавне хупласа: «йӳ-ҫ-ӗ-ӗ-ӗ!..» тесе кӑшкӑрнӑ.
3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
— «Аван-и?» тесси ӑҫта-ха? — хыттӑн ыйтнӑ Сидор куккӑшӗн мӑнтӑр арӑмӗ.— А где же «здравствуй»? — сурово спросила рыхлая жена дяди Сидора.
2 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Костьӑпа амӑшӗ куккӑшӗн сарайӗнче вырнаҫнӑ, унта хӑйсен чечеклӗ шуҫпа сӑрнӑ пысӑк арчине лартнӑ, кирлӗ мар пирки кӑларса пӑрахнӑ кивӗ кравать ҫинче иккӗшӗ пӗрле ҫывӑрнӑ.
2 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Сидор куккӑшӗн арӑмӗ сайра ҫӳҫлӗ, курпун сӑмсаллӑ, усал сӑнлӑ, ҫамрӑках мар мӑнтӑр хӗрарӑм пулнӑ, анчах Костя амӑшне хирӗҫлемен, мӗнле хушнӑ ҫавӑн пек ҫырнӑ.
2 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Куккӑшӗн пичӗ ҫинче ӗҫлӗ типӗлӗхӗпе юнашар яланах темшӗн пӑшӑрханни тата шикленни, Варламова хӑваласа ҫитеймесрен, таварне лайӑх хакпа сутаймасран хӑрани сисӗнет; Варламовӑн пит-куҫӗнче те, кӗлеткинче те ҫынна пӑхӑнса пурӑнакан пӗчӗк этемӗнни пек палӑрӑмсем вара кураймӑн.
VI // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Куккӑшӗн пичӗ ҫинчи кӑмӑллӑ сӑн пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн таҫта кайса ҫухалчӗ те, вӑл пӗтӗмпех типӗ пит-куҫлӑ ӗҫлӗ ҫын пек курӑнма тытӑнчӗ, хырӑннӑ ырханкка этеме, уйрӑмах вӑл куҫлӑх тӑхӑннӑ пулсан тата унӑн сӑмсипе хӑлхи таврашне тусан витме ӗлкӗрнӗ пулсан, ҫавнашкал типӗлӗх яланах инквизиторла шелсӗр ҫын евӗр кӑтартать.
I // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
20. Кам хӑйӗн ашшӗпе пӗртӑванӗн е амӑшӗпе пӗртӑванӗн арӑмӗпе выртать, вӑл хӑйӗн ашшӗпе пӗртӑван пиччӗшӗн е куккӑшӗн ҫарамасне уҫнӑ пулать; вӗсем хӑйсен ҫылӑхне хӑйсем ҫӗклӗҫ, ача-пӑча курмасӑрах вилӗҫ.
Лев 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.