Поиск
Шырав ĕçĕ:
Халиччен хӑй илтмен, анчах хӑрушӑ «коллежски советник» текенни ҫинчен илтсен, салтак вилес пек хӑраса ӳкрӗ пулас.
III. Ҫеҫенхирте // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Эпӗ вӑтам шкул учителӗ, коллежски советник Бачей, ку манӑн ачасем — Петрпа Павел.Я — преподаватель среднеучебных заведений, коллежский советник Бачей, а это мои дети — Петр и Павел.
III. Ҫеҫенхирте // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ку хут тӑрӑх — 17… ҫулта дворянин-канцелярист Фадей Спицын ҫак имение провинциальнӑй секретарь, каярахпа коллежски ассесор пулнӑ Петр Троекурова сутнӑ.
II сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ку имение атте ҫав суда прошени паракан, ӗлӗк провинциальнӑй секретарь пулнӑ, унтан Коллежски ассесора тухнӑ Троекуровран 17 … ҫулхи августӑн 30-мӗшӗнче панӑ, К… уезд судӗнчи титулярнӑй советник Васили ывӑлӗ Кӗркури Соболев ҫирӗплетнӗ доверенность тӑрӑх илнӗ.
II сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ку ӗҫре ҫакӑ курӑнать: асӑннӑ генерал-аншеф Троекуров иртнӗ 18… ҫулта июнӗн 9-мӗшӗнче ҫак суда килсе прошени пачӗ, унта вӑл хӑйӗн вилнӗ ашшӗ Коллежски ассесор тата кавалер Ефим ывӑлӗ Петр Троекуров 17… ҫулта август уйӑхӗн 14-мӗш кунӗнче, вӑл вӑхӑтра … наместнически правленире провинциальнӑй секретарь пулса ӗҫленӗскер, дворян ҫемйинчен тухнӑ канцеляристран — Егор ывӑле Фадей Спицынран — К … округӑн асӑннӑ Кистенӗвка ялӗнчи, ун чухнехи ревизи тӑрӑх Кистенӗвка выселки тенӗскерӗнчи, 4-мӗш ревизи тӑрӑх … чун арҫынлӑ имение — ҫуртйӗрӗ, паҫми, акакан тата ахаль выртакан ҫӗрӗ, улахӗ-ҫаранӗ, вӑрманӗ, Кистенӗвка ятлӑ ҫырминчи пулӑ тытмалли вырӑнӗ, ҫак имени ҫумне ҫырнӑ мӗн пур ҫӗршывӗ, улпут хӑй пурӑнакан ҫурчӗ-мӗнӗпе, пӗр сӑмахпа каласан, унӑн ашшӗ дворян хушшинчен тухнӑ урядникран — Теренти ывӑлӗнчен Егор Спицынран халал йӗркипе юлнӑ пурлӑхне пӗтӗмпех — ҫыннисенчен пӗр чун хӑварми, ҫӗрне те пӗтӗмпех 2500 тенкӗ сутӑн илнӗ.
II сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
…коллежски регистратор Дмитрий Кудларов, Малая Бронная урамри Козихин ҫуртӗнчи портернӑйран тухнӑ чух, ӳсӗр пулнӑ пирки…
Савӑнӑҫ // Мирун Еник. https://chuvash.org/lib/haylav/7085.html
«Декабрӗн 12-мӗшӗнче, вунпӗр сехетре каҫхине, коллежски регистратор Дмитрий Кудларов…«29 декабря, в 11 часов вечера, коллежский регистратор Дмитрий Кулдаров…
Савӑнӑҫ // Мирун Еник. https://chuvash.org/lib/haylav/7085.html
Ҫут тӗнчере коллежски регистратор Митя Кудларов пурри ҫинчен халиччен пӗр эсир кӑна пӗлнӗ, халӗ ун ҫинчен пӗтӗм Россия пӗлет!
Савӑнӑҫ // Мирун Еник. https://chuvash.org/lib/haylav/7085.html