Поиск
Шырав ĕçĕ:
Кӗпере тунӑ чухне 57 ҫын вилнӗ, унсӑр пуҫне тата саккӑрӑшне кӗпер айӗнче хуралласа тӑракан кимӗсем ҫинчен ҫӑлнӑ (кӗпере тунӑ май чӑннипе миҫе ҫын вилни пирки иккӗленӳсем пур пулин те).
Фёрт-оф-Форт чукун ҫул кӗперӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A4%D1%91%D ... 1%80%D3%97
Ҫырансем хӗрринче те, кимӗсем ҫинче те ҫамрӑксемччӗ, вӗсем пирӗн пӑрахут еннелле чечек ҫыххисем ывӑтатчӗҫ, алӑсемпе те тутӑрсемпе ҫулатчӗҫ, тем кӑшкӑратчӗҫ, тӗлӗнмелле илемлӗ юрӑсем юрлатчӗҫ.
IV // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.
Каплана-каплана килекен хумсем ҫыранта выртакан йывӑҫ вуллисене, капмар чулсене пыра-пыра ҫапӑнса ҫатӑлт-чӑмпӑлт! ҫатӑлт-чӑмпӑлт! сасӑ кӑлараҫҫӗ, кӑкарнӑ кимӗсем шыв вӑйне парӑнса чӳхенеҫҫӗ, пӗр-пӗринпе шакӑл-шакӑл! «калаҫаҫҫӗ».
I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.
Хамӑрӑн пулӑ тытакан кимӗсем ирте-ирте каяҫҫӗ, рабочисене пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна илсе каякан пароходсем иртсе ҫӳреҫҫӗ.Проплывают наши советские рыболовные суда, пассажирские пароходы, перевозящие рабочих.
Архангельск порчӗ // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.
Вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе пулӑ тытакан пысӑк кимӗсем тӗл пулкаланӑ.
«Челюскин» похочӗ // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.
Час-часах кунта паруслӑ кимӗсемпе моторлӑ кимӗсем килсе тинӗс заливӗсенче чарӑнаҫҫӗ те якорь ярса лараҫҫӗ.Часто сюда приходят парусные и моторные суда и становятся на якорь в заливе.
Пулӑ промыслисем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.
Вӑл вӑхӑтра вара кимӗсем сахал мар пӗтеҫҫӗ.
Тинӗс // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.
Кимӗсем таврашӗнче ача-пӑча.
Кӳлӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.
Сарлака шыв тӑрӑх пассажир парохочӗсем ирӗккӗн ҫӳреҫҫӗ, сулӑсем юхаҫҫӗ; темиҫе пин пысӑк кимӗсемпе пӗчӗк кимӗсем тӗрлӗрен япаласем — нефть, вӑрман, тӑвар, пулӑ, тырӑ турттараҫҫӗ.
Пысӑк юханшыв // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.
Вӑл хыҫалалла пӑхрӗ те — йӑнн! ҫаврӑнса кайрӗҫ аялти тӗмсемпе кимӗсем.
III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.
Эпӗ сылтӑмалла та, сулахаялла та пӑхса илтӗм: пур ҫӗрте те машинӑсем пылчӑк ҫӑра-ҫӑра ӳлеҫҫӗ, путӑк-лакӑмсенче хумлӑ шыв ҫинчи кимӗсем пек сиккелеҫҫӗ.
VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Анатран е туран кимӗсем курӑнсан — Утрав ҫинче паллӑ тӗтӗм йӑсӑрлансан, Вара виҫӗ ывӑлӗ хайсем пек ушкӑнпа Шур лачака тӑрӑх шӑваҫҫӗ хырӑмпа: Кимӗсем кӑмӑллӑ парнене памасан, Ҫыранпа та ан ут пуҫу хаклӑ пулсан.
X. Ниме // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Ентимӗрӗн виҫ ывӑл, виҫҫӗшӗ те маттур: Ӗҫре те, ӗҫкӗре те, вӑйра та сатур, Ҫуркуннепе шурта никамран та малта Кӗтеҫҫӗ кӗсменлӗ кимӗсем Атӑлта.
X. Ниме // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Тухрӗҫ кимӗсем ҫинчен Ҫут тумтирлӗ этемсем: Пӑхма ҫамрӑк сӑнсенчен, Анчах шурӑ ҫӳҫӗсем.
V. Майра Патша // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
— «Тухӑр та чупӑр, пӗлтерӗр аната: Кимӗсем тура курӑнчӗҫ кукӑрта!»
V. Майра Патша // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Атӑл тӑрӑх туран кимӗсем юхаҫҫӗ, Пӗрене суллисем вӑраххӑн шӑваҫҫӗ…
III. Йыхрав // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Порт таврашӗнче, мӑнаҫлӑ, тӳлек Атӑла ӗҫе кӳлсе, ун питне хатӑррӑн урлӑ-пирлӗ чӗркелесе-ҫуркаласа, моторлӑ кимӗсем йӳрӗккӗн кускалаҫҫӗ, йӑрӑ катерсем ӑмӑртса ишеҫҫӗ, шурӑ чарлансем ярӑнса ӑшӑ ҫил ҫавӑрттараҫҫӗ, виражсем тукалаҫҫӗ, чалтӑртатакан-хӗмленекен хумсем ҫийӗн ярӑнакан-йӳрӗнекенсем те пур.
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
Кӗҫех инҫех те мар, дебаркадер ҫывӑхӗнчи кимӗсем кӑкармалли тӗлте, куҫа ҫын мӗлки туртса илчӗ.
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
Тӑхланланнӑ, катрашка, тӗтре шӗлкесе юхакан ҫийӗллӗ Атӑлӑн чӗмсӗр ҫыранӗнче куҫ умне ытларах пристань, ун ҫумне юнашса тӑнӑ «шурӑ акӑш» — пӑрахут, каботажри кимӗ-пӑрахут таврашӗ, карӑнса ларакан башньӑллӑ ҫӗклемелли крансем, груз причалӗ, тиеври баржӑсем, плашкоут, кӑкарӑнса тӑракан, хум ҫинче хӑйсен ҫумне ҫапӑнакан шыва чӗмпӗл-чӗмпӗл чӗмпӗлтеттерекен моторлӑ е ахаль кимӗсем ӳкеҫҫӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ял ҫывӑхӗнче пӗве тума, унта пулӑ ӗрчетме, хур-кӑвакал ферми тума, кашни хуҫалӑха пӑрӑхсем тӑрӑх шыв кӗртме, кимӗсем туянма, хӗлле кӳлӗ ҫинче каток тума пулчӗҫ.
Тиха пилӗкне хуҫакансем // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 29–32 с.