Поиск
Шырав ĕçĕ:
Таҫта тӗттӗм тӳпере кайӑк хурсем пӗр-пӗринпе калаҫнӑ пек какӑлтатаҫҫӗ — ӑшӑ енчен килӗсене таврӑнаҫҫӗ ӗнтӗ.В темном небе перекликаются невидимые дикие гуси — возвращаются из теплых стран к себе на родину.
Ҫӗрлехи ҫул // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Тырра килӗсене ҫитерсех панӑ.
Ҫемьесене – пӗрер тонна тырӑ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2022/11/11/c%d0%b5%d0% ... 8b%d1%80a/
«Мухтав пӳлӗхҫе, ӑсти хамӑр ялтах», — илтӗнет чӗркуҫҫи таран усӑнса аннӑ йӗм тӗпӗсене силлесе килӗсене саланакан мучисем хушшинче.
Туптать // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Кала эс вӗсене килӗшмесен ыранччен, тепӗр кунччен те килӗсене ямастпӑр».А ты им скажи: не согласятся — ни завтра, ни послезавтра не отпустим их по домам.
Ӗҫ ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Пурте тенӗ пекех хӑраса ӳкрӗҫ, васкаса килӗсене саланма тытӑнчӗҫ.Постояв недолго в оцепенении от страха, люди быстро разошлись по домам.
Вӗчӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Ял хушшинче унта та кунта ӳсӗр ҫынсем юрлани илтӗннӗ, хӗрсемпе каччӑсем килӗсене утнӑ.В деревне то тут, то там слышались пьяные песни, девушки и парни расходились по домам.
Шахрун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Тарҫисене Лӗхтинкка ӗҫке пуҫланиччен пӗр-ик кун малтанах килӗсене ӑсатнӑ.
Шахрун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Пӗрисем ухмах ҫинчен манса мӑйӑр катса тӑраҫҫӗ, теприсем кулаҫҫӗ, хӗрсенчен хӑш-пӗрисем килӗсене саланма ӗлкернӗ, ухмах ҫаплах ташша илтерет-ха.
Ҫӗрлехи ӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Хӑйсен хуйхи-суйхисене пӗр вӑхӑта килӗсене манса хӑварнӑ пек, пурте савӑнӑҫлӑ, пурте ҫӗкленсе калаҫаҫҫӗ.Все радостно возбуждены, говорливы, словно на время позабыли о своих бедах и горестях.
Улӑхра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Ачасем шавлама чарӑнчӗҫ те шӑппӑн килӗсене саланчӗҫ.
Паллӑ мар инкек // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Тӗттӗм пула пуҫласан йӗпе шӑши пек исленнӗ ҫынсем чашӑкӗсене йӑтрӗҫ те: «Кайӑк чӳк! Кайӑк чӳк!» — тесе кӑшкӑрашса килӗсене саланчӗҫ.
Чӳк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Пуҫтарӑннӑ халӑх ҫӗрле тин килӗсене саланса пӗтет.
Хӑна-вӗрле // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Кӳршӗсем те килӗсене кайса пӗтрӗҫ.
Хӑна-вӗрле // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Вӑхӑт чылая кайнине кура, пухӑннӑ ҫынсем килӗсене васкарӗҫ.
VIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Тӗттӗм пулса ҫитрӗ, таврана каҫ сулхӑнӗ ҫапрӗ, ҫынсем хӑшпӗрисем килӗсене кайрӗҫ, Ятманпа Кӑтра Михала тата икӗ ҫын ҫав-ҫавах авӑн ҫапмалли машина патӗнче тӑрмашаҫҫӗ-ха.
III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
— Килӗсене саланнӑ.
12. Ҫул хӗрринчи йывӑҫ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Нумайӑшӗ хӑйсен килӗсене ҫӑлма каялла чупрӗҫ.
12. Ҫул хӗрринчи йывӑҫ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Ял вӗҫӗнче кӗрт хӳсе тултарнӑ вырӑнта ярӑнакан ачасем шӑнкӑрав сассине илтсе чӑл-пар саланчӗҫ те часрах килӗсене кӗрсе ҫухалчӗҫ.
7. Икӗ хурчка // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
— Нӳхрепре ларнисем килӗсене саланма пултараҫҫӗ.
18. Вырӑс тупписем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Хӗрсем мунчаран тухса пӗчӗккӗнех килӗсене саланаҫҫӗ.
13. Ярахвийӗн ят тухнӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.