Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

килӗсене (тĕпĕ: килӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Колхозниксен килӗсене газ, телефон (электрицӑ ҫути, чӑнах та, унчченех пурччӗ-ха) кӗртсен ку ял пурнӑҫӗ татах та ытларах чӗрӗлсе, амаланса, ача-пӑча шавӗлленсе кайрӗ, савӑнӑҫӗ-кулли те, ӗмӗрсенчен юлнӑ йӑли-йӗрки те, юрри-ташши те таврӑнчӗ унта.

Помоги переводом

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Выляса-кулса, илӗхсе-иртӗхсе тӑвайкки те «катаччи» ярӑнса кӑмӑл тултарсан, таврана ҫутӑ сӑрӑ ӗнтрӗк ҫапсан, туй-ҫуй шавӗ те самаях сӗвӗрӗлсен, пичӗсене нар тивнӗ ачасенчен нумайӑшӗ ытлашши арӑш-пирӗшленмесӗр, хӑштик-хӑштик сывлакаласа, сӑмсисене нӑш-нӑш турткаласа, килӗсене саланчӗҫ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Сӗтел хушшинче нумай лармарӗҫ лешсем, юлашкине ыран килсе татса пӗтерме пулчӗҫ те килӗсене кайма тухрӗҫ.

Помоги переводом

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Нумайччен калаҫрӗҫ вӗсем, юлашкинчен хӑнасем килӗсене кайма пуҫтарӑнчӗҫ.

Помоги переводом

12 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Ир еннелле кӑна ташласа ӑшша пиҫнӗ ҫамрӑксем килӗсене саланма пуҫларӗҫ.

Помоги переводом

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ташласа ывӑннӑ ҫамрӑксем купӑсҫа тав турӗҫ те килӗсене саланма пуҫларӗҫ.

Помоги переводом

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Тӗттӗмленичченех тӑрмашрӗҫ хӗрсем сарайӗнче, пур чӗппе те вырнаҫтарса лартса пӗтерсен кӑна, алӑка тӗплӗн хупса, килӗсене кайма тухрӗҫ.

Помоги переводом

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Хӗрсем килӗсене салансан вара сӗтел ҫине хаҫатпа чӗркенӗ сетка пырса хучӗ те, пукан ҫине вырнаҫса, хӑйпе чиксе тухнӑ сысна какайӗпе апатланчӗ.

Помоги переводом

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Вӑл, ӗҫри юлташӗсене килӗсене ӑсатса ярсан, чӗпӗсен клеткисене тепӗр хут тӗрӗслесе ҫаврӑнчӗ.

Помоги переводом

IV // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Вӑл кӗркуннех Кайнлӑк ял тӑрӑхӗнчен мобилизаципе кайнӑ 5 ҫемьене тӳлевсӗрех пӗрер тонна тулӑ килӗсене ҫитерсе панӑ.

Помоги переводом

Хамӑрӑннисене нихӑҫан та пӑрахмӑпӑр // М.Прохорова. http://kasalen.ru/2023/02/22/%d1%85%d0%b ... %91%d1%80/

Хӑшӗсем вӗсене ҫавапах ҫулаҫҫӗ-мӗн те, пуслӑх хурсах тиесе, машини-машинипех килӗсене ӑсатаҫҫӗ.

Помоги переводом

Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.

Службӑри йывӑр ҫулсем ывӑнтарса ҫитернӗ, симӗс саплӑклӑ тумтир тӑхӑннӑ салтаксем — Бессараби ҫыннисем — килӗсене таврӑнаҫҫӗ иккен.

Изнуренные тяжелыми годами службы, одетые в защитную латаную одежду, но с веселыми возгласами, в которых так и прорывалась безграничная радость, возвращались солдаты-бессарабцы по домам.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Рабочисемпе Люба ҫакӑн пек вырӑнсенче кӑна тӗл пулман: вӑл вӗсен килӗсене те ҫӳренӗ, вӗсен пурнӑҫӗпе паллашнӑ.

И не только на таких гулянках встречалась Люба с рабочими: она шла к ним в дом, вникала в их жизнь.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Пурте тенӗ пекех хӑйсен килӗсене пытанса ларнӑ та кӳршисемпе ытлашшиех хутшӑнасшӑн мар.

Помоги переводом

Кӗрленӗ, кӗрлетпӗр, малашне те кӗрлӗпӗр-ха! // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6211.html

…Правлени членӗсем ларура алӑ ҫӗклесе килӗсене саланни пилӗк ҫул иртрӗ.

Помоги переводом

Тиха пилӗкне хуҫакансем // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 29–32 с.

Правлени членӗсем пӳртре пӗри те ҫук, пурте килӗсене саланнӑ.

Помоги переводом

Юрать-ши, юрамасть-ши... // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 15–19 с.

Уяв ыран тенӗ чух Макар та тӑван аппӑшӗ патне яла тухса вӗҫрӗ, ытти ачасем те килӗсене кайса пӗтрӗҫ.

Помоги переводом

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Ҫамрӑксем килӗсене саланчӗҫ.

Помоги переводом

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Ӑна илтсен, кӗске самантрах килӗсене пӗр ҫын юлмиччен пӗтӗм ял халӑхӗ Мишша кукаҫ ҫурчӗ еннелле васкарӗ.

Помоги переводом

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Каҫсерен вӑл, ял-йыш ҫывӑрса кайсан, хӑйсен ялне чупнӑ, ял активисчӗсен килӗсене пӗрин хыҫҫӑн теприне тӗрте-тӗрте ҫунтарнӑ.

Помоги переводом

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней