Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ленин ун патӗнче темиҫе кун пӗчӗк сарай маччи тӑрринче пурӑнчӗ, улӑм ҫинче ҫывӑрчӗ, пӗтӗм килйышпа пӗрле ҫӗрулми яшки, селедка, сӗтпе сыпса вир пӑтти ҫирӗ, унӑн ачисемпе тата арӑмӗпе — Надежда Кондратьевнӑпа — кирек хӑҫан та тараватлӑн калаҫрӗ, Надежда Кондратьевнӑна тӑтӑшах чашӑк-тирӗк ҫума пулӑшрӗ, кӗскен каласан, вӗсемпе пӗр пурнӑҫпа пурӑнчӗ.
2 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Тепӗр кунне, ҫурҫӗр иртсен, патша ывӑлӗпе чипер арӑмӗ ҫунатлӑ трон ҫине ларнӑ, хаклӑ япаласен арчине хӑйсемпе юнашар вырнаҫтарнӑ, ҫул ҫинче кирлӗ апат-ҫимӗҫсене илнӗ те, килйышпа сывпуллашса, ҫунатлӑ тронне ҫапла каланӑ:
Пӗр патша ывӑлӗпе патша хӗрӗ Гуландаз ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.
Ку хӗл эпӗ пирӗн пата час-час пырса ҫӳрекен Дмитрипе ҫеҫ мар, унӑн килйышӗпе те пӗрмаях курнӑҫрӑм, ку килйышпа туслашма пуҫларӑм.
ХL сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Анчах пире часах уйӑрчӗҫ: аннене пытарсан виҫӗ кунтӑн эпир пӗтӗм килйышпа Мускава кайрӑмӑр та, Наталья Савишнӑпа текех нихҫан та курнӑҫаймарӑм.
XXVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Килйышпа пӗрле ӳкернӗ фотокарточкӑран Митя кулса пӑхать.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Унӑн пӗтӗм ыйтӑвӗсем, иккӗленӗвӗсем, пӗтӗм канӑҫсӑр пурнӑҫӗ хуҫалӑхри чӑрмавсем пирки, уявсене, хӑнасене кӗтсе илесси пирки, килйышпа пухӑнса ӗҫесси, ача ҫуратасси, тӗне кӗртесси пирки, упӑшкин сӳрӗклӗхӗпе ыйхи пирки ҫеҫ пулнӑ пулӗччӗҫ!
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл вӗҫне ҫити шухӑшларӗ, васкаса тумланчӗ, ямшӑк тытрӗ те упӑшкисен тӑванӗсем патне кайрӗ, мӑнкунта е сурхуринче килйышпа апатланма кайнӑ пек мар, ир-ирех, пӑшӑрханса, мӗн тумаллине ыйтса канашласа пӗлме, укҫа ыйтма тесе кайрӗ.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫапла иртет Энскри ҫак ытарайми каҫ, хамӑр пӗр-пӗрне питӗ юратса тӑратпӑр пулин те, сайра хутран ҫеҫ пухӑнатпӑр ҫав эпир пӗтӗм килйышпа, халӗ акӑ, пурсӑмӑр та пӗрле тӗл пулнӑ чух, хамӑр тӗрлӗ хуласенче пурӑннинчен тӗлӗнмелле пек туйӑнать.
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
- 1