Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫанталӑкӗ типӗ, анчах мӑнастир келйинчи пек тӳлекех, тӑп-тӑпах мар: вӑш-вӑш уҫӑ ҫилӗ, хӑйпе хӑй сапӑрскер, вӑрах вӑранкаласа, ҫан-ҫурӑма уҫӑлтарса, кӑмӑл-туйӑма вӗлтӗр-вӗлтӗр вӗлтӗртеттерсе, киленӳпе рехет хумӗ ҫинче вӑшӑл! вӑшӑл! ярӑнтарса иртет.
Ҫӑткӑн // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 214–216 с.
Ҫав вӑхӑтра, ӑна тыткӑнланӑ хӗр чирлесе ӳкнине пӗлсен, Детрей каферен канӑҫсӑрланса тухрӗ; халӗ вӑл Джесси пирки кӑна шухӑшлать, чӑн та, ҫак кунсенче те унпа кӑна сӗмленнӗ темелле — е шухӑшсӑр киленӳпе, е хӗрӗн сӑнарне пур сӗрте те, вӑл пулман вырӑнта, курма пулӑшакан саланкӑрлӑхпа.
XIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Моргиана пуҫне сӗлтрӗ те тухрӗ; алӑк хупӑнсанах чарӑнчӗ — тӗлсӗр суя шатӑртатӑвне чирлӗ киленӳпе, кӳлешӳ-вӗчӗхӳпе итлет.
VII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Кварц муклашкисем, тахҫанхи ҫӗр чӗтренӳ паллисем каҫхи шуҫӑм ҫутинче сап-саррӑн курӑнаҫҫӗ, какадусен кӗске мӑкӑртатӑвӗ тарӑхуллӑ киленӳпе тата кутӑнлашнӑн янӑрать.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Кӗҫех ҫавракаланас киленӳпе йӑлтӑртатакан уйӑх Батль куҫӑмне-хусканӑвне сивӗ те ҫивӗч ҫутипе йӗрлет-сӑнать.Луна, сияющая от удовольствия быть круглой, следила за его движениями светом холодным и резким.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 321–325 с.
— Акӑ мӗнле! — Лонгрен хӗр ачана йӑтса ҫӗклет те — ачаш киленӳпе савӑнса ҫиҫекен тунсӑхлӑ куҫӗсенчен хыттӑн чуп тӑвать.
I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Анчах, ҫак ытарлӑ киленӳпе пӗрлех, унра асаплӑ та ҫивӗч туйӑм пурӑннӑ, вӑл — хӗрарӑм унтан аякра тӑнине, хӗрарӑм унран лайӑхрах пулнине туйни пулнӑ.
V // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
«Турӑҫӑм, мӗн таран ывӑннӑ», — шухӑшларӗ те вӑл киленӳпе — каллех куҫӗсене хупрӗ.«Боже, какая усталость», — подумал он с наслаждением, и снова закрыл глаза.
Кану // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Кунта пулнӑ вӑл пусмӑрлама ӗмӗтсӗрленекенсене канӑҫ паман хӗвелтухӑҫӗнчен хӗвеланӑҫнелле тата хӗвеланӑҫӗнчен хӗвелтухӑҫнелле тухмалли темле сарӑмсӑр, куҫа курӑнман хушӑксем, темле хапхасем, ҫакӑнта ӗнтӗ тӗрлӗ пусмӑрлакансем — Чингис-Ханӑн тӑхӑмӗсенчен пуҫласа Краснов генералӑн улталаннӑ юлан учӗсем таранах — аскӑн киленӳпе антӑхса пырса кӗрсе каялла таврӑнаймасӑр пуҫӗсене ҫинӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Мӗн тери киленӳпе, ачашлӑхпа та ҫепӗҫлӗхпе тулли Малороссири ҫу кунӗ!
I // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
— Анчах тепӗр меслет те пур: иртӗхсе аскӑнлатӑр ӑна эсир, пӗтӗм чунӗ эрехпе те киленӳпе хӑрса лартӑр!
XXIII. Эмел // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ҫынсем ҫине эпӗ яланах кӑмӑлласа пӑхатӑп; анчах ку япала манӑн яланах ӗҫпе е киленӳпе ҫыхӑннӑ, кун хыҫҫӑн вара канас пулать, е, урӑхла, хам пек каласан, пӗччен тӑрса юлас пулать.
I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
«Ҫынсене пурне те хӑйсен аллипе мӗн те пулин ӑсталама сӗнетӗп. Ӗненӗр: ҫакӑ питӗ пысӑк киленӳпе савӑнӑҫ парнелет», — пӗтӗмлетрӗ алӑ ӑсти.
«Турӑш тӗрлесси - тӗлӗнтермӗш ӗҫ» // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.06.28, 100№
- 1