Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

килекен (тĕпĕ: кил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Аякран килекен ҫынсем умӗнче чипертерех курӑнас тесе, ҫӑм палас витнӗ тимӗрленӗ арчине уҫрӗ.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Улшӑнусем илсе килекен лару-тӑру пулӗ.

Возникнут ситуации, которые спровоцируют перемены.

49-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Кантӑкран кинори пек курӑнса юлакан тавралӑх илемӗпе тата пысӑк хӑвӑртлӑхпа хирӗҫ килекен те вӑл ларнӑ автобуса хӑваласа ҫитсе иртсе каякан автомашинӑсемпе киленсе пырас вырӑнне ӑна иртнӗ кунсем аса килчӗҫ.

Помоги переводом

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Вӑл яланах юрату, каччӑсем ҫинчен пыракан калаҫупа йӑпанать, фронтран килекен виҫкӗтеслӗ ҫырусене сасӑпа вулама кӑмӑллать.

Помоги переводом

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

Каплана-каплана килекен хумсем ҫыранта выртакан йывӑҫ вуллисене, капмар чулсене пыра-пыра ҫапӑнса ҫатӑлт-чӑмпӑлт! ҫатӑлт-чӑмпӑлт! сасӑ кӑлараҫҫӗ, кӑкарнӑ кимӗсем шыв вӑйне парӑнса чӳхенеҫҫӗ, пӗр-пӗринпе шакӑл-шакӑл! «калаҫаҫҫӗ».

Помоги переводом

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Пуҫа ҫӗклесе пӑхрӑм та, хам паталла ҫил пек ыткӑнса килекен хӗрарӑма курах кайрӑм.

Помоги переводом

Ыратман пуҫа — тимӗр тукмак // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 47–48 с.

Кантуртан тухсан, Дубов вӑрмана йывӑҫ пушатса килекен лесовозпа ларса кайрӗ.

Помоги переводом

50 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫулӑм вӑйланса кайрӗ, шал енӗпе талккӑшпех ярса илчӗ, хыр-чӑрӑш тӑрӑх чупса, хирӗҫ килекен вут-ҫулӑмпа пӗрлешсе ахӑрчӗ, пӗлӗтелле урнӑ ҫил-тӑвӑл пек кармашрӗ.

Помоги переводом

44 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Пуҫне сулахаялла вӑшт-вашт ухса, силленсе килекен Ҫтаппан ҫине пӗрӗнчӗклӗн пӑхса илет те Машка-Милашка Хӗлимуна юнать:

Помоги переводом

26 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Урампа килекен почтальонкӑна ачасем маларах курнӑ.

Помоги переводом

Вилӗм йыхравӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Фронтран килекен ҫырусене валеҫетӗп, вӑрҫа яма илсе каятӑп.

Помоги переводом

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Аллине пушӑ витре тытрӗ те Кузнецовсен еннелле утма тӑнӑччӗ, анчах та хирӗҫ килекен Ахванеҫ мучие курсан каялла ҫаврӑнчӗ, мӗншӗн тесен ӑна курни ним лайӑххине те пӗлтермест.

Помоги переводом

Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Анчах та хӑтана килекен кӑна ҫук-ха темшӗн…

Помоги переводом

Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Башньӑна час-часах, вӑл хулана анӑҫ енчен килекен ҫул ҫинчен вырнаҫнӑран, «Тегеран хапхи» теҫҫӗ.

Башню часто называют «Воротами в Тегеран», поскольку она расположена на главной дороге, ведущей в город с запада.

Азади башни // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%90%D0% ... 0%BD%D0%B8

Вӗсем армансем патне васкаса утса килекен сӑрӑ карттус тӑхӑннӑ ҫынна асӑрхарӗҫ.

Помоги переводом

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫав самантра Чиканкка кӗпер пуҫне сиксе тухса килекен лашасем ҫине ыткӑнчӗ.

Помоги переводом

Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.

Ҫак асамлӑ самантра аякран-аякран ҫывхарса килекен канӑҫсӑр сасӑ илтӗнме пуҫларӗ — кӗтӳ тапӑра васкать тейӗн.

Помоги переводом

Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.

Ҫӗр ҫинчи кайӑксен сассисем те вӗҫсе ҫитме пуҫларӗҫ вӗсем патне, Юратай планетинчен килекен сасӑсемпе пӗрлешсе ҫӑтмахри пек ырӑлӑх ҫуратрӗҫ ҫамрӑксем тавра.

Помоги переводом

4 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Ҫав самантрах ҫум ҫумлакан ачасен ушкӑнӗ патне ҫывхарса килекен биологи учителӗ курӑнса кайрӗ.

Помоги переводом

Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Шӑллӗ-пиччӗшӗ ҫук пирки-и, хуларан канма килекен Антонпа вылять.

Помоги переводом

Тӗлӗк // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней