Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

килекен (тĕпĕ: кил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Тепрехинче сире чӗнместпӗр», – тарӑхрӗҫ аслисем, анчах, тӗрӗссипе каласан, вӗсен ку таранччен хӑйсен те киле каяс килекен пулса ҫитрӗ.

«В следующий раз вас не возьмем», – возмутились старшие, но на самом деле они уже тоже хотели в тепло.

Ҫырма // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/589

Аксанов ҫамрӑк мӑшӑрсем е колхоза килекен хӑш-пӗр специалистсем валли тесе виҫӗ пӳлӗмлӗ хваттер лартма пуҫӑннӑ.

Помоги переводом

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Вӑрмантан хутран-ситрен яла вӗҫсе килекен чакакран мар пуль?

Помоги переводом

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Вӑрҫӑ ветеранӗсене, тыл ӗҫченӗсемпе вӑрҫӑ ачисене ҫывхарса килекен Аслӑ Ҫӗнтерӳ кунӗ ячӗпе пӗтӗм чун-чӗререн саламлатпӑр!

Помоги переводом

Ветерана ҫывхарса килекен Аслӑ Ҫӗнтерӳ кунӗпе чысларӗҫ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/05/05/%d0%b2%d0% ... %ba%d1%83/

Вӑл 95 ҫулти вӑрҫӑ ветеранне Мария Назарована ҫывхарса килекен уявпа саламларӗ.

Помоги переводом

Ветерана ҫывхарса килекен Аслӑ Ҫӗнтерӳ кунӗпе чысларӗҫ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/05/05/%d0%b2%d0% ... %ba%d1%83/

«Ҫак фестиваль пирӗн республика бренчӗ пулса тӑчӗ, республикӑра пурӑнакансем те, кунта килекен хӑнасем те ӑна ҫӳллӗ шайра хаклаҫҫӗ», – терӗҫ балет уявне уҫнӑ май.

Помоги переводом

«Нарспи историйӗ» балета куракансем хапӑлласа йышӑнчӗҫ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60610

Ҫавӑн пекех Ҫӗрпӳ муниципалитет округӗ пуҫлӑхӗ Алексей Иванов тата Чӑваш Республикин ҫар комиссарӗ Бахтиер Холиков, ҫак тӑрӑхра пӗлӳ илекен кадетсем Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑнакана Ксенофонт Ишутова ҫывхарса килекен уявпа – Ҫӗнтерӳ кунӗ ячӗпе саламларӗҫ.

Помоги переводом

Ветерансене оркестр саламларӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61066

Вӗсем регионтан килекен пӗрремӗш делегаци пулса тӑчӗҫ, маларах предприятие Мускав ачисем ҫеҫ пынӑ.

Помоги переводом

Чӑваш ачисем - Мускавра // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61001

Вӑл пуҫтарӑннисене ҫывхарса килекен уявсем ячӗпе саламласа округӑн пурнӑҫӗпе, ӗҫӗ-хӗлӗпе кӗскен паллаштарчӗ.

Помоги переводом

Уяв умӗнхи канашлу иртрӗ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/04/28/%d1%83%d1%8 ... %80%d3%97/

Лабораторири занятисем вара уншӑн питӗ кӑмӑла килекен япаласем пулнӑ…

Помоги переводом

Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.

Вӑл хӗвелтухӑҫнелле, шӑмалса-пӑтранса килекен ҫумӑра хирӗҫ кайрӗ…

Помоги переводом

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

Анчах ӑна каллех ыйхӑ пусса килет, нимӗнле шухӑшсем те капланса килекен ыйхӑна сирсе яраймаҫҫӗ.

Помоги переводом

Юрату // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 138–143 с.

Автоинспекци начальникне сержант хӑй постра тӑнӑ чух «иккӗлентерекен» машина тытса чарни, шофер аллинчи документсем пичетсӗр пулни, кабинӑра килекен тепӗр ҫыннӑн (леш «майорӑн») хай камне ӗнентерекен нимӗнле хут та ҫукки, ҫавӑн пирки вӗсене иккӗшне те кунта илсе килмелле пулни ҫинчен пӗлтерсен, начальник ҫавӑнтах унран: — Тепӗр ҫынни ӑҫта вара санӑн? — тесе ыйтнӑ.

Помоги переводом

1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Хӑвӑрт килекен грузовик унран иртсех кайнӑ, анчах ҫапах та чарӑннӑ.

Помоги переводом

1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

17 ҫул каялла хӑйӗн тӑван ялӗнчен уйрӑлса кайнӑ чух вӑл ҫак ватӑ юманӑн ешӗл йӗкеллисене юлашки, хут татса ҫинӗ, хӑйӗн ҫӑкӑр татӑкӗсем тултармалли саплӑклӑ пушӑ хутаҫҫине тив тӗвӗленнӗ юман йӗкеллисене тултарнӑ, унтан пичӗсем тӑрӑх шӑрҫаланса аннӑ куҫҫулӗсене кӗпен хытса кайнӑ ҫанни вӗҫӗпе шӑлса типӗтнӗ те килекен ҫулпалах, пӗр пӗччен, станца еннелле утнӑ.

Помоги переводом

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Телейлӗ ачалӑх ҫулӗнче кашни ача ҫут тӗнчене килекен ҫӗнӗ ҫын наци символикин элеменчӗсемпе парне илни уйрӑмах паха.

Помоги переводом

Тин ҫуралнӑ ачасене парне пуххи хатӗрленӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60949

Питӗ савӑнтарать ҫакӑн пек проект ҫут тӗнчене килекен паттӑра, чӑнласах та, тӑван тӑрӑха, тӑван чӗлхене юратма вӗрентни.

Помоги переводом

Тин ҫуралнӑ ачасене парне пуххи хатӗрленӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60949

Анчах ҫакнашкал шӗвӗрсемпе инҫе ҫула тӑруках пуҫтарӑнаймӑн, — чечек ҫыххи пухса килекен мӑнукӗ еннелле пуҫӗпе сӗлтрӗ Варлам Сидорович.

Помоги переводом

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

…Шупашкартан килекен автобус, Шарпаш ялне кӑнтӑр тӗлӗнче ҫитнӗскер, столовӑй умӗнче чарӑнчӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Пысӑк япаласемех ҫырмасть те, анчах хаҫатшӑн ялтан килекен кашни хыпарах хаклӑ.

Помоги переводом

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней