Поиск
Шырав ĕçĕ:
керемсене (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
30. Вара Тимофейпа Вакхид вӗсем ҫине пӗрле тапӑнсассӑн, кусем вӗсенӗн ҫирӗм пин ытла ҫыннине пӗтерсе тӑкнӑ та ҫӳллӗ керемсене ҫӑмӑллӑнах ярса илнӗ; пухса илнӗ питех те пысӑк тупӑша хӑйсем хушшинче, аманнисем, тӑлӑх ачасем, тӑлӑх арӑмсем тата аслӑ ҫынсем хушшинче пӗр тан пайласа валеҫнӗ.
2 Мак 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
38. Ҫавӑнпа Димитрий патша та ӑна аслӑ священникрах тӑмалла турӗ, 39. ӑна хӑйӗн тусӗсен йышне кӗртрӗ, ҫапла пысӑк мухтава кӑларчӗ, 40. мӗншӗн тесессӗн Димитрий патша ҫакна илтнӗ ӗнтӗ; Рим ҫыннисем иудейсене тус, пӗр канашлӑ тӑракан тӑван тенӗ, Симон янӑ элчӗсене чыслӑн йышӑннӑ, 41. иудейсемпе священниксем Симон ӗмӗрлӗхех, чӑн Пророк киличченех, хӑйсенӗн пуҫлӑхӗ тата аслӑ священникӗ пултӑр тесе килӗшнӗ, 42. ҫарпуҫӗ те вӑлах пултӑр, сӑваплӑ вырӑна та вӑлах пӑхса тӑтӑр, халӑха ӗҫлеттертӗр, Иудея ҫӗрне, мӗнпур вӑрҫӑ кӑралне, керемсене хӑй аллине илтӗр тенӗ, 43. Турӑ Ҫуртне вӑл пӑхса тӑтӑр, пурте ӑна итлеччӗр, ҫӗршыври мӗнпур килӗшӗве унӑн ячӗпе ҫырччӑр, вӑл хӗрхӗлтӗм тумпа, ылтӑн эреш ҫакса ҫӳретӗр тенӗ.
1 Мак 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Симон ӗнтӗ Иудея ҫӗрӗнче керемсем тунӑ, вӗсене, ҫӳллӗ пашнесемпе сӑлӑплӑ хапхасем лартса, тӗреклӗ хӳме хӳсе ҫирӗплетнӗ, керемсене сыхлӑх апат-ҫимӗҫ хурса пынӑ.
1 Мак 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
38. Вӗсем вырӑнне вӑл керемсен туррине — хӑйӗн ашшӗсем пӗлмен турра — чыс тӑвӗ, ӑна вӑл ылтӑнпа та кӗмӗлпе, хаклӑ чулсемпе, хаклӑ парнесемпе чысласа тӑрӗ, 39. ют турӑпала вӑл ҫирӗп керемсене аркатӗ, хӑйне парӑннисенӗн ятне-чапне ӳстерӗ, нумайӑшне вӗсенӗн аллине парӗ, вӗсене ҫӗр парнелесе валеҫсе парӗ.
Дан 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Лӑпкӑ пурӑнӑҫлӑ та тулӑх ҫимӗҫлӗ ҫӗршывсене пырса кӗрӗ, унта вӑл хӑйӗн ашшӗсемпе ашшӗсенӗн ашшӗсем туманнине тӑвӗ; туртса илнине, ҫаратса тултарнӑ пурлӑха тата пуянлӑха хӑйсеннисемпе пӗрле салатса пӗтерӗ, ӗнтӗ керемсене ярса илме те шухӑш тытӗ, анчах та ку вӑхӑтлӑха ҫеҫ пулӗ.
Дан 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Пӗлтерӳҫӗ тепӗр пӗлтерӳҫӗне хирӗҫ, хыпарҫӑ тепӗр хыпарҫӑна хирӗҫ чуптӑр, Вавилон патшине пӗлтерччӗр: унӑн хулине пур енчен те ярса илнӗ, 32. каҫӑсене ярса илнӗ, керемсене ҫунтарса янӑ, ҫарҫисем сехӗрленсе ӳкнӗ.
Иер 51 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫак керемсене тӗреклӗлетсе, Ровоам унта пуҫлӑхсем уйӑрса лартнӑ, тырӑпа йывӑҫ ҫӑвӗ тата эрех тытма управӑшсем тутарнӑ.
2 Ҫулс 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницы:
- 1