Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫуракинче хӗрсе ӗҫлемелли 304 хресчене команда арестлесе Етӗрнене хӑваласа каять те ик-виҫӗ кун выҫӑ тытнӑ хыҫҫӑн кашнине хулӑпа вӗтсе килӗсене салатать.
Юнлӑ юнкун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Уншӑн вӗсене кашнине кӗмӗл медаль парса паллӑ тунӑ.За проявленную отвагу все они были удостоены серебряных медалей.
I // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Кашнине ӑнланма тӑрӑшатчӗ», — каласа парать Наиле Мингалеевнӑпа пӗрле нумай ҫул ӗҫленӗ Любовь Константинова.
Паянхи кун та хисепре // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/09/30/%d0%bf%d0%b ... %80%d0%b5/
Хыт хӑналанӑ вӗсене, Вӑл кашнине парне тыттарнӑ, Йӑпӑлтатса вӑл парӑнтарнӑ Сӑпатсар сутӑнчӑксене.
III // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Аякри ҫынсем пулин те, темиҫе ҫул хушшинче пӗр-пӗринпе тӑвансем пек туслашса ҫитнӗ, кашнине уйрӑмӑн сывпуллашмалла, кашнинчен юлашки сӑмах илтмелле.
XVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Хам пулсан, эпӗ ку ӗҫшӗн хӗрарӑмсене халех кашнине орден парса тухнӑ пулӑттӑм.
VIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Вӑл, кашнине майлаштарса хурса, кӗнекене малалла пӑхать.
VI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Пур ӗҫе те ӗлкӗрекен ҫамрӑк агроном хӗрсен пурнӑҫне хастар хутшӑнать: вӗсене вӑл пӗрерӗн-пӗрерӗнех хӑй ертсе пыракан хор кружокне илентерет, кашнине кирлӗ кӗнеке тупса парать, тӗрӗ ӗҫне вӗрентет, ҫамрӑк пурнӑҫра пӗр-пӗр пӑрӑнӑҫ сиксе тухсан, хай пӗлнӗ таран усӑллӑ канаш парать.
V // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Халӗ ялсенчи урамсене кашнине тенӗ пекех вакӑ чулпа сарса ҫирӗплетнӗ.
Урам хушшине выртрӗ вакӑ чул ҫӗклет-ҫке кӑмӑла тап-такӑр ҫул // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/09/30/%d1%83%d1% ... bca%d0%bb/
Вӗсене кашнине ҫутҫанталӑкӑн тӗрлӗ вӑхӑтне халаллӗҫ.
Ҫичӗ авторпа тӗл пулӗҫ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/32807.html
Пуҫтарнӑ халӑха ятарласа уйӑрнӑ пуйӑспа… пӗр пус укҫасӗр илсе кайма… тата, ҫав хушӑрах, ҫул ҫинче ӗҫме-ҫиме кашнине алла пӗр уйӑхлӑх укҫа пама; пысӑк хуласенче чарӑна-чарӑна, ҫынсене мунча кӗртме; лере ҫитсен икӗ пин ҫынна хваттере вырнаҫтарма; хӑйсене кирлӗ ҫамрӑксене шкулта вӗрентме сасартӑк миҫе миллион-и е миллиард тенкӗ кирлӗ пуль!
«Ӑҫта эс, тинӗс» калав историйӗ // Хӗветӗр Уяр. https://chuvash.org/blogs/comments/6056.html
Ун умӗн Эльгеев кашнине пӗрер черкке коньяк тултарса пачӗ.
5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Капранов, аслӑ повар вырӑнӗнче пулса, кашнине шӳрпе ярса пачӗ, пӗрер пулӑ хучӗ.
5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Кашнине тупӑка хурас пулсан — хӑмине те тупса ҫитереймӗн, пӑти те ҫук.
3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
— Юрать хуть, кашнине уйрӑм пытармастпӑр, пӗр шӑтӑка яратпӑр.
3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Спектакль хыҫҫӑн артистсене лайӑх хӑналанӑ: ясмӑк яшки ҫитернӗ, чей ӗҫтернӗ, киле валли кашнине пӗрер ҫавра ҫӑкӑр тата ҫуршар кӗренке катӑклӑ сахӑр парса янӑ.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Кашнине тенӗ пекех кӑшкӑрчӗ, вӑрҫрӗ, пӑскартрӗ вӑл.
1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Чӗн пушӑпа, йӗммӗрсене антарса, ҫунтармалла пулнӑ кашнине! — революци ятне вараланӑшӑн.
3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Ҫиме чарӑнса чей ӗҫрӗ те пӳлӗмсенче ҫӳреме тытӑнчӗ; кашнине тӗплӗн сӑнаса хаклать, кӑмӑлсӑрланмашкӑн сӑлтав шырать.
XII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Иван-Джон вӗсене кашнине хыттӑн ыталаса, аллисене чӑмӑртаса тухрӗ.
Австралири тӗлпулу // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7553.html