Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Пӗлетӗр те, казеннӑй кӗсрене эсирех ир шыв ӗҫтерсе урасӑр тунӑ, тӗлӗнтермӗш.
7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Февралӗн вуннӑмӗшӗнче, пӗрер хутлӑ казеннӑй ҫуртсем тӑррисенчен тумла шӑпӑртатса юхнӑ тӗксӗм ирхине, Брест-Литовск крепоҫӗнчи ҫара йывӑҫсем ҫинче ҫерҫисем донжуанла чӗвӗлтетнӗ вӑхӑтра, — совет делегацийӗ, — юрпа витӗннӗ картиш урлӑ офицерсен собрани ҫуртне ларӑва кайнӑ чухне, нимӗҫсен ҫав чее ӗҫӗ ҫинчен илтсе пӗлнӗ.
2 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Тӗллесе пеме винтовкӑн икӗ япала пур: мушка — пӑшал кӗпҫин малти вӗҫӗнче тата прицел — казеннӑй пай патӗнче.
Пемелли патрон // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.
Стволӑн хыҫалти (казеннӑй) пайне, тара вут хыпнӑ ҫӗрте, пенӗ чухне ҫурӑлса ан кайтӑр тесе, хулӑнрах тунӑ.Казенная часть ствола, где происходит взрыв пороха, для большей крепости утолщена.
Красноармеецсен винтовки // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.
Казеннӑй пайӗнчен авӑрламалли чи меллӗ пӑшала малтан 1836-мӗш ҫулта нимӗҫ ҫынни Николай Дрейзе шухӑшласа тунӑ.Первое удачное ружье, заряжающееся с казны, предложил в 1836 году немец Николай Дрейзе.
Йӗплӗ винтовка // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.
Минье винтовкин асӑннӑ ҫитменлӗхне пӗтерес тесен тата пӑшалпа часрах пемелле тӑвас тесен, ӑна кайри пайӗнчен (казеннӑй) пайӗнчен авӑрламалла пулнӑ.
Йӗплӗ винтовка // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.
Ӗнтӗ мӗн тӑвас, уйрӑммӑнах Воронеж е мӗнле те пулсан Курск пек тӗттӗм хулари пӗр-пӗр казеннӑй гимназине вӗренме памӑн вӗт…
XX сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Ҫав ҫулсенче ярмӑнкӑри казеннӑй ҫуртсем суту-илӳ тӑвакансен аллине каятчӗҫ; суту-илӳ тумалли ӗретсене хыпаланса урӑхлатса пыратчӗҫ, ман хуҫа лавкасене юсама тата ҫӗннисем лартма подрядсем илетчӗ.
X. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
«Турра шӗкӗр, Женьӑна ремесла шкулне йышӑннӑ, пурӑнасса общежитире пурӑнать, ӑна казеннӑй тумтир тӑхӑнтартнӑ, — тет пурне те.
Женька // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Казеннӑй ҫӑкӑр ҫиет.
8 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.
Сӗтел ешчӗкӗнче казеннӑй хутсем хушшинче ун вӑрмана каймалли ҫула палӑртса хунӑ картта, ушкӑнри членсем панӑ разведка сведенийӗсене ҫырнӑ хут татӑкӗсем выртнӑ.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Натури унӑн ҫителӗклӗ пуян пулнӑ; айван ӑслӑ пулман вӑл, ҫав хушӑрах тата талантлӑ пулнӑ, аван юрланӑ, гитара каланӑ, калаҫма ҫав тери ҫивчӗ калаҫнӑ, хут ҫырма ӑста пулнӑ, уйрӑммӑнах полкри адъютант пулса ӗҫленӗ чух ҫырма вӗреннӗ казеннӑй хутсене ӑста ҫырнӑ; анчах пуринчен ытла унӑн натуринче хӑйне хӑй юратас кӑмӑл вӑйлӑ пулнӑ, ку ӗнтӗ, пуринчен ытла хӑй кӑштах пултаруллӑ ҫын пулнинчен килнӗ пулин те, тӗлӗнмелле уҫҫӑн та вӑйлӑн палӑрса тӑракан кӑмӑл пулнӑ.
1 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Винтовкин казеннӑй пайне вӑл тутӑрпа чӗркесе питӗ лайӑх типтерлесе ҫыхнӑ, хулпуҫҫи урлӑ шнурокӗсемпе мӑшӑрласа ҫыхнӑ, илемсӗрленсе кайнӑ салтак ботинкине ҫакса янӑ.
1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Тарҫӑ кӗчӗ те казённӑй палата председателӗ — нӳрӗ куҫлӑ, пӗркеленчӗк туталлӑ, ҫутҫанталӑка ҫав тери юратакан, пуринчен ытла ӑна ҫуллахи кунра, хӑй каланӑ пек: «кашни пыл хурчӗ кашни чечек ҫинченех пыл илнӗ чухне…» килӗштерекен старик килни ҫинчен пӗлтерчӗ.
XII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Акӑ кӗпӗрне правленинче, граждански тата казеннӑй палатӑсенче вара йӑлтах урӑхла: унта, пӑхатӑн, пӗри кӗтессе хӗсӗннӗ те ҫырса кӑна ларать.
Ухмаха ернӗ ҫын ҫырса пынисем // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 75–95 с.
Кухарка частнӑй пристав ҫийӗнчи казеннӑй ботфорта хывса тӑрать; шпагӑпа ытти ҫар хатӗрӗсене ӗнтӗ вӑл кӗтессе ҫакса хунӑ, виҫӗ кӗтеслӗ, пӑхма самаях хӑрушӑ шлепкине виҫӗ ҫулхи ывӑлӗ ҫавӑркаласа тӑрать, хуҫи ӗҫлесе ывӑнса килнӗ хыҫҫӑн йӗркеллӗ кӑна канма хатӗрленет.
II // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 51–74 с.
Вӗсем пьесӑсенчи илемлӗ сӑвӑсене юратаҫҫӗ; ҫавӑн пекех актерсене хыттӑн кӑшкӑрса чӗнме юратаҫҫӗ, вӗсенчен нумайӑшӗсем казеннӑй заведенисенче е вӗсене ӗҫлеме кӗме хатӗрлекен шкулсенче ӗҫлеҫҫӗ, кайрантарах пар лашапа кабриолет текен кӳме туянса яраҫҫӗ.
Невски проспект // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.
Малтанах эпӗ вӗсем атӑ ҫӗлекенсем пулӗ тесе шутланӑччӗ, анчах апла мар; вӗсенчен нумайӑшӗсем тӗрлӗрен департаментсенче ӗҫлеҫҫӗ, чылайӑшӗсем пӗр казеннӑй ҫуртран тепӗр казеннӑй ҫурта хут ҫырса яма та ӑста пултараҫҫӗ; теприсем вара уҫӑлса ҫӳрекенскерсем, е кондитерскисенче хаҫат вуласа ирттерекенскерсем, пӗр сӑмахпа каласан, йӗркеллӗ ҫынсемех ӗнтӗ.
Невски проспект // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.
Вахмистр, казеннӑй тӳме пек ҫаврака, хурчканни евӗрлӗ ҫивӗч куҫӗсене кулӑпа ҫулантарса: — Ҫара уран ан ҫӳре, ухмах! — терӗ.
5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Анчах чылайӑшӗ хӑйсем хӗрсе кайнӑ вут-хӗм ӑшшипе салтаксене ӑшӑтса яма хӑтланнӑ, казарма пит хытӑ хӗссе лартнӑ салтак чӗрисене тата казеннӑй словестноҫа вӗренсе тем те пӗр ҫӳп-ҫаппа тултарнӑ пуҫӗсене темле майпа хускатма хӑтланнӑ.
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
- 1
- 2