Поиск
Шырав ĕçĕ:
«Сире нит парнелесшӗн эпӗ, унран ан йӗрӗнӗр, вӑл илемӗн пӗр пайӗ».
10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Эпир чухӑн хӑналанӑшӑн ан йӗрӗнӗр.
XIX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Вулаканӑм, эпӗ паллаштаракан ҫынсенчен ан йӗрӗнӗр.
XVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпир тӗттӗм ҫынсем пулнинчен ан йӗрӗнӗр!
3. Вӗрен-кантра // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Анчах ан йӗрӗнӗр эсир, улпутӑмӑр, ан ютшӑнӑр ман инкекӗмрен, ларӑр, ав, катка ҫине — ҫывӑхарах, унсӑр ман сассӑма илтеймӗр… куратӑр, мӗнле янравлӑ ман сассӑм!..
Чӗрӗ вилӗ // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 143–155 с.
— Эсир, ҫамрӑк ҫыннӑм, манран ан йӗрӗнӗр, эпӗ халь намӑс чирлӗ мар ӗнтӗ, хамӑр урамри ҫынсенчен кирек камран та ыйтса пӗлме пултаратӑр, пурте пӗлеҫҫӗ!
Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.
Ан йӗрӗнӗр пирӗн хаттӑран, кӗркелӗр.
V сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
— Илсе килтӗм, ак, ан йӗрӗнӗр.
17 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
13. Вӗҫен кайӑксенчен вара ҫаксенчен йӗрӗнӗр [вӗсене ҫимелле мар, вӗсем ирсӗр]: ӑмӑрткайӑкран, виле кайӑкӗнчен, тинӗс ӑмӑрткайӑкӗнчен, 14. хӑлатран, кӑйкӑрпа унӑн ӑрӑвӗнчен, 15. пур тӗрлӗ ҫӑханпа унӑн ӑрӑвӗнчен, 16. страусран, тӑманаран, чарлакран, хурчӑкапа унӑн ӑрӑвӗнчен, 17. ӳхӗрен, пулӑҫ-кайӑкран, ибисран, 18. акӑшран, пеликанран, ту хурчӑкинчен, 19. чарланран, зуйпа унӑн ӑрӑвӗнчен, хыркукпа ҫара ҫерҫирен.
Лев 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Шыври мӗнпур чӗрчунран акӑ ҫаксене ҫийӗр: вӑл ҫырмара пурӑнать-и, тинӗсре-и, юханшывра-и, ҫуначӗпе хуппи пулсассӑн — ҫийӗр; 10. шывра ишсе ҫӳрекеннисенчен, шывра пурӑнаканнисенчен — вӗсем тинӗсре-и, ҫырмара-и — хӑшӗн те хӑшӗн ҫуначӗпе хуппи ҫук пулсассӑн, вӗсем пурте сирӗншӗн ирсӗр; 11. вӗсем сирӗншӗн ирсӗр пулмалла: вӗсен ашне ан ҫийӗр, вӗсен виллисенчен йӗрӗнӗр; 12. ҫуначӗпе хуппи ҫук пулсассӑн, шывра пурӑнакан пур чӗрчун та сирӗншӗн ирсӗр.
Лев 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1