Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Пӗлетпӗр, пӗлетпӗр, — терӗ тахӑшӗ юриех лӑпкӑ, хӑй йӗрӗннине палӑртакан сасӑпа.
III // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Могелницки ун енне ҫаврӑнчӗ те, унран хӑй йӗрӗннине пытармасӑрах, рабочисем ҫине кӑтартса: — Ман шухӑшпа, пане Сладкевич ҫав ҫынсемпе кайса калаҫса пӑхма хирӗҫ пулас ҫук пек туйӑнать, — терӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.
Одинцова унӑн аялалла усӑннӑ хаяр та йӳҫӗ куҫӗсене, кашни ҫӗртех йӗрӗннине палӑртакан сӑн-пичӗ ҫине пӗр-икӗ хутчен, вӑрттӑн мар, тӳрех пӑхса илчӗ те: «ҫук, ҫук… ҫук…» тесе шухӑшларӗ.
XIX // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
(Йӗрӗнме май тупма тата йӗрӗннине палӑртма Ситников питӗ юратнӑ; темиҫе уйӑх иртсен, хӑйӗн арӑмӗ умӗнче вӑл Дурдолео-сова княжна пулнӑ пиркиех йӑпӑлтатмалла пулассине асра тытмасӑрах, хӗрарӑмсем ҫине уйрӑммӑнах тапӑннӑ.)
XIII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Хӑранине тата йӗрӗннине аран чӑткаласа, Дуняшка амӑшне Дон тӗпӗнчи шыв сулхӑнӗ витӗр каснӑ сивӗ вилене ҫума пулӑшрӗ.
XXI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Григорий кашни хӑйне майлӑ тумланнӑ хутор ҫыннисене пӑхса ҫаврӑнчӗ, йӗрӗннине пытармасӑр вӗҫлерӗ:Григорий оглядел разношерстно одетую толпу хуторян, закончил с нескрываемым презрением:
II // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Лизӑ кутамккине илчӗ, хӑрах аллине ҫаккине чикрӗ, хӑй йӗрӗннине пытарман куҫӗсене Анохин ҫине ҫӗклерӗ.
16 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ҫапла пӑхни вӑл йӗрӗннине пӗлтерместчӗ, анчах йывӑрлатса яратчӗ, илӗртсе хӑй тыткӑнне илетчӗ.Такой взгляд показывал не презрительное равнодушие, но подавляющее и чарующее.
XXXIII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Киревсӗр сӑмахсенчен унӑн тӑванӗсем, пӗлӗшӗсем чӗмсӗррӗн мӗнле йӗрӗннине вӑл лайӑх пӗлет, хӑй те, мӗншӗнне чухламасӑрах, вӗсем пирки ҫавнашкалах шухӑшлать, ҫавӑнпа та ӑна ку киревсӗр сӑмахсене ӳсӗрсемпе ашкӑнчӑксем ҫеҫ калама пултараҫҫӗ пек туйӑнать.
IV // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Унӑн куҫӗсемпе кулли тӑрӑх вӑл чӑннипех те такама хытӑ курайманнине, такамран йӗрӗннине ӑнланса илме пулать, анчах ӑна, хӑйпашка та мӗскӗн кӗлеткеллӗскере, ҫакӑ пӗтӗмпех питӗ килӗшмест, ҫавӑнпа та Егорушкӑна ку йӑлтах юри тунӑ камит пек, хаклӑ хӑнасене култарас тенипе ҫеҫ Соломон ҫавнашкал йӗрӗнчӗклӗн пӑхнӑ пек туйӑнать.
III // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Чӑн-чӑн пурнӑҫ ӑна вӗчӗрхентерсе, сехрине хӑпартса, ялан шиклентерсе пыратчӗ, тен, хӑй шиклӗхне, паянхинчен йӗрӗннине тӳрре кӑларасшӑнах пулас, вӑл иртнӗ пурнӑҫрипе нихӑҫан пулманнине яланах мухтаса пыратчӗ, уншӑн ӗнтӗ хӑй вӗрентсе пурӑннӑ авалхи чӗлхесем те чӑн пурнӑҫран пытанмалли калушӗсемпе тата зонтикӗпе пӗр картрах тӑнӑ.
Хупӑлчари этем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 100–125 стр.
Ольга чӗнмесӗр, кулмасӑр пӑхса итлерӗ; пӗрӗннӗ куҫ-харшисенче хаярлӑх пытаннӑ, тути ҫинче — те ӗненменнине, те йӗрӗннине пӗлтерекен паллӑ, ҫӗлен пек шукаларӗ…
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Оля ӑна хӑйӗнчен сирсе ярас ҫук, ӑна пӑрахас ҫук, вӑл та хӑйне ҫакнашкалах таса кӑмӑллӑ пулса жертва тӑвасшӑн пулӗ, куҫҫулӗ витӗр кулӗ, хӑй йӗрӗннине пытарса ӑна ачашлӗ…
14 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Кунашкаллисем пирки вырӑссен «нерукопожатный» текен сӑмахне чӑвашла куҫарса калас килет… анчах та пирӗн йӗрӗннине пытарса пурпӗр ал тытаҫҫӗ, уҫҫӑн палӑртса сивлеме хӑнӑхман эпир.
Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8
Эсӗ пурне те пӗлсе-курса тӑратӑн, эпӗ йӗркесӗр ҫынсен чапне курайманнине, ӳт кастарманнисен вырӑнӗнчен, кирек мӗнле ют халӑх ывӑлӗсен вырӑнӗнчен йӗрӗннине пӗлетӗн; Эсӗ манӑн пурӑнӑҫ мӗншӗн ҫакӑн пек пулнине пӗлетӗн, эпӗ халӑх умне курӑннӑ чухне пуҫӑма чап палли тӑхӑнатӑп, хам вара йӗрӗнетӗп ҫав чап паллинчен — юнпа вараланнӑ тумтиртен йӗрӗннӗ пек йӗрӗнетӗп, пӗччен чухне, ахаль чухне тӑхӑнмастӑп ӑна.
Эсф 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Эсӗ пӑхӑнтарма каякан халӑхсене Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, сан умӑнтан пӗтерсе тӑксассӑн, ҫапла эсӗ вӗсен ҫӗрне илсе ҫавӑнта вырӑнаҫса тӗпленсессӗн, 30. сыхлан вара, ҫав халӑхсене хӑвӑн умӑнтан пӗтерсе тӑксассӑн, санӑн вӗсем хыҫҫӑн кайса серепене лекмелле ан пултӑр, «ҫак халӑхсем хӑйсен туррисене мӗнле пӑхӑнса тӑнӑ, эпӗ те ҫапла тӑвам» тесе вӗсен туррисене шырамалла ан пултӑр; 31. Ҫӳлхуҫашӑн, хӑвӑн Туррушӑн, апла ан ту, вӗсем хӑйсен туррисемшӗн Ҫӳлхуҫа мӗнрен йӗрӗннине, Вӑл мӗне курайманнине туса тӑраҫҫӗ: туррисемшӗн вӗсем хӑйсен ывӑлӗсемпе хӗрӗсене те вут-ҫулӑм ҫинче ҫунтараҫҫӗ.
Аст 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.