Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ӗҫе йӗркелес пултарулӑхӗ пысӑк Тихон Евдокимовичӑн, вӑй-халӗ иксӗлми.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Ачасен канӑвне ҫӗнӗлле йӗркелес ӗҫре шӑпах «Звездный» тата «Бригантина» лагерьсем субсиди илме тивӗҫнӗ.
Ачасен канӑвӗ пуҫланчӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=-BNGaYHsfio
Муниципалитет округӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ — вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин пайӗн начальникӗ Владимир Николаев ҫуллахи вӑхӑтра ачасен канӑвне йӗркелес, вӗсене сывату лагерӗсенче канма май туса парас ыйтупа сӑмах илчӗ.
Шыва палӑртнӑ вырӑнсенче ҫеҫ кӗмелле // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/05/23/%d1%88%d1%8 ... %bb%d0%b5/
Правительство ҫуртӗнче иртнӗ канашлура ачасен ҫуллахи канӑвне йӗркелес ыйтӑва сӳтсе яврӗҫ.
Ачасен канӑвне йӗркелемелле // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60520
Журналистика тытӑмӗнче ҫитӗнӳсемпе палӑракан спикерсем вара кӑсӑклӑ статьясем ҫырас, сӑн ӳкерчӗксем тӑвас, социаллӑ тетелсемпе сайтсене йӗркелес ӗҫсен вӑрттӑнлӑхӗсене уҫса пачӗҫ.
«Школа-пресс 2023» конкурса пӗтӗмлетрӗҫ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60548
Чӑваш Республикинче паян 16 радиостанци ӗҫлет, халӑх шухӑш-кӑмӑлне тата информаци анлӑхне йӗркелес тӗлӗшпе вӗсенчен кашниех пӗлтерӗшлӗ ӗҫ тӑвать.
Олег Николаев Радио кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/05/07/ole ... dnem-radio
Иван Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине халалланӑ культура марафонне йӗркелес, пурнӑҫлас ӗҫре Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗн Анатолий Аксаковӑн тӳпи пысӑк пулнине палӑртмалла.
Яковлев халалӗ - пурнӑҫ кӗнеки // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=9geMRIgkUUo
Ҫичӗ ҫул иртсен хӑюсӑр та вӑтанчӑк ача лайӑх паллӑсемпе училищӗрен вӗренсе тухса мишавайра ӗҫленӗ хушӑра хӑй умне чӑваш алфавитне йӗркелес тӗллев лартать, ӑслӑлӑх ӗҫӗсем пичетлет.
«Пиртен пӗри» // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60924
— Мана ӗненместӗр пулсан комисси йӗркелес, фермӑна кайса тӗрӗслес, — сӗннӗ Ажайкин.
8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
Пирӗн округри ҫынсен пурнӑҫне хаваслӑх кӳрес, канӑвне усӑллӑ та интереслӗрех йӗркелес тӗлӗшпе 25 культура ҫурчӗ, 7 клуб ӗҫлет.
Саламланӑ, чысланӑ, наградӑсем панӑ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/03/28/%d1%81%d0%b ... %bd%d3%91/
1942 ҫулхи апрелӗн 11-мӗшӗнчен пуҫласа официаллӑ партизан шутланать, унччен вара вӑл Горки ялӗнче партизан отрячӗ йӗркелес енӗпе тӑрӑшнӑ.
Партизан пулса фашистсемпе кӗрешнӗ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/03/31/%d0%bf%d0%b ... %bd%d3%97/
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Раҫҫей ФАСӗн представителӗсене пур муниципалитетсенче те кулленхи йӗркепе туяну ӗҫ-хӗлне йӗркелес енӗпе вӗренӳ мероприятийӗсене кӗртме сӗннӗ.
Чӑваш Енре граждансен ҫӑхавӗсенчен 50 проценчӗ рекламӑпа ҫыхӑннӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/17/chav ... -procenche
Ҫав патшалӑхӑн политика системине йӗркелес, ун экономикине, оборона хӑватне ӳстерес, ӑна тулашри тата шалти тӑшмансенчен хӳтӗлес ҫӗрте Сталинӑн тӳпи, паллах, вышкайсӑр пысӑк пулнӑ…
Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.
Ку хулана эпӗ, Шупашкарти пӗр паркра ҫитӗнекен ӑрӑвӑн чун-чӗрине ӗмӗрлӗхе ырӑ, таса вӑрлӑх акас ӗҫре тӑрмашаканскер, Раҫҫейри Культура министерстви ача-пӑчан ҫуллахи канӑвне йӗркелес ыйтупа ирттерекен семинара килсеттӗм.
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
Вӑл шутран ытларахӑшӗ, 8-ӑн,хушма хуҫалӑх йӗркелес тӗллевлӗ.
Округ пурнӑҫӗ // О.КОРОТИНА. http://елчекен.рф/2023/03/17/%d0%b5%d0%b ... %81%d0%b0/
Ҫын ҫине те тухкаларӗ; халӑх йӑли-йӗркисене уяса ирттерекен тӗрлӗ уяв-вӑйӑ-тапӑсенче ял йышӗпе, пӗлӗш-тантӑшпа явӑҫни те, общество ӗҫне хутшӑнни те ӑна тӑнтанланмах памарӗ (район шайӗнче ирттернӗ ӑмӑртура вӑл пӗчӗк калибрлӑ винтовкаран персе район чемпионӗ ятне илчӗ; ялти каччӑ-тӗрӗшпе волейболла вылярӗ; колхозра футбол командине йӗркелес ӗҫе те ухатланчӗ).
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Вӑл хӑйӗн ҫи-пуҫне йӗркелес тесе мӗн тери сахал тӑрӑшни, пушӑ вӑхӑт уншӑн пачах та тупӑнманни, ӗҫӗ ытла та нумай пулни пур енчен те палӑрчӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсене кадрсен пахалӑхлӑ резервне хатӗрлес тата тухӑҫлӑ управлени командисене йӗркелес енӗпе пулӑшу кӳмелле.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven
Иртнӗ ҫул халӑх влаҫӗн пӗрлехи тытӑмне Раҫҫей Федерацийӗн Конституцийӗн нормисемпе килӗшӳллӗн йӗркелес ӗҫе вӗҫленӗ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven
Чӑрмав кӳрекен сӑлтавсене пӗтермелле, наукӑпа лаборатори инфратытӑмне туса хурас, лартмалли сывӑ хунавсем ҫитӗнтерме лайӑх материал хатӗрлес, хамӑр ҫӗршыври хӑмла татакан комбайнсен сериллӗ производствине йӗркелес енӗпе «ҫул карттисем» туса хатӗрлемелле.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven