Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

йӑвине (тĕпĕ: йӑва) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Йӑвине тӗпрен салатнӑ.

Помоги переводом

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах вӗсем Хусана илессишӗн, ҫав сӑпса йӑвине аркатса тӑкассишӗн ҫапӑҫнӑ вӑхӑтра ӑҫта пулчӗ-ха вӑл?

Помоги переводом

15. Вӑхӑт иртмест — ӗмӗр иртет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ку ҫӗлен йӑвине тек килсе курмалла ан пултӑр.

Помоги переводом

2. Чулсем макӑраҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вырӑс станӗ ҫак вӑхӑтра кӗшӗлтетсе, вӗресе тӑракан кӑткӑ йӑвине аса илтерчӗ.

Помоги переводом

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Твиккапа Квиккан икӗ йӑвине те илсе кайрӑмӑр.

Помоги переводом

Твиккапа Квикка чапа тухрӗҫ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 67–74 с.

Твиккан тепӗр йӑвине ҫав кунах кайса вут пуленккипе питӗртӗмӗр.

Помоги переводом

Твикка // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 61–64 с.

— Лери йӑвине эп кайса питӗретӗп.

Помоги переводом

Твикка // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 61–64 с.

Вара эпӗ Вадим панӑ ҫӑмартасене хамӑн кӑвакарчӑнсен йӑвине, Вадим эп панӑ ҫӑмартасене хӑйӗн кӑвакарчӑнӗсен йӑвине хурать, ҫапла вара, пирӗн кӑвакарчӑнсем ку ҫӑмартасенчен тухнӑ чӗпӗсене хӑйсен чӗпписем, чӗпписем кӑвакарчӑнӗсене тӑван ашшӗ-амӑшӗ, йӑвисене хӑйсен тӗп килӗ тесе шутлаҫҫӗ, ниҫта та вӗҫсе каймаҫҫӗ.

Помоги переводом

Ашкӑнчӑк // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 38–40 с.

Йӑвине хурса парсан, пӗчӗк чӗпӗсем манран хӑранипе пушшех ҫимӗҫ, кунтан чӗкеҫӗсем хӑйсем илсе парӗҫ, терӗм.

Помоги переводом

Уяртас умӗн // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 35–38 с.

Йӑвине кӗчӗ те шӑтӑкне шӑчӑпа вӑшт! ҫех хупларӑм, — питӗ ӑслӑ ӗҫ тунӑ пек мухтанчӗ Пракух.

Помоги переводом

Тусне тупрӗ-ши? // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 31–32 с.

Шӑнкӑрчсен тухса ӳкнӗ йӑвине эпӗ каллех вӗлле ӑшне хутӑм, тӗпне ҫапса юсарӑм та, чӗпписене те шала лартса, вӗллене тепӗр хут йӑмра ҫине, малтанхи вырӑна улӑхса ҫыхрӑм.

Помоги переводом

Шӑнкӑрч — юрӑҫӑ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 28–31 с.

Шӑнкӑрчӗсем — амӑшӗпе ашшӗ — мана кӗҫ-вӗҫ сӑхса илес пек вӗҫе-вӗҫе пыраҫҫӗ, чӗриклетсе кӑшкӑраҫҫӗ, вӗсен йӑвине эпӗ ҫӗмӗрнӗ теҫҫӗ пулмалла.

Помоги переводом

Шӑнкӑрч — юрӑҫӑ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 28–31 с.

Курассу килет пулсан — акӑ, — кӑтартрӑм эпӗ Гешӑна, — анчах ас ту, йӑвине те, чӗпписене те аллупа ан тӗртӗн.

Помоги переводом

Ӑслӑ кайӑк // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 25–26 с.

— Вӑл кӑткӑ йӑвине эпӗ питӗ лайӑх пӗлетӗп.

Помоги переводом

Тумлампа кӳлӗ тулать // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 14–16 с.

Кӑткӑсем тата ҫумӑр пулассине малтанах сиснӗ, ҫавӑнпа Микиш ҫӗмӗрсе хӑварнӑ йӑвине васкасах юсанӑ, «турпас» витнӗ.

Помоги переводом

Тумлампа кӳлӗ тулать // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 14–16 с.

Чӑнах та каймасть ҫумӑр кӑткӑ йӑвине; акӑ, хамӑр куҫӑмӑрсемпех куртӑмӑр: турпас витнӗ пекех пӗр майлӑ хурса тухнӑ хыр йӗпписем тӑрӑх аялалла пат! тумлаҫҫӗ ҫумӑр тумламӗсем.

Помоги переводом

Тумлампа кӳлӗ тулать // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 14–16 с.

— Паллах, йӑвине, шала тарса кӗнӗ, — хамӑрах тавҫӑрса илтӗмӗр.

Помоги переводом

Тумлампа кӳлӗ тулать // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 14–16 с.

Йӑвине те эпӗ чылаях ҫӗмӗрсеттӗм, халь йӑви те чип-чиперех… — шалтах тӗлӗнсе тӑчӗ Микиш.

Помоги переводом

Тумлампа кӳлӗ тулать // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 14–16 с.

— Паҫӑр эпӗ унта пӗр кӑткӑ йӑвине ҫӗмӗртӗм, — айӑплӑн каларӗ Микиш.

Помоги переводом

Тумлампа кӳлӗ тулать // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 14–16 с.

«Куккук чӗппине те хӑй пӑхса ӳстермест: ҫӑмартине ытти кайӑксен йӑвине хурса хӑварать те — ӗҫӗ пӗтнӗ.

Помоги переводом

Пӗчӗк паттӑрсем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 13–14 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней