Поиск
Шырав ĕçĕ:
42. Эпӗ, Ездра, Сион тӑвӗ ҫинче имсӗр-сумсӑр халӑх ушкӑнне куртӑм, эпӗ ҫав йыша шутласа та кӑлараймарӑм — пурте вӗсем юрӑсем юрласа Ҫӳлхуҫана аслӑлатчӗҫ.
3 Езд 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Корене вара Еден тата Миниамин, Иешуа тата Шемаия, Амария тата Шехания пулӑшса тӑнӑ, вӗсем священниксен хулисенче пурӑннӑ, хӑйсен тӑванӗсене — ваттине те, вӗттине те — хӑйсен пайне тӗрӗс валеҫсе пама пулӑшнӑ, 16. вӗсемсӗр пуҫне пӗтӗм арҫынна виҫӗ ҫулхисенчен пуҫласа унтан аслӑраххисене, кулленех Ҫӳлхуҫа Ҫуртне кӗлтума ҫӳрекенсене, вӗсем мӗн ӗҫре тата хӑш вырӑнта ӗҫленине кура, 17. шута илсе тухнӑ священниксене вӗсен кил-йышӗсем тӑрӑх, левитсене ҫирӗм ҫулхисенчен пуҫласа унтан аслӑраххисене, вӗсен ӗҫне кура тата хӑш уйрӑмра ӗҫленине кура, 18. вӗсен пӗчӗк ачисене, вӗсен арӑмӗсене, вӗсен ывӑлӗсемпе хӗрӗсене, — ӗнтӗ шута илнӗ пӗтӗм йыша, — тивӗҫекен пая тӗрӗс валеҫсе пама тӑрӑшнӑ, мӗншӗн тесессӗн левитсем хӑйсене Турра чунтан парӑнса ӗҫлесе тӑма халалланӑ.
2 Ҫулс 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Хамӑра тапӑннӑ ҫакӑ пысӑк йыша хирӗҫ тӑма пирӗн вӑй ҫук, ӗнтӗ мӗн тумаллине те пӗлместпӗр, ҫавӑнпа Сан енне пӑхса тархаслатпӑр! тенӗ Иосафат.
2 Ҫулс 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эсӗ мар-и вӑйлине е вӑйсӑррине пулӑшаканӗ? пулӑшсамччӗ пире, Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр: эпир Сана шанса тӑратпӑр, Санӑн ятушӑн ҫак пысӑк йыша хирӗҫ тухрӑмӑр.
2 Ҫулс 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Вӑл вӗсене ҫапла хушнӑ: сирӗн акӑ мӗн тумалла пулать: сирӗнтен, шӑматкун килекеннисенчен, виҫҫӗмӗш пайӗ патша ҫуртне хураллать; 6. тепӗр виҫҫӗмӗш пайӗ — Сур хапхи патӗнче, тата виҫҫӗмӗш пайӗ хапха умӗнчи патша сыхлавҫисен хыҫӗнче пулать: патша ҫуртӗнче те хуралҫӑсем пулччӑр, эсир хатӗр тӑрӑр; 7. сирӗнтен, шӑматкун каяканнисенчен, икӗ пайӗ Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче патшана хураллать; 8. кашнийӗ алла кӑрал тытса патша йӗри-тавра тӑрса тухӑр; кам та кам сирӗн йыша ҫулӑхать — ҫавӑ вилме тивӗҫ.
4 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Исав каланӑ: ҫак эпӗ тӗл пулнӑ пысӑк йыша эсӗ мӗншӗн янӑ? тенӗ.8. И сказал Исав: для чего у тебя это множество, которое я встретил?
Пулт 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Светлана Енилина ку енӗпе «пӗр муниципалитета та тӗслӗх вырӑнне илсе кӑтартаймастӑп» тесен Михаил Васильевич сасӑ хӑпартнӑ пек те пулчӗ: «Эпир 2 ҫулта йыша 10% пӗчӗклетме йышӑннӑччӗ. Ҫакна ҫирӗп сӑнаса пырӑпӑр. Ку чи малтанах хуласемпе районсен администрацийӗсен штачӗсене пырса тивет. Тӗп хула уйрӑмах хӑйӗн интересӗсене хӳтӗлеме юратать. Хӑйӗнне мар, патшалӑх интересӗсене хӳтӗлемелле. Вӑхӑт — утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗччен».
Пысӑкланакан бюджет та перекете тӗпе хурать // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
Вӗсене нумаях пулмасть ҫеҫ усрама пуҫланӑ пулин те йыша кӗске вӑхӑтрах ӳстернӗ.
Ачаранпах выльӑх пӑхса ӳснӗ // Ирина КОШКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №