Поиск
Шырав ĕçĕ:
5. Ҫавӑнпа ӗнтӗ Христос тӗнчене килсессӗн ҫапла калать: «пусса кӳрекен парнене те, урӑх парнене те Эсӗ хапӑл тумарӑн, Эсӗ Ман валли ӳт хатӗрлерӗн. 6. Пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парнесем те, ҫылӑхшӑн кӳрекен парнесем те Сана юрӑхлӑ мар. 7. Вара Эпӗ каларӑм: «эй Туррӑм, Ман ҫинчен кӗнекере ҫырнӑ пек, Санӑн ирӗкне пурӑнӑҫламашкӑн акӑ Эпӗ Хам каятӑп, терӗм» тет.
Евр 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Чуна кирлӗ пур ӑслӑлӑха та ӑнласа илсе, сирӗн Турӑ ирӗкне пӗлсе ҫитмелле пултӑр, 10. пур тӗлӗшрен те Турра юраса, тӗрлӗ ырӑ ӗҫпе усӑ кӳрсе Турӑ ҫыннисем пек пурӑнӑр, Турра сирӗн пӗлнӗҫемӗн пӗлсе пымалла пултӑр; 11. мухтавлӑ, хӑватлӑ Турӑ пулӑшнипе тӗреклӗленсе, чӑтӑмлӑ, вӑрах тӳсӗмлӗ пулса, сирӗн пурне те савӑнса чӑтса ирттермелле пултӑрччӗ тетпӗр.
Кол 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Эй чурасем, хӑвӑр ӳтӗр хуҫине, Христоса пӑхӑннӑ пек, хӑраса та чӗтресе, уҫӑ кӑмӑлпа пӑхӑнса тӑрӑр; 6. ҫынна юрасшӑн тӑрӑшакансем пек, вӗсемшӗн куҫ умӗнче анчах ан ӗҫлӗр, Христос чурисем пек, Турӑ ирӗкне чунтан-вартан пурӑнӑҫласа тӑрӑр: 7. ҫыншӑн ӗҫленӗ пек ан пулӑр, Ҫӳлхуҫашӑн ӗҫленӗ пек юратса ӗҫлӗр, 8. пӗлсех тӑрӑр: чура-и, ирӗкри-и — кирек кам та Ҫӳлхуҫаран хӑй ырӑ тунине кура илӗ.
Эф 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ҫавӑнпа ӗнтӗ шухӑшла пӗлмен ҫынсем ан пулӑр, Турӑ ирӗкне пӗлсе пырӑр.17. Итак, не будьте нерассудительны, но познавайте, что есть воля Божия.
Эф 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эй тӑванӑмсем, ҫавӑнпа ӗнтӗ сире Туррӑн хӗрхенекен кӑмӑлне асӑнса йӑлӑнатӑп: Турӑшӑн ӑспа ӗҫлесе пурӑнас тесессӗн, хӑвӑрӑн ӳтӗре чӗрӗ, сӑваплӑ, Турра юрӑхлӑ парне тума тӑрӑшӑр, 2. ку ӗмӗре кура ан пурӑнӑр; Туррӑн кӑмӑллӑ, пур тӗлӗшпе те паха, ырӑ ирӗкне пӗлсе пымашкӑн эсир хӑвӑр ӑсӑра ҫӗнетсе улӑшӑнӑр.
Рим 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Унӑн ирӗкне кам хирӗҫ тӑрайӗ?» тейӗн.
Рим 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9-10. Турӑ, — эпӗ Унӑн Ывӑлийӗн Ырӑ Хыпарне сарса, Ӑна чунтан-вартан ӗҫлесе пурӑнатӑп, — курса тӑрать: хӑҫан та пулин сирӗн пата ҫитмешкӗн Турӑ ирӗкне ыйтса кӗлтунӑ чухне эпӗ яланах сире асӑнатӑп: 11. мӗн те пулин чуна кирлине парса сире ҫирӗп ӗненекен тумашкӑн 12. тата сирӗнпе пӗрле хамӑр пӗр пек ӗненнипе савӑнмашкӑн манӑн сире питӗ курассӑм килет.
Рим 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Тӗнче те, унта илӗртекенни-сӑхлантараканни те пӗтет, Турӑ ирӗкне туса тӑракан вара ӗмӗрех пурӑнать.17. И мир проходит, и похоть его, а исполняющий волю Божию пребывает вовек.
1 Ин 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Вӑл вара мана каларӗ: «хамӑр аттемӗрсенӗн Турри сана Хӑйӗн ирӗкне пӗлтерме тата Сӑваплине куртӑр, Унӑн ҫӑварӗнчен тухнӑ сасса илттӗр тесе малтанах суйласа илнӗ: 15. Ун ҫинчен ху мӗн илтнине, мӗн курнине эсӗ пур ҫын умӗнче те каласа кӑтартакан пулӑн. 16. Эппин, мӗншӗн вӑраха яратӑн?
Ап ӗҫс 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Ҫавӑнпа ӗнтӗ сире паянхи кун татӑклӑн калатӑп: сирӗнтен хӑшӗ те пулин ҫӑлӑнаймасассӑн, эпӗ ҫавӑншӑн айӑплӑ пулмӑп, 27. мӗншӗн тесессӗн эпӗ Туррӑн пӗр ирӗкне те сире пӗлтермесӗр хӑвармарӑм.
Ап ӗҫс 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Давид хӑй ӗмӗрӗнче Турӑ ирӗкне туса пурӑннӑ, унтан вилнӗ те канӑҫлӑ ашшӗсемпе пӗрлешнӗ, ҫӗрнӗ.36. Давид, в свое время послужив изволению Божию, почил и приложился к отцам своим, и увидел тление;
Ап ӗҫс 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
47. Хуҫи ирӗкне пӗлсе те хатӗр тӑман, унӑн ирӗкне туман чурана хытӑ хӗнӗҫ.
Лк 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Унтан пурне те каланӑ: Ман хыҫҫӑн пырас теекенӗ хӑй ирӗкне пӑрахтӑр та, хӗресне илсе, Ман хыҫҫӑн пытӑр.
Лк 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Ӑна итленӗ пӗтӗм халӑх, ӗнтӗ куланай пуҫтаракансем те, Иоанн патӗнче шыва кӗрсе Турра мухтанӑ; 30. фарисейсемпе саккунҫӑсем вара ун патӗнче шыва кӗмен, ҫапла Туррӑн хӑйсемшӗн пулнӑ ирӗкне йышӑнман.
Лк 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Унтан вӗренекенӗсене тата халӑха чӗнсе илсе каланӑ: Ман хыҫҫӑн пырас теекенӗ хӑй ирӗкне пӑрахтӑр та, хӗресне илсе, Ман хыҫҫӑн пытӑр.
Мк 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Унтан Хӑй тавра ларакансене куҫӗпе пӑхса ҫаврӑнса ҫапла калать: акӑ Манӑн аннем, акӑ Манӑн тӑванӑмсем; 35. кам Турӑ ирӗкне туса пурӑнать, ҫавӑ Манӑн пиччем-шӑллӑм та, аппам-йӑмӑкӑм та, аннем те пулать, тет.
Мк 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Иккӗшӗнчен хӑшӗ ашшӗ ирӗкне пурӑнӑҫланӑ? тенӗ.
Мф 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Ҫавӑн чухне Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсене каланӑ: Ман хыҫҫӑн пырас теекен хӑй ирӗкне пӑрахтӑр та хӗресне илсе Ман хыҫҫӑн пытӑр; 25. кам хӑй чунне упраса хӑварас тет, вӑл ӑна ҫухатӗ; кам хӑй чунне Маншӑн ҫухатӗ, вӑл ӑна упраса хӑварӗ; 26. пӗтӗм тӗнчене алла илсе хӑй чунне сиен тӑвакан ҫынна мӗн усси пулӗ? ҫын хӑй чунне мӗн тӳлесе илейӗ? 27. мӗншӗн тесессӗн Этем Ывӑлӗ Ашшӗ мухтавлӑхӗпе, Хӑйӗн ангелӗсемпе килӗ те пурне те ӗҫӗсене кура тавӑрса парӗ.
Мф 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
49. Унтан вӗренекенӗсем ҫинелле аллипе кӑтартса каланӑ: акӑ Манӑн аннем, акӑ Манӑн тӑванӑмсем: 50. кам Ҫӳлти Аттемӗн ирӗкне пурӑнӑҫласа пурӑнать, ҫавӑ Манӑн пиччем-шӑллӑм та, аппам-йӑмӑкӑм та, аннем те пулать, тенӗ.
Мф 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Мана: «эй Ҫӳлхуҫамӑр! эй Ҫӳлхуҫамӑр!» тесе калакан кашни ҫынах Ҫӳлти Патшалӑха кӗреймӗ, унта Ҫӳлти Аттемӗн ирӗкне пурӑнӑҫлакан ҫеҫ кӗрейӗ.
Мф 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.