Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

енчи (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӳсеймерӗ Хура Ҫимун, сӗтел хушшинчен тухрӗ те, картиш енчи чӳречене уҫса, чӗлӗм туртса ячӗ.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Васкамасӑр чӗлӗмне тивертрӗ, те Ҫимун сапаланма пуҫланӑ шухӑшсене йӗркене кӗртме ҫул тепӗр енчи тайлӑк хурӑн айне кайса выртрӗ.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Аслӑ ҫулӑн тепӗр енчи ҫӗнӗ ҫуртра колхоз правленийӗ, ял Совечӗпе почта уйрӑмӗ, перекет касси, медпункт, библиотека вырнаҫнӑ.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫилли час сӳрӗлекенскер, хӑйне алла илчӗ пулмалла, тепӗр самантранах вӑл тусан тустарса тӑвалла хӑпарса кайни урам енчи шӗтӗрнек витӗр курӑнса юлчӗ.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хапха патне Трифун пычӗ, урам енчи ҫынпа тем калаҫса илнӗ хыҫҫӑн пулмалла, пӗчӗк хапхине уҫрӗ.

Помоги переводом

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сулахай енчи стена ҫумӗнче ҫӳлӗк.

Помоги переводом

XXI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сылтӑм енчи стена ҫумӗнче тимӗр кравать.

Помоги переводом

XXI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Республикӑн кӑнтӑр енчи ҫыннисем, хӑвах пӗлетӗн, хисеплӗ вулаканӑм (мӗнле ҫемҫерех калам-ши?) — куштанрах.

Помоги переводом

Хаклӑ шӑл // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 62–72 с.

Хӗвел шевлисем, кӑнтӑр енчи чӳречесенчен ерипен-ерипен кӗрсе, ҫунакан ҫуртасенчен йӑсӑрланакан тӗтӗм тӗтрине сирсе, хӗрарӑмсен тутӑрлӑ пуҫӗсем ҫинче йӑлкӑшма пуҫларӗҫ.

Помоги переводом

Асамлӑ ҫул // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 54–62 с.

Кӑштахран ҫеҫ акӑ кантӑксем витӗр хӑйи-хӑйми кӗрсе алтарь ӑшне ачашшӑн ҫутатрӗ, унтан кӑнтӑр енчи стенана асӑрхануллӑн сӗртӗнсе ӑшӑтма пуҫларӗ.

Помоги переводом

Асамлӑ ҫул // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 54–62 с.

Вӗренмелли корпусӑн тепӗр енчи вахтине ҫитсе 2-06 аудитори ӑҫтине кӑтартма ыйтрӑм.

Помоги переводом

Борсалино тӗрӗслевӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 46–54 с.

Халӗ эсӗ ак ҫапла кайса, ҫак алӑкран кӗрсе сулахай енчи аудиторие туп, — ман удостоверени ҫинчех ручкӑпа схема ӳкерсе пачӗ.

Помоги переводом

Борсалино тӗрӗслевӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 46–54 с.

Ҫӗнӗ кун килнине систерсе-пӗлтерсе аякри вӑрман хыҫӗнчен васкамасӑр тухакан хӗвел урам енчи чӳречесенчен «пӳрте кӗрсе» пит-куҫа ҫутатнипе вӑранса кайрӗ Виталий.

Помоги переводом

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Пӳлӗм хуҫи пӗр вӑхӑт урам енчи чӳречесем ҫине тинкерсе пӑхса ларнӑ хыҫҫӑн район центрӗнчен ҫывӑхри салари шкулта пионер вожатӑйӗ кирлине пӗлтерчӗ, Татьянӑна унта ӗҫе кӗме сӗнчӗ.

Помоги переводом

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Кин кӗртекенсем хуларан килнӗ хӗр енчи тӑванӗсене пахча-ҫимӗҫ, аш-какайне тултарса парса ячӗҫ.

Помоги переводом

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Вӑл сӑмах тупса калаймарӗ, хӗре ачашшӑн ыталаса чуптурӗ те, ҫамрӑксем, юнашар тӑрса, ҫырма леш енчи урам варринчи ҫурт еннелле утрӗҫ…

Помоги переводом

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Упӑшки енчи тӑванӗсен хӗрӗсене те, качча кайнӑ чухне, пилӗк тӳшек парнеленӗ.

Помоги переводом

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Арӑмӗ енчи тӑванӗсем патне хӑнана кайнӑ Левентисем ҫаплах таврӑнман.

Помоги переводом

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Ҫырма леш енчи «окоприсем» те «хаяр сапӑҫӑва» хатӗрленеҫҫӗ, чупкаласа юр катӑкӗсем пуҫтараҫҫӗ, пӗр-пӗрне тем ӑнлантараҫҫӗ, «туппи-пулеметне» меллӗрех вырнаҫтараҫҫӗ.

Помоги переводом

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

Ҫавӑнпа сире республикӑн кӑнтӑр енчи Каҫал районӗн хаҫат редакторӗ пулма сӗнесшӗн.

Помоги переводом

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней