Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ентеш сăмах пирĕн базăра пур.
ентеш (тĕпĕ: ентеш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шупашкарта халӗ пирӗн ентеш, Совет Союзӗн Геройӗ Алексей Логинов ячӗпе хисепленекен урам пур.

Помоги переводом

Ентешӗн палӑкне уҫнӑ // А.КАРПОВА. Пирӗн пурнӑҫ, 2019.05.17

Район хаҫачӗн редакторӗнче ентеш Петр Иванович Краснов тимлетчӗ.

Редактором в районной газете трудился земляк Петр Иванович Краснов.

Тава тивӗҫлисенчен пӗри // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2012.07.11

Каярах ентеш 1-мӗш Белорусси, 3-мӗш Прибалтика фрончӗсен йышӗнче фашистсемпе ҫапӑҫнӑ.

Потом земляк в числе 1-ого Белорусского, 3-его Прибалтийского фронтов сражался с фашистами.

Тӑванлӑх йӗрне кӗнекесем упрӗҫ // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/2730-t-v ... ekesem-upr

ӳЧи малтанах вара февралӗн 22-мӗшӗнче Шупашкар хулинчи В.Ярды ячӗпе хисепленекен Олимп резервӗсен спорт шкулӗнче пирӗн ентеш, Шурут-Нурӑс ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Владислав Ильин вице-адмирал ячӗпе волейбол турнирӗ иртнӗ.

Помоги переводом

Уяв кунӗнче ӑмӑртусенче тупӑшнӑ, сывлӑха ҫирӗплетнӗ // Каҫал Ен. Каҫал Ен, 2019.02.26

Пединститутра ӗҫлекен хамӑрӑн ентеш А.С.Канюкова доцент манӑн тата икӗ хӗрачан заявленине чӑваш уйрӑмне куҫарса хунӑ.

Помоги переводом

«Хамӑра сӳрӗкленме памалла мар» // Геннадий Дегтярев. «Хыпар», 2009.03.28, 58-59№№, 14 стр.

Ҫӗршыв ӑмӑртӑвӗнче пьедестал ҫине пирӗн тепӗр ентеш — Йӗпреҫ районӗнчи Пучинке пики Джанита Щербина-Павлова /хальхи вӑхӑтра вӑл Самар облаҫӗнче пурӑнать/ — хӑпарнӑ.

Помоги переводом

Крымран — тӑватӑ медальпе // Петр СИДОРОВ. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Кунта хӑвӑрт утассипе пирӗн ентеш Виктор Семенов икӗ ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ.

Помоги переводом

Икӗ хутчен «ылтӑн» ҫӗнсе илнӗ // М. МИХАЙЛОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.07.29

Репертуара ҫак картинӑсене кӗртнӗ: «Хорло», «Чувашские амазонки», «Чӑваш тӗнчи», «Ҫӗнӗ шӑпӑр ҫӗнӗлле шӑлать», «История великого народа» (продюсерӗ - пирӗн ентеш, Мӑн Этмен тӑрӑхӗнчи Юрий Михеев).

В репертуар включили такие картины, как "Хорло", "Чувашские амазонки", "Чувашская страна", "Новая метла по-новому метет", "История великого народа" (продюсер - наш земляк, Юрий Михеев из Великих Этмен).

"Кино каҫӗ" акци иртет // Пирӗн пурнӑҫ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.07.29

Кунта килсен пирӗн ентеш поварта ӗҫленӗ.

Помоги переводом

Пуҫлӑх арӑмӗ пулма ҫӑмӑл мар // Нина Еграшкина. «Канаш», 20(1369)№, 2016.05.20

Вӑл, хӑвӑрах пӗлетӗр, пирӗн ентеш, юлташ.

Помоги переводом

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Ҫӗнтерӳҫӗ ятне пирӗн ентеш, РФ спорт мастерӗ Дмитрий Смирнов, тивӗҫрӗ.

Помоги переводом

Вӑйлисен вӑййи аталанать // А.МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Тутарстанра ҫулран-ҫул ырӑ ӗҫсем тӑвакан ҫак ҫыннӑн ытти сӑмахӗсем те чӗрене кӗрсе юлчӗҫ: — Эпӗ савӑнатӑп, пирӗн ентеш Тутарстанӑн ҫеҫ мар, пӗтӗм Раҫҫей ҫӗршывӗн мӑнаҫлӑхӗ пулнишӗн.

Слова этого человека, который из года в год творит в Татарстане добрые дела, остались в сердце: - Я радуюсь, что наш земляк стал гордостью не только Татарстана, но всей России.

Ырӑ ӗҫ пархатара тивӗҫ // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15

Пирӗн телее, бюста тума тата юбилей мероприятийӗсене хатӗрлеме Хусанти авиапромышленность предприятийӗсен ертӳҫисем, пирӗн ентеш, Шупашкарти пысӑк строительство компанийӗн директорӗ Н.Угаслов пулӑшрӗҫ.

К нашему счастью, изготовить бюст и подготовить юбилейные мероприятия помогли ведущие предприятий Казанской авиапромышленности, наш земляк, директор Чебоксарской строительной компании Н.Угаслов.

Ырӑ ӗҫ пархатара тивӗҫ // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15

Унта кӗнӗ калавсене пирӗн ентеш, тава тивӗҫлӗ педагог Пантелеймон Григорьевич Сулбаев куҫарнӑ.

Помоги переводом

Сӑмахӗсем паян та чӗрӗ // Сувар. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18

Унӑн авторӗ — пурнӑҫран вӑхӑтсӑр уйрӑлса кайнӑ Владимир Ермолаев хӑй тӗллӗн вӗреннӗ композитор, пирӗн ентеш.

Помоги переводом

Мал ӗмӗтлӗ Карина // Юрий МИХАЙЛОВ. «Урал сасси», 2016.06.22

Ентеш пурнӑҫӗпе 1981 ҫултанпа кӑсӑкланать вӑл, унпа ҫыхӑннӑ документсем пухать, статьясем ҫырать.

Помоги переводом

Чӑваш Ен тата Беларуҫ: туслӑх ҫирӗпленет // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Пирӗн ентеш аслӑ матросран (ефрейтортан) тӗп старшинана ҫити ӳснӗ, яла мичман званине илсе таврӑннӑ.

Наш земляк от старшего матроса вырос до главного старшины, в деревню вернулся в звании мичмана.

Хӗр чӗрисене ҫунтарнӑ // АНАТОЛИЙ ЛЕПИН. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Пирӗн ентеш хӑй вӑхӑтӗнче, лӑпкӑ мар тапхӑрта, Демократиллӗ Афганистан Республикинче экономистра вӑй хунӑ.

Наша землячка в своё время трудилась экономистом в непростой ситуации в Демократической Республике Афганистан.

Униҫҫи аппан савӑнӑҫӗ // Ял пурнӑҫӗ. «Ял пурнӑҫӗ», 2016.07.25

Ҫавӑн пекех Ҫуркуннепе Ӗҫ уявне пуҫтарӑннисене Патӑрьел ял тӑрӑх пуҫлӑхӗ А. Моисеев, «Россемена» тулли мар яваплӑ обществӑн генеральнӑй директорӗ, хисеплӗ ентеш В. Нягин, нумай ҫул «Труд» хуҫалӑхне ертсе пыракан Н. Михайлов саламларӗҫ, пурне те тӑнӑҫ пурнӑҫ, килӗшӳ, пысӑк юрату сунчӗҫ.

Помоги переводом

Паттӑрсен ячӗпе — Мухтав аллейи // А. НИКОЛАЕВ. «Авангард», 2016.05.06

Эпир пирӗн ентеш Мускавра иртекен парадра утакан салтаксем хушшинче пуласса маларах пӗлнӗччӗ.

Помоги переводом

Мускаври Хӗрлӗ пдлощадьри парада хутшӑннӑ ентешсем // П.ЗАЙЦЕВ. «Каҫал Ен», 2016.05.06

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней