Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вара ыттисен те чунӗсем ҫемҫелчӗҫ, Джима ҫапла хута кӗнӗшӗн эпӗ тухтӑра чӗререн тав турӑм; вӑл та Джим пирки ман пекех шухӑшланӑшӑн ҫав тери савӑнтӑм; эпӗ Джимпа паллашсанах унӑн чунӗ ыррине, вӑл лайӑх ҫын иккенне туйса илнӗччӗ.
Хӗрӗх иккӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Джима вӗсем хытӑ вӑрҫрӗҫ, пӗр-икӗ хут питӗнчен ҫупкӑ та пачӗҫ, Джим пӗр сӑмах та каламарӗ, хӑй мана пӗлнине пач та палӑртмарӗ; вара ӑна хӑй ларнӑ хӳшше каллех кайса хупрӗҫ, кивӗ тумнех тӑхӑнтартса, каллех сӑнчӑрларӗҫ, анчах халӗ кравать уринчен мар, стенан аялти пӗрени ҫине ҫапса лартнӑ тимӗр ункӑран кӑкарчӗҫ, унӑн хуҫи киличчен шывпа ҫӑкӑр кӑна ҫитерме хушрӗҫ, хуҫи килмесен, аукционтан сутса яричченех ӑна ҫапла усрамалла терӗҫ; эпир чавнӑ ҫула питӗрсе хучӗҫ, ҫӗрле икӗ фермера пӑшалпа хурал тӑратма, кӑнтӑрла алӑк умне бульдог кӑкарма йышӑнчӗҫ; пӗтӗм ӗҫсем пирки калаҫса татӑлнӑ хыҫҫӑн вӗсем Джима татах тепӗр кана ахалех, ӗҫсӗр аптранипе, вӑрҫма тытӑнчӗҫ, вара ватӑ тухтӑр кӑштах итлекелесе тӑчӗ те ҫапла каларӗ:
Хӗрӗх иккӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Джима Лир король тумне тӑхӑнтартрӗ: кантӑк карри тумалли ҫитсӑран ҫӗленӗ вӑрӑм халат, кӑвакарнӑ ҫӳҫ тӗслӗ парик, лаша хӗлӗхӗнчен тунӑ сухал тупрӗ, унтан хӑйӗн театрӗнчи сӑрсене илчӗ те Джим мӑйне, питне, аллисене, хӑлхисене сӑрларӗ — йӑлтах тӗттӗм кӑвак сӑрпа сӑрларӗ, Джим вара шыва путса вилнӗ, шыв тӗпӗнче эрне выртнӑ ҫын тӗслӗ пулса тӑчӗ.
Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
— Ах, Джим, Джим, эпӗ пӗтӗмпех ишӗлсе антӑм-ҫке.
XXVI сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
— Джим, Джим, — тет вӑл тепӗр хут, кӑмӑлтан тулса.
XV сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
— Джим, Джим! — тесе кӑшкӑрчӗ вӑл.
XIII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Эпир хӑвӑртрах Джимӑн сӑнчӑрӗсене салтса ятӑмӑр, чирлӗ Тома пӑхма Джим тухтӑра мӗн тери пулӑшнине пӗлсен, Салли аппапа Сайлас тете тата Полли аппа ӑна алӑ ҫинчех йӑтса ҫӳреме тытӑнчӗҫ темелле: ӑна лайӑхрах пӳлӗме вырнаҫтарчӗҫ, мӗн ҫиес килнӗ ҫавна ҫитерчӗҫ, ӑна пӗртте кичем ан пултӑр тесе тӑратчӗҫ, нимӗнле ӗҫ те тутармарӗҫ.
Юлашки сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Том кун пирки акӑ мӗн каларӗ: енчен Джима йӗркеллӗ илсе тухса кайма пултарнӑ пулсан, эпир сулӑпа анаталла, юханшыв вӑррине ҫитиччен каяттӑмӑр — ахальшӗнех, тӗрлӗ мыскарасем тӑвассишӗн кӑна, — малтанах ҫапла шухӑшласа хунӑ-мӗн Том, — ҫакӑн хыҫҫӑн тин вӑл Джим ирӗклӗ ҫын иккенне пӗлтерес тенӗ; эпир вара ӑна пӑрахутпа илсе каяттӑмӑр, вӑхӑт ирттернӗшӗн ӑна укҫа тӳлеттӗмӗр, ӑна кӗтсе илме пур негрсем те тухчӑр тесе малтан ҫыру ҫыраттӑмӑр, хулана эпир ӑна факелсемпе, музыкӑпа ӑсатса яраттӑмӑр, ҫакӑн хыҫҫӑн вӑл паттӑр пулса тӑратчӗ, эпир те паттӑра тухаттӑмӑр.
Юлашки сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
— …Джима кичем ан пултӑр тесе, ун патне ҫӗленсем, йӗкехӳресем, эрешменсем кӗртсе яма тиврӗ; унтан эсир Тома, шлепки ӑшне ҫу хунӑскере, питӗ вӑрах тытса тӑрса пирӗн ӗҫе чутах пӑсса хумарӑр: эпир тухса тарма ӗлкӗрейменччӗ, фермерсем пырса кӗнӗ чух эпир хӳшӗ ҫумӗнчи сарайрахчӗ; вара хӑвӑртрах тухса шӑвӑнтӑмӑр, вӗсем сисрӗҫ те пире хӑвалама тытӑнчӗҫ; мана ураран персе лектерчӗҫ, вара эпир, ҫулран пӑрӑнса, вӗсене хамӑртан ирттерсе ятӑмӑр; кӗҫех йытӑсем чупса ҫитрӗҫ, вӗсене эпир кирлӗ пулмарӑмӑр, ҫавӑнпа вӗсем лерелле, шӑв-шав илтӗннӗ ҫӗрелле васкарӗҫ, эпир, кимме ларса, сулӑ ҫине йӗркеллех ҫитрӗмӗр, Джим халӗ ирӗкри ҫын, ҫакна эпир пӗтӗмпех хамӑр турӑмӑр — вӑт мӗнле пултартӑмӑр, аппаҫӑм!
Хӗрӗх иккӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Леш фермерсем пурте питӗ хытӑ тарӑхнӑ, вӗсем хушшинче Джима ҫакса вӗлерес текенсем те пур: «Кунти негрсем хӑраса тӑччӑр, Джим пек шӑв-шавлӑ пӑтӑрмах туса тарма ан шутлаччӑр, пӗтӗм ҫемьене хӑратса ан пурӑнччӑр», — теҫҫӗ.
Хӗрӗх иккӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
«Ку сӑмахсенчен хӑшне Джим валли суйласа илмелле-ши, — терӗ Том, — пурте вӗсем питӗ лайӑх-ҫке. Эппин, Джим вӗсене пурне те ҫырса хӑвартӑр», — терӗ.
Вӑтӑр саккӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Джимпа иксӗмӗр чул ҫинче перосем хӑйранӑ вӑхӑтра — Джим пӑхӑр перо, эпӗ тӑхлан перо хӑйрарӑмӑр — Том ӑна валли мӗнле герб тумалла-ши тесе шухӑшласа ларчӗ.
Вӑтӑр саккӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Унтан негрсен хӳшшисем патне кайрӑмӑр, эпӗ Ната юриех калаҫтарса тӑтӑм, ҫак вӑхӑтра Том ҫурта тыткӑчӗн пӗр пайне маис пашалӑвӗ ӑшне чиксе хучӗ, пашалӑвӗ Джим валли хатӗрленӗ апат чашӑкӗнче выртатчӗ, кун хыҫҫӑн эпир Ната Джим патне ӑсатрӑмӑр.
Вӑтӑр улттӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Том ҫав тери савӑнӑҫлӑ, кунашкал хаваслӑ вӑйӑ, тата ҫав тери килентерсе шухӑшлаттаракан япала нихҫан та пулманччӗ-ха тет, май килес пулсан эпӗ ӗмӗр тӑршшӗпех ҫак вӑййа выляттӑм, кайран Джима ирӗке кӑларма хамӑн ачасене халал парса хӑварӑттӑм тет, мӗншӗн тесен Джим майӗпен-майӗпен хӑнӑхса пырать те кунти пурнӑҫа килӗштерсех пӑрахать.
Вӑтӑр улттӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Ал сӗмӗпе хыпашласа тупнӑ ҫуртана ҫутса, ҫывӑракан Джим ҫине пӗр авӑк пӑхса тӑтӑмӑр — тӗреклӗ те патвар ҫын-ха вӑл Джим — вара ӑна хуллен вӑратма тытӑнтӑмӑр.
Вӑтӑр улттӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
«Ку шӑпах Джим кравачӗ тӗлӗнче — терӗ Том — ҫавӑн айне шӑтарса тухмалла, хамӑр ӗҫ вӗҫленсен, унта шӑтӑк пуррине никам та курмасть, мӗншӗн тесен Джим утиялӗ ҫӗре ҫитиех усӑнса тӑрать, ӑна ҫӗклесе кравать айнелле пӑхсан тин ҫав шӑтӑка курма пулать».
Вӑтӑр улттӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
«Джима тӗрмерен тартма арбуз кирлӗ мар-ҫке, акӑ мӗнле уйрӑмлӑх кунта, — тет. — Вӑт эсӗ ҫав арбуз ӑшне Джим валли ҫӗҫӗ чиксе янӑ пулсан, — лешӗ тӗрме хуралҫине вӗлертӗр тесе, — вара пӗтӗмпех йӗркеллӗ пулатчӗ».
Вӑтӑр пиллӗкмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
«Уотсон мисс, сирӗн тарнӑ негру Джим Пайсквилл хулинчен икӗ мильӑра, Фелпс мистер патӗнче пурӑнать, эсир ӑна укҫа ярса парсан, вӑл сире Джима тавӑрса парать.
Вӑтӑр пӗрремӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Ҫавӑнпа эпӗ кимӗ тупичченех пӗр чарӑнмасӑр чупрӑм, сулӑ патне ҫитсен, Джима хӑвӑртрах тапранса кайма хушрӑм, унсӑрӑн вӗсем мана хӑваласа ҫитсе ҫакса хураҫҫӗ терӗм, тата эсир, герцогпа иксӗр, тен, ҫут тӗнчере те ҫук пулӗ терӗм, эпӗ сире ҫав тери хӗрхентӗм, Джим та питӗ шеллерӗ, ҫавӑнпа, сире курсан, эпӗ питӗ хӗпӗртерӗм.
Вӑтӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Джим хӳшӗрен чупса тухрӗ, аллисене сарса, мана ыталаса илчӗ — ҫав тери савӑннӑ вӑл; анчах эпӗ ҫиҫӗм ҫутинче ӑна курсан, манӑн чун тухсах тарчӗ — эпӗ каялла чака-чака шыва ӳкрӗм; ара, Джим Лир королӗ те, шыва путса вилнӗ араба та вылянине мансах кайнӑ-ҫке эпӗ, хӑранипе чутах вилмерӗм.
Ҫирӗм тӑххӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.