Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

вӗҫӗнче (тĕпĕ: вӗҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
19. Кулленех асапланнӑ вӑл, вара иккӗмӗш ҫулталӑк вӗҫӗнче чире пула унӑн ӑшӗ-чикки юхса тухнӑ, вӑл хӑрушла асапланса вилнӗ; унӑн ашшӗсене пытарнӑ чухне халӑх ырӑ шӑршӑлӑх ҫунтарнӑ пулсассӑн, ӑна пытарнӑ чухне ун пек туман.

19. Так было со дня на день, а к концу второго года выпали внутренности его от болезни его, и он умер в жестоких страданиях; и не сожег для него народ его благовоний, как делал то для отцов его.

2 Ҫулс 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

16. Ыран вӗсене хирӗҫ ҫӗкленсе тухӑр: авӑ вӗсем Циц сӑрчӗ ҫинелле улӑхаҫҫӗ, эсир вара вӗсене айлӑм вӗҫӗнче, Иеруил пушхирӗ умӗнче, шыраса тупатӑр.

16. Завтра выступите против них: вот они всходят на возвышенность Циц, и вы найдете их на конце долины, пред пустынею Иеруилом.

2 Ҫулс 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

6. Илия куҫне уҫса пӑхнӑ та — курӑсӑн, ун пуҫӗ вӗҫӗнче пашалу выртать, пӗр кӑкшӑм шыв ларать.

6. И взглянул Илия, и вот, у изголовья его печеная лепешка и кувшин воды.

3 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2. Ман ӑшӑмра Ҫӳлхуҫа Сывлӑшӗ калаҫать, чӗлхем вӗҫӗнче — Унӑн сӑмахӗ.

2. Дух Господень говорит во мне, и слово Его на языке у меня.

2 Пат 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

16. Тарҫӑсем ҫитнӗ те, акӑ вырӑн ҫинче — тӑм кӗлетке, пуҫ вӗҫӗнче — качака тирӗ.

16. И пришли слуги, и вот, на постели статуя, а в изголовье ее козья кожа.

1 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

14. Ҫапла Руфь унӑн ури вӗҫӗнче ирччен ҫывӑрнӑ, ирхине вара тул ҫутӑличченех — пӗр-пӗрне уҫӑмлӑн куричченех — тӑнӑ.

14. И спала она у ног его до утра и встала прежде, нежели могли они распознать друг друга.

Руфь 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Ҫур ҫӗр тӗлӗнче Вооз шартах сиксе вӑраннӑ та тӑрса ларнӑ: акӑ ун ури вӗҫӗнче хӗрарӑм выртать.

8. В полночь он содрогнулся, приподнялся, и вот, у ног его лежит женщина.

Руфь 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

66. Пурӑнӑҫу ҫӳҫӳ вӗҫӗнче ҫакӑнса тӑрӗ, кунӗн-ҫӗрӗн чӗтресе ҫӳрӗн, хӑвӑн пурӑнӑҫна ху шанми пулӑн; 67. чӗрӳ тухса ӳкесле сикнӗрен, ҫапла чӗтресе пурӑннӑран, хӑвӑн куҫупа ху мӗн курса тӑнӑран ирхине эсӗ: «ах, каҫ пулинччӗ!» тейӗн, каҫхине вара: «ах, хӑвӑртрах тул ҫутӑлинччӗ!» тейӗн; 68. вара Ҫӳлхуҫа сана, карапсем ҫине лартса, эпӗ хӑвна: «эсӗ ӑна урӑх кураймӑн» тенӗ ҫулпа каялла Египет ҫӗршывне тавӑрӗ; унта сире арҫын чурасем, хӗрарӑм чурасем тума хӑвӑр тӑшманӑрсене сутасшӑн пулӗҫ, анчах туянаканӗ тупӑнмӗ.

66. Жизнь твоя будет висеть пред тобою, и будешь трепетать ночью и днем, и не будешь уверен в жизни твоей; 67. от трепета сердца твоего, которым ты будешь объят, и от того, что ты будешь видеть глазами твоими, утром ты скажешь: "о, если бы пришел вечер!", а вечером скажешь: "о, если бы наступило утро!" 68. и возвратит тебя Господь в Египет на кораблях тем путем, о котором я сказал тебе: "ты более не увидишь его"; и там будете продаваться врагам вашим в рабов и в рабынь, и не будет покупающего.

Аст 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Кашни ҫиччӗмӗш ҫул вӗҫӗнче парӑмлисене каҫар.

1. В седьмой год делай прощение.

Аст 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

22. Тата эрнесен уявне, тулӑ вырма пуҫланине, уявла, ҫулталӑк вӗҫӗнче ҫимӗҫ пухса кӗртнӗ ятпа авӑн уявӗ ту; 23. ҫулталӑкра виҫӗ хутчен санӑн пур арҫынну та Патша умне, Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри умне, пырса тӑтӑр, 24. Эпӗ халӑхсене сан умӑнтан хӑваласа ярӑп, санӑн чиккӳсене сарӑп, эхер те эсӗ хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Туррун куҫӗ умне ҫулталӑкра виҫӗ хутчен пырса тӑрсассӑн, санӑн ҫӗрне никам та хапсӑнмӗ.

22. И праздник седмиц совершай, праздник начатков жатвы пшеницы и праздник собирания плодов в конце года; 23. три раза в году должен являться весь мужеский пол твой пред лице Владыки, Господа Бога Израилева, 24. ибо Я прогоню народы от лица твоего и распространю пределы твои, и никто не пожелает земли твоей, если ты будешь являться пред лице Господа Бога твоего три раза в году.

Тух 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

15. Кӗлӗ чатӑрӗ валли ситтим йывӑҫӗнчен пӑрӑссем ту, вӗсем тӑратмалли юпасем пулччӑр: 16. тӑршшӗне вунӑ чике [ту], кашни пӑрӑсӗн сарлакӑшӗ чике ҫурӑ; 17. кашни пӑрӑсӗн [вӗҫӗнче] икӗ чӗмек, вӗсем пӗр-пӗрне хире-хирӗҫ: кӗлӗ чатӑрӗн пӗтӗм пӑрӑсне ҫапла ту.

15. И сделай брусья для скинии из дерева ситтим, чтобы они стояли: 16. длиною в десять локтей [сделай] брус, и полтора локтя каждому брусу ширина; 17. у каждого бруса по два шипа [на концах], один против другого: так сделай у всех брусьев скинии.

Тух 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

14. Ҫулталӑкра Маншӑн виҫӗ уяв ту: 15. тутлӑлла ҫӑкӑр уявне туса тӑр: Эпӗ сана хушнӑ пек, каласа хунӑ вӑхӑтра — авив уйӑхӗнче — ҫичӗ кун тутлӑлла ҫӑкӑр ҫи, мӗншӗн тесессӗн эсӗ ҫак уйӑхра Египетран тухнӑ; Манӑн куҫӑм умне пушӑ алӑпа ан пыччӑр; 16. хирне акса, ху ӗҫлесе тунӑ ҫӗнӗ тырӑ уявӗ ту, хирти ӗҫӳсене пӗтерсессӗн, ҫулталӑк вӗҫӗнче ҫимӗҫ пухса кӗртнӗ ятпа авӑн уявӗ ту.

14. Три раза в году празднуй Мне: 15. наблюдай праздник опресноков: семь дней ешь пресный хлеб, как Я повелел тебе, в назначенное время месяца Авива, ибо в оном ты вышел из Египта; и пусть не являются пред лице Мое с пустыми руками; 16. наблюдай и праздник жатвы первых плодов труда твоего, какие ты сеял на поле, и праздник собирания плодов в конце года, когда уберешь с поля работу твою.

Тух 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Лару вӗҫӗнче смотр-конкурс ҫӗнтерӳҫисене наградӑсемпе чысларӗҫ.

Помоги переводом

Ҫуллахи Олимпиадӑна хутшӑнма Чӑваш Енӗн 34 спортсменӗ хатӗрленет // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Ҫакӑ иртнӗ ҫул вӗҫӗнче апат-ҫимӗҫ хакӗсем пӗчӗкленнипе сӑлтавланнӑ имӗш.

Помоги переводом

Пысӑкланакан бюджет та перекете тӗпе хурать // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Этнографи залӗнчи чи «ватӑ» экспонат — чӑваш хӗрарӑмӗн XIX ӗмӗр вӗҫӗнче ҫӗленӗ кӗпи.

Помоги переводом

Ҫитсе курӑр Муркаш тӑрӑхне // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Ҫыравҫӑн аслашшӗ иртнӗ ӗмӗрӗн 20-мӗш ҫулӗсен вӗҫӗнче Мӑн Сӗнтӗр чиркӗвӗн пачӑшки пулнӑ.

Помоги переводом

Ҫитсе курӑр Муркаш тӑрӑхне // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Пӗррехинче киле кӗнӗ чухне хам та арӑмӑн еркӗнӗпе крыльца вӗҫӗнче тӗл пултӑм.

Помоги переводом

Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та пӗр-пӗрне лӑпкӑ пурнӑҫ кӑтартмаҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

«Тен, амӑшӗ укҫан пулӑшӗ?» — ҫак тӗллевпе пӗлтӗрхи ҫулталӑк вӗҫӗнче вӗсем — Володя, Ирина, Владик — Ольга Краснова патне кӳршӗ яла кайнӑ.

Помоги переводом

Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та пӗр-пӗрне лӑпкӑ пурнӑҫ кӑтартмаҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Вӑл ман пата Мускава янӑ пӗр ҫыру вӗҫӗнче ҫапла пил панӑччӗ: «Петя, йӗркеллӗ пул!

Помоги переводом

«Иринӑна хисеплесе сӑнарсем калӑплатӑп» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

2013 ҫул вӗҫӗнче Канаш районӗнчи Киров ячӗллӗ хуҫалӑх Атнашра 200 пуҫ усрамалӑх ӗне ферми хута янӑ.

Помоги переводом

Ҫамрӑксем тислӗк шӑршинчен йӗрӗнмеҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней