Поиск
Шырав ĕçĕ:
Сергей тырӑ хушшинче выртакан ҫул ҫине ним шухӑшсӑр пӑхса пычӗ, вӑл машинӑна хирӗҫ вӗҫсӗр хӑю пек хирӗҫ чупса пырать.
V сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Авӑнӑн тӗттӗм маччи айӗнче планетӑсем хушшинчи тӗлӗнмелле вӑрттӑн калаҫу янӑраса тӑнӑ, вара ҫакӑнти ҫынсем хӑйсене хӑйсем тӗнчери вӗҫсӗр талккӑмлӑхра ҫухалса кайнӑ пекех туйнӑ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
Умра вара манӑн кӗвӗҫӳ вутне чӗртекен пӗр вӗҫсӗр картинӑсем, пӗринчен тепри вӑтанусӑр-намӑссӑртархскерсем, уҫӑмлӑн туха-туха тӑма пуҫларӗҫ — пӗтӗмпех ҫавӑн ҫинчен, унта хамсӑр мӗн пулса иртни, арӑм мана мӗнле улталани, сутни ҫинчен.
XXV // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
— Ача ҫуратма пӑрахсан, ӑна самаях ӳт хушӑнчӗ, ҫав чирӗ те унӑн — ачасем пирки пӗр вӗҫсӗр пӑшӑрханасси — ирте пуҫларӗ.
XIX // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Ҫакна пула вӗсем, мӗскӗнсем, питӗ терт куратчӗҫ, анчах пӗр вӗҫсӗр вӑрҫӑра пирӗн вӗсем ҫинчен шухӑшлама вӑхӑт пулман.
XVI // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Анчах та ҫук, вӑл хӑй те чӑтма ҫук асапланнӑ, ачасен чир-чӗрӗшӗн, вӗсен сывлӑхӗшӗн пӗр вӗҫсӗр пӑшӑрханнӑ.Но нет, она сама страшно мучалась и казнилась постоянно с детьми, с их здоровьем и болезнями.
XVI // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Ку вӑл — путакан карап ҫинчи евӗрлехчӗ: пӗр вӗҫсӗр хӑрушлӑх, ҫав хӑрушлӑхран хӑтӑлни; ҫӗнӗрен хупласа килекен хӑрушлӑх — каллех мӗнпур вӑя хурса унран хӑтӑлни.
XVI // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Хӗрарӑмшӑн ҫапла икӗ ҫул юлать: пӗри — хӑйне хӑй пӑсса хӑварасси, арҫын лӑпкӑн та пӗр вӗҫсӗр киленсе пурӑнтӑр тесе хӑйӗн хӗрарӑмлӑхне, анне пулас пултарулӑхне ҫухатса пырасси; тепӗр ҫулне вара ҫул теме те ҫук, вӑл таса ҫемье тенисенче ҫутҫанталӑк саккунӗсене тӳррӗнех те киревсӗррӗн пӑсса пыни ҫеҫ: хӗрарӑмӑн, ун пек пулма юрамасть пулин те, пӗр вӑхӑтрах йывӑр ҫын та, ача ӗмӗртсе пурӑнакан та, пӗр-пӗр ҫыннӑн еркӗнӗ те пулмалла.
XIII // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Чи аталанса ҫитнӗ выльӑх йӑхӗн — этемлӗх йӑхӗн — ытти выльӑхсемпе кӗрешсе пӗтес мар тесен, вӗлле хурчӗсем пек пӗрлӗхлӗ пулмалла; унӑн пӗр вӗҫсӗр ӗрчеме юрамасть.
XI // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Ҫитес ӑру та, ун хыҫҫӑнхи тепӗр ӑру та пурнӑҫлаймарӗ тейӗпӗр — вара тӗллеве вӗҫне ҫити пурнӑҫличченех, пророксем калани килсе ҫитичченех, ҫынсем пурте пӗрлӗхлӗ пуличченех пӗр вӗҫсӗр ҫапла тӑсӑлса пырать.
XI // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Морфинистсем, табак туртакансем, пӗр вӗҫсӗр ӗҫекенсем — пурте пӑсӑлнӑ ҫынсем, ҫавӑн пекех темиҫе хӗрарӑма курса хӑйӗн ӳтне килентернӗ ҫын та — ӗмӗрлӗхех пӑсӑлнӑ ҫын.
IV // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Позднышев кӑна пӗр вӗҫсӗр табак туртрӗ тата леш станцӑрах пӗҫернӗ чейне ӗҫрӗ.Позднышев же все курил и пил заваренный еще на той станции чай.
II // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Ыр ҫын тутлӑ ыйхӑпа ҫывӑракан ҫакӑн пек вӑхӑтра хитре мар лаша ҫинче ларса мужиксемпе калаҫакан пысӑк атӑллӑ та лутра тӗссӗр ҫынна унӑн ниепле те Драницкая графиньӑран та пуянрах, вӗҫсӗр «ҫаврӑнса» ҫӳрекен тата пурте шыракан, тытма май ҫук вӑрттӑн Варламов тесе калас килмерӗ.
VI // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Ахӑртнех, вӗҫсӗр кулкалакан ҫак ҫын пӑтӑ тутине те туймасть пулӗ, мӗншӗн тесен сӳрӗккӗн, пӑхмасӑр кӑна ҫиет, ҫӑварӗ патне е пушӑ кашӑк, е ытлашши тулли кашӑк иле-иле пырать.
VI // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Малтан вӗсем тарӑн ҫӗрте хӑмӑш ҫумӗпе пычӗҫ; кунта шывӗ Дымова мӑй таран, лутра Кирюха кӗлетки тӗллӗн-тӗллӗн пӗтӗмпех пытанать; вӑл чыхӑна-чыхӑна каять, хӑмпӑ кӑларать, Дымовӗ, чикекен тымарсенчен такӑнса, час-часах ӳкет е сӗрекерен ҫыхланать, иккӗш те вӗсем вӗҫсӗр шавлаҫҫӗ-ҫуйхашаҫҫӗ, пулӑ тытни мар, иртӗхни ҫеҫ пулса тухать юлашкинчен ку вӗсен.
V // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Ҫав питӗ хитре мар мӑкӑльсӗр пуҫне, ку ҫыннӑн тепӗр уйрӑм палли те тӳрех куҫа тӑрӑнать: сулахай аллине вӑл пушӑ тытнӑ, сылтӑммипе куҫа курӑнман темле хор дирижерӗ пек вӗҫсӗр сулласа утать; хушӑран вӑл пушшине хул хушшине хӗстерет, ун чухне вара икӗ аллипе те дирижер пек сулкалама тытӑнать те сӑмси витӗр юрлать.
IV // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Тен, ҫак мучи вӑл вӗҫсӗр шухӑшлакан сивлек ҫын та мар пулӗ, анчах вӑрӑм сӑмсипе хӗрелнӗ куҫ хупанкисене пула ун сӑн-пичӗ вӗҫсӗр тем ҫинчен пӗччен шухӑшлама хӑнӑхнӑ ҫын сӑн-пичӗ евӗр курӑнать.
IV // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Егорушка ларса пыракан хыҫалти лав ҫумӗпе шур сухаллӑ мучи утать, Христофор атте пекех, хытанка та лутра вӑл, пичӗ кӑна хӗвелпе пиҫсе хӑмӑрланса ларнӑ, тата хӑй вӗҫсӗр тем ҫинчен шухӑшлать, пӗрре те кулмасть.
IV // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Пӗр тӗрлӗн вӗҫсӗр чӗриклетсе тӑни сӑпка юрри пек канлӗ туйӑнать; пыратӑн кӳмере ларса, сисмесӗрех тӗлӗре пуҫланине туятӑн, анчах таҫта ҫывӑрса каяйман темле кайӑк канӑҫсӑррӑн та кӗскен кӑшкӑрса ярать кӑна е тата такам тӗлӗнсе ӑнланмалла мар «А-а!» тенӗ евӗр кӑшкӑрнӑн туйӑнса каять ҫеҫ — каллех куҫ хупанкисем уҫӑлаҫҫӗ.
IV // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, Варламовӑн темиҫе вуншар та вуншар пин теҫеттин ҫӗр, питӗ нумай укҫа тата ҫӗр пине яхӑн сурӑх пур иккен, вӑл мӗн ӗҫлесе еплерех пурӑнни пирки калас пулсан, Егорушка ҫынсем ӑна вӗҫсӗр шыранине те Варламовӗ яланах «ҫак вырӑнсенче ҫаврӑнса ҫӳренине» ҫеҫ пӗлет.
IV // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.