Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

вӑтанса (тĕпĕ: вӑтан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эсир, хӗрсем, тата мӗншӗн вӑтанса ларатӑр?

Помоги переводом

IX // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

— Таиҫ килнӗ терӗҫ те, ӗҫе кайиччен кӗрсе тухар терӗмӗр, — терӗ Униҫ инке, вӑтанса кайнӑ хӗрачана пыл тирӗкӗ тыттарса.

Помоги переводом

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Эсир, шоферсем, уйрӑмах… нихӑҫан та пӗччен ларса ҫӳреместӗр вӗт, — ҫумри каччӑ ҫине пӑхмасӑр каларӗ те Лена, хӑй каланӑ сӑмаххинчен хӑй вӑтанса кайрӗ.

Помоги переводом

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ҫумри каччӑ хӑйӗн ҫине юратса та вӑтанса пӑхнине сисместчӗ.

Помоги переводом

III // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Класс ертӳҫи ҫак ҫырса хунӑ йӗркесене вуланӑ хыҫҫӑн хӑйӗнчен хӑй вӑтанса каять, шухӑша путать.

Помоги переводом

Вӗрентекен — пӗлӳ хуҫи, телей тӗнчин чӑн-чӑн уҫҫи… // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/02/14/%d0%b2e%d1% ... 3cc%d0%b8/

— Ҫав каҫ мана Дмитриева хӑй сӑвӑсем ҫырни ҫинчен вӑтанса каларӗ, — терӗ Иванов, тусӗн чӗрине мӗнле шухӑш ыраттарнине сисмесӗр: — «Сӑввӑрсене вулаттарӑр-ха мана», — тетӗп ӑна.

Помоги переводом

XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

«Сӑхсӑхмалла-и, ҫук-и?» — ирӗксӗрех вӑтанса шухӑшларӗ вӑл; хӑй ҫавӑнтах Кӗҫтук каланине аса илчӗ: «Ҫав сӑрланӑ хӑма татӑкне пуҫҫапассӑм ҫук эпӗ. Вилсен те, мана чиркӗве илсе ан кӗрӗр, кӗл тумасӑрах пытарӑр», — тетчӗ турӑсӑр поэт.

Помоги переводом

IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Тавҫӑрса илсенех, вӑтанса кайрӗ, хӑвӑрт сиксе тӑчӗ.

Помоги переводом

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Тата хӗрӗ те курнӑҫланса, турткалашса, вӑтанса тӑраканни пулмарӗ — мана тахҫантанпа пӗлнӗ пекех е, тӳррипе каласан, мана каччӑ вырӑнне хуман пекех, ним ютшӑнмасӑр, именмесӗр калаҫса пычӗ.

Помоги переводом

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Таня ҫав самантрах ӑна госпитальте асапланса выртакан Кольӑпа танлаштарчӗ те хӑйшӗн вӑтанса кайрӗ, сӗтел хушшинчен тухрӗ.

Помоги переводом

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

«Ман юнӑм!» — хӗпӗртесе те кӑштах темшӗн вӑтанса шухӑшларӗ хӗр.

Помоги переводом

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Николай Иванович унӑн хӗрӳлӗхӗнчен вӑтанса кайрӗ.

Помоги переводом

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

— Мӗн те пулин кирлӗ пулсан, вӑтанса ан тӑр.

Помоги переводом

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Анчах кашнинех хӑйяе май сӑлтав пулма пултарать… — калас мар сӑмахне ирӗксӗртен персе ячӗ те Кӗтерук, хӑйӗнчен хӑй вӑтанса, пуҫне ҫӗрелле пӗкрӗ.

Помоги переводом

XXI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫамрӑк хӗрарӑм паҫӑрах хатӗрленӗ ӗҫме-ҫимеллине сӗтел ҫине пырса лартрӗ, пӗр вӑтанса та именсе, ҫепӗҫ те ачаш чӗлхепе: — Ларсамӑр, Петр Петрович, ан тиркӗр, — терӗ Анюк икӗ стакана аншарли тултарчӗ, пӗрне кӗтнӗ хӑнине сӗнчӗ.

Помоги переводом

Улахра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

«Нуккӑ, тытӑнса пӑх-ха Хрестук, ан вӑтанса тӑр», — сӗнчӗҫ Сергей куҫӗсем.

Помоги переводом

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Кӑна суятӑн пулӗ-ха, — пушшех вӑтанса кайрӗ хӗр.

Помоги переводом

Ҫырӑнатӑп // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Курчӗ те — вӑтанса кайрӗ: хӑй сӑнӗпе хитре пулин те, ҫипуҫӗ ытла та япӑх иккен.

Помоги переводом

Ҫӑлӑнӑҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Халиччен Сергей ҫине куҫ ҫӗклесе пӑхма та вӑтанса пурӑннӑ хӗр, ӑна чи пуҫласа ҫапла питӗ ҫывӑхран курнипе, намӑсланнӑран ӗнтӗ, ҫак самантра ҫӗр тӗпне анса кайма та хатӗр пулчӗ.

Помоги переводом

Ҫӑлӑнӑҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Халиччен тарҫӑ ҫак усал шӑрша асӑрхасах та кайман, туйсан та туйман пек пулнӑ, халӗ Сарье сӗртӗннӗ-сӗртӗнмен хӑйӗнчен хӑй вӑтанса тӑрать: унран тӳрех лаша тарӗ шӑрши перет иккен.

Помоги переводом

9. Сарьепе Иливан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней