Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ытларикун ӗҫлӗ партнерсемпе курнӑҫӑр – пӗр вӑтанмасӑр хӑвӑрӑн планӑрсем пирки каласа кӑтартӑр.
18-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ
Керенка хут укҫа хакӗ кунран кун йӳнелсе пырать, спекулянтсем пӗр вӑтанмасӑр хаклӑ йышши япаласене патша пуҫлӑ ылтӑн укҫапа ҫеҫ сутма пуҫларӗҫ.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Пуҫтарӑннӑ «хӑнасем» пӗр-пӗринчен пӗрре те вӑтанмасӑр учительсен кружокӗ хальхи условисенче мӗн тумалли ҫинчен калаҫнӑ.
2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Ҫавна пула пуҫлӑх-чиновниксенчен харам пулса ҫитет те, хӑй валли мӗн кирлине пӗр хӑрамасӑр, вӑтанмасӑр ыйтма пултарать.
Ӑҫта бюрократизм — ҫавӑнта коррупци // Николай Матросов. «Сувар», 2010.01.15, 3,4,6№
Гент Шау палаткине кӗрсе тӑрсан хуҫа малтан кӑмӑлсӑррӑн мӑкӑртаткаларӗ, унтан нимӗн вӑтанмасӑр кӑсӑкланма пуҫларӗ.
V. Мул тӑвӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Халӗ эпӗ ӑна тиркевлӗ-чипер питӗнчен нимӗн вӑтанмасӑр пӑхаятӑп; унӑн сӑнӗ вара хӑлхинчен хӑвӑрт, вӑрттӑн пӑшӑлтатакан ҫын сӑнӗ евӗрлӗ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Мӗнле вӑтанмасӑр пӑхма пултаратӑн эс ман ҫине?
VI // Петӗр Хусанкай. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 8–56 с.
— Морале пӑсса пурӑнаҫҫӗ! — сӑпайлӑн ответлерӗ вӑл, унтан, пукан ҫинчен тӑрса, кресло ҫине пырса ларчӗ, карӑнса илчӗ те, пӗр вӑтанмасӑр, ман пит-куҫа тинкерсе пӑхма пуҫларӗ.
Мораль хуралҫи // А. Петров. Горький М. Америкӑра. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 76 с. — 62–75 с.
«Эпӗ хамӑн ырӑ та ачашлакан хуҫама, вӑл мана хӗрӳллӗ юратса ырӑ кӑтартнӑшӑн вӗлерме хатӗр пулатӑп пулсан, ҫак ҫут тӗнчере мӗнле вӑтанмасӑр пурӑнмалла-ха, ун чух мана тискер кайӑк патне ҫеҫ кӑларса пӑрахмалла», тет.
Кӗрен чечек // Владимир Ухли. Аксаков С.Т. Кӗрен чечек: юмах. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 34 с. — 5–34 с.
Халӗ Сяо Сян хӑй куҫҫулӗсенчен вӑтанмасӑр йӗчӗ.
XXVI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Чжао Юй-линь часах пӗр вӑтанмасӑр калаҫма пуҫларӗ.
IV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Савӑннипе макӑрса ятӑм, ҫакӑн ҫинчен сире пӗр вӑтанмасӑр каласа паратӑп.
21. Никитин таврӑнчӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.
Лешӗ ӑнланчӗ ӗнтӗ амӑшӗ хӑй ҫиес чӗллине ывӑлне панине, ҫӑкӑрне тытрӗ те пӗр вӑтанмасӑр ҫие пуҫларӗ.Но он заметил ее хитрость и все же без зазрения совести взял хлеб.
Джонни хирӗҫни // М. Волков. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 48–72 с.
Вӗсем пӗр-пӗрин ҫине жулик куҫӗсемпе пӑхса, ним вӑтанмасӑр чей ӗҫеҫҫӗ.Они пьют чай, бесстыдно торгуясь, глядя друг на друга глазами жуликов.
XII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Сана каласа пама пултаратӑп та, тивӗҫ те эпӗ… — ирӗклӗн те пӗр вӑтанмасӑр каларӗ вӑл.Но тебе я могу сказать и должна… — она говорила легко, не смущаясь и не раздумывая.
31 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Анчах пурте шарламасӑр тӑнӑ хушӑра кӗлтума пуҫланӑ манахӑн уҫӑмлӑ, ҫирӗп сасси илтӗнсенех, уйрӑмах пире: хӑвӑрӑн мӗнпур ҫылӑхӑрсене пӗр вӑтанмасӑр пытармасӑр тата тӳрре тухма тӑрӑшмасӑр уҫса парӑр, вара сирӗн чунӑр турӑ умӗнче тасалӗ, эхер мӗн те пулан пытарса хӑварсан, пысӑк ҫылӑха кӗретӗр текен сӑмахсене каласанах, эпӗ ирхине паха вӑрттӑн ҫинчен шухӑшланӑ чухне пулнӑ савӑнӑҫлӑ сехӗрленӳ туйӑмне аса илтӗм…
VI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл, формӑпа тӑхӑннӑ таса бушлачӗн тӳмисене пурне те тӳмеленӗскер, шанчӑксӑр «пулӑҫӑсем» ним вӑтанмасӑр чаплаттарса апат ҫисе ларакан ҫӗр ҫинче пӗртен-пӗр хуҫа хӑй пулнӑ пек туйрӗ.
III // Михаил Рубцов. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 43–69 с.
Вара Тавыль ӑна аллинчен ярса тытрӗ, куҫҫуль юхнӑшӑн вӑтанмасӑр, ӑшра капланса тулнине йӑлтах хӑйӗн учительницине хӑвӑрт-хӑвӑрт каласа пама тытӑнчӗ.
Икӗ айӑп пӗр харӑс // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Хӑй ирӗкӗпе пӑхатӑран йышлӑ куҫран пытанмасӑр, никамран та чӗптӗм вӑтанмасӑр юлашки хут хыттӑн-хыттӑн чуптӑвӗ Виталие (ара, паян унӑн ҫара ӑсанмалли кунӗ-ҫке)…
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Кожанов Катеринӑпа никамран вӑтанмасӑр, пӗтӗм халӑх умӗнче сывпуллашса уйрӑлчӗ.Кожанов прощался с Катериной на виду у всех, не стесняясь своих чувств.
Ҫирӗммӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.