Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

вӑрҫӑра (тĕпĕ: вӑрҫӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хаҫатсемпе тӗрлӗ фронтсенчен килекен ҫырусем тӑрӑх та, йывӑр суранланса таврӑнакан салтаксем каласа панипе те ял ҫыннисем тӑшман ытла та хаяррине, вӑрҫӑра ҫухатусем пысӑккине ӗненес темен ҫӗртен ӗненме пуҫларӗҫ.

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Хамӑрӑн икӗ ывӑл вӑрҫӑра.

Помоги переводом

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӑрҫӑра тӑшмана тӗл персе ӳкерни кирлӗ.

Помоги переводом

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Икӗ ывӑлӑм вӑрҫӑра терӗм-ха, иккӗш те командир…

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Виҫӗ ҫула яхӑн пӗрле ҫӳрерӗҫ вӑрҫӑра Эрхиппе Ҫимун.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Архип Григорьевичпа Хура Ҫимун вӑрҫӑра пӗрле ҫапӑҫнине малтан пӗлнӗ пулсан, Хумкка мучи ҫакна урӑхларах каласа панӑ пулӗччӗ-и, тен, анчах халӗ тин ним тума ҫук.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Совет салтакӗсем вӑрҫӑра паттӑррӑн ҫапӑҫни ҫинчен каланӑ чух салтак амӑшӗсем, арӑмӗсем куҫӗсене шӑлкаласа тӑчӗҫ.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Икӗ ывӑл ӳстертӗм, иккӗш те вӑрҫӑра.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Иртнӗ вӑрҫӑра та унашкалли сахал пулман…»

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫак салтак вӑрҫӑра ҫапӑҫу хирӗсенче темиҫе те аманнӑ.

Помоги переводом

Миккуль тете // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 108–109 с.

Вӑрҫӑра кукаҫипе Мишша тете хӑюллӑн ҫапӑҫнӑ.

Помоги переводом

Утар // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 102–103 с.

Кукаҫипе Мишша тете вара юнлӑ вӑрҫӑра Тӑван ҫӗршыва хӳтӗленӗ салтаксем пулнӑ.

Помоги переводом

Утар // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 102–103 с.

«Хӗрлӗ Александр» ачи Ваҫҫа пӗр вӑхӑт вӑрҫӑра тӑшман танкӗсене тӗп тӑвакан подразделенире службӑра тӑнӑ.

Помоги переводом

Вӑрманхӗрри Шӑхаль. Вӑта касӑм, Вӑта кас // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 95–102 с.

Кунта вара, манпа юнашарах, — вӑрҫӑра ҫапӑҫнӑ ҫын.

Помоги переводом

Кӗтӳҫӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 90–95 с.

Вӑрҫӑра паттӑррӑн ҫапӑҫнӑ, темиҫе хутчен йывӑр аманнӑ кукаҫи пирӗн пата килсен Миккуль тете темшӗн вара нумай тытӑнса тӑмастчӗ, часах килнелле тухса утатчӗ.

Помоги переводом

Кӗтӳҫӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 90–95 с.

Ашшӗсем вӑрҫӑра тӑшмана хирӗҫ ҫапӑҫнӑ: танксем ҫине гранатӑсем ывӑтнӑ, ур-ра! кӑшкӑрса атакӑна ҫӗкленнӗ, ҫичӗ юта анӑҫалла хӑваланӑ.

Помоги переводом

Кӗрт // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 24–29 с.

Кӑштах вӑхӑт иртсен вӑрҫӑра вӑйлах сусӑрланнӑ фронтовик ҫӗре кӗрет.

Помоги переводом

Партизан // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 18–24 с.

Вӑрҫӑра, — пулчӗ мучи хуравӗ.

Помоги переводом

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

Пӗртен пӗр ывӑлӑма вилме ан пар хаяр вӑрҫӑра…»

Помоги переводом

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

Тӑван ҫӗршывшӑн пынӑ Аслӑ вӑрҫӑра хастар ҫапӑҫнӑшӑн ӑна икӗ орденпа, вунӑ медальпе чысланӑ.

Помоги переводом

Матвей Сакмаров // А.А. Галкин. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 24 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней