Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

вырӑнтан (тĕпĕ: вырӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗлӗт хыҫӗнчен уйӑх йӑпшӑнса пӑхать, пытаннӑ вырӑнтан — Ферфас.

Выглянул из-за туч месяц.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 15–21 с.

Ҫакӑ пурри хӑйӗн таврашӗнче мӗн пулса иртнине вырӑнтан хускалмасӑрах пӗлеет.

У кого он есть, тот может, не сходя с места, знать, что есть вокруг него.

Йӑр-йӑр // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 10–14 с.

Пекке уҫса Кольбер хӗре ҫӗре ӳкересшӗнччӗ те сӑхнӑ вырӑнтан касасшӑнччӗ.

Раскрыв нож, Кольбер старался повалить девушку, чтобы совершить операцию.

Ҫӗлен // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 381–386 с.

— Кийне тӗкнӗ май Энниок вырӑнтан тапранмарӗпе пӗрех.

— Ударяя кием, он почти не сходил с места.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Вӗсем нӳрлӗ тӑпра ҫинчен ҫӗкленчӗҫ, хурлӑхлӑ вырӑнтан хыпаланса утса кайрӗҫ; вара тинех ҫӗкленчӗк чунӗсене лӑплантара-лӑплантара, пӗр-пӗрин валли кирлӗ сӑмахсем тупа-тупа калаҫрӗҫ, хӑйсен лару-тӑрӑвӗнче ку таранччен тӗшмӗртменнине уҫӑмлатрӗҫ.

Они встали, удалившись от печального места, и тогда, наконец, взаимные слова, приведенные в некоторый порядок силой возбужденных душ, объяснили каждому то, что оставалось неясным в их положении.

Пьерпа Суринэ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 276–284 с.

Урама тухсан вӑл пичетлемелли «Ундервуд» машина ҫакӑн йышши «Ремингтонран» мӗн енӗпе аванраххи пирки лӑпкӑн та тимлӗн, тӗлсӗррӗн шухӑшласа утрӗ, ҫӗр кӑмрӑкӗпе кирпӗч ванчӑкӗ тӑкса тултарнӑ пушӑ темиҫе вырӑнтан иртсен Ангр ҫулӗн кивӗ чул пусмипе кӗпер ҫине хӑпарчӗ, унтан хула варринелле тӑсӑлакан урамсем патне тухрӗ.

Выйдя на улицу, он очень тихо, бесцельно, сосредоточенно думая о преимуществах пишущей машины Ундервуд перед такой же Ремингтон, пересек несколько пустырей, усыпанных угольным и кирпичным щебнем, и поднялся по старым, каменным лестницам Ангрской дороги на мост, а оттуда прошел к улицам, ведущим в центр города.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Хӳмепе пысӑках мар пушӑ вырӑнтан лерелле — вӑрман; ун ҫумӗнченех Зурбаган пуҫланать.

За забором и небольшим пустырем лежал лес, примыкающий к Зурбагану.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Вӑл тӗмсен йӗпе сӗмлӗхнелле вунӑ утӑм пек чупса кайрӗ те чарӑнчӗ; мӗн пулса иртнине пӗтӗм чун-чӗрипе итлет: йытӑ тилӗрсе вӗрет; пенӗ сасӑ, тепре, тата тепре… икӗ ҫын кӑшкӑрашать; Гелли чӗри хӗрсе кайса ӗҫлекен ҫӗвӗ машини евӗр шаккать; вырӑнтан вырӑна хӑвӑрттӑн куҫа-куҫа, авкаланса-хуҫкаланса мӗлкесем ҫурма уҫӑ алӑк еннелле ыткӑнаҫҫӗ; темиҫе ҫеккунтран чӳрече кантӑкӗ тулалла янӑравлӑн тухса сирпӗнчӗ те — тавралӑх иккӗленӳсӗр, анчах ҫак самантшӑн тӗлӗнмелле шӑплӑха путрӗ.

Она отбежала шагов десять в мокрую тьму кустов и остановилась, слушая всем своим существом: неистовый лай, выстрел, второй, третий; два крика; сердце Гелли стучало, как швейная машина в полном ходу; в полуоткрытую дверь выбрасывались тени, быстро меняющие место и очертания; спустя несколько секунд звонко вылетело наружу оконное стекло и наступила несомненная, но удивительная в такой момент тишина.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

… тет те манӑн вара ют вырӑнтан тейӗн — хамӑн кимӗрен самантрах анмалла та тасалмалла иккен.

Он кивнул, а я вылезай из лодки, как из чужой, в ту же минуту.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Вырӑнтан вырӑна вӗҫӗмсӗр кумать: карап хыҫӗнчен — ун умне, буфетран — ҫӳлти палуба ҫине; ҫыран хӗррине анчӗ, унта талккӑшпе ашкӑрса ӳсекен вӗтлӗхре кӑштах уҫӑлса ҫӳрерӗ, унтан йывӑр шухӑшпа тулсах ҫитнӗскер каллех карап ҫине улӑхрӗ.

Он беспрерывно переходил с места на место, появляясь на корме, на носу, в буфете, на верхней палубе, или сходя на берег, где, сделав небольшую прогулку в пышном кустарнике, возвращался обратно, переполненный тяжелыми размышлениями.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Пӑрахут ҫийӗнчех ҫыраналла ҫаврӑнчӗ, этем пурӑнакан вырӑнтан инҫетре хӑйӑр ӑшне пӑрӑсӗпе кӗрсе ларчӗ.

Пароход немедленно повернул к берегу, где погрузился килем в песок, вдали от населенных мест.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Эпир, арҫынсем, ҫыхса хунӑн — вӑй ҫуккипе вырӑнтан хускалаймасӑр тӑратпӑр.

Мы, мужчины, стояли как привязанные, не имея сил двинуться с места.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 211–227 с.

Ҫапла каланӑ май хӑй суха тимӗрне хытӑ пусса пынине, ҫавӑнпа ӑна виҫӗ лаша та вырӑнтан хускатайманнине шута хумарӗ.

Говоря так, он не помнил, что круто нажимал лемех, отчего даже три лошади не могли бы двинуть его с места.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.

Ӑна тӑван ҫӗр-шывӗ йыхӑрать, ылханлӑ вырӑнтан ҫӑлӑнса тухас килни шухӑшне чӗрӗлӗх кӗртет.

Родина манила его, возможность выбраться из проклятых мест оживляла мысли.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 177–180 с.

Эпӗ, ахӑртнех, вырӑнтан та ҫӗкленейместӗп.

Я не мог бы, пожалуй, встать с места.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 177–180 с.

Аян та вырӑнтан тӑчӗ.

Аян встал.

VII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Юлашкинчен тепӗр тӗшмӗртӳ, ӑна курӑнусен ҫавра ҫилне ывӑтнӑскер, Аяна электричество токӗллӗ пырса ҫапрӗ те вырӑнтан картах ҫӗклесе тӑратрӗ: вӑл кунта — тапӑра.

Наконец, еще одно, бросившее его в целый вихрь представлений, соображение пронизало Аяна электрическим током и подняло с места; он здесь в ловушке.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Каткари хӑмлалла пиҫсе исленнӗ Пэд хаваслӑн силлене-силлене вырӑнтан хускалчӗ, урисемпе кӑптӑр-каптӑр пускалать.

Веселый, пошатывающийся, распаренный, как хмель в кадке, Пэд тронулся с места, неуклюже передвигая ногами.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Вырӑнтан та хускалмастпӑр! — аҫа ҫапнӑн кӗрлет штурман май килнӗ таран ытларах сывлӑш ҫӑтса.

— Ни с места! — громовым голосом рявкнул штурман, набирая как можно больше воздуха.

«Тӑватӑ ҫил» штурманӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 117–123 с.

Е эпӗ дрейфа тӑратӑп, — енчен те вырӑнтан хускалатӑп тӑк мана акулӑсем кӳпсе-кӑшласа яччӑр!

 — Или я ложусь в дрейф, и пусть меня слопают акулы, если я тронусь с места!

«Тӑватӑ ҫил» штурманӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 117–123 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней