Поиск
Шырав ĕçĕ:
Хӗр, килӗшмессӗн, турткалашрӗ, пӗтӗм вӑйран ушкӑн хушшинелле туртӑнчӗ, Виталий парӑнтарасса кура тӑркач вара ирӗксӗртереххӗн урай варне тухрӗ, ытла хӑюллӑнах мар пулин те, ташӑ ҫеммине кӳлӗнчӗ.
3 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Пӗрин инкекӗ тепринне те варне витет.
XIV. Ешӗл туй // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Ҫак пӗчӗк чӑваш ялӗ Тухтара пайтах нуша кӑтартрӗ, нумай-нумай тарӑхтарса варне витерчӗ, ҫапах та вӑл канӑҫсӑр каҫсенче те асӗнчен туха пӗлмерӗ, шухӑшлӑ кунсенче те манӑҫмарӗ.
XII. Ятлӑ йыхравҫӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Ӗҫсенчен аякра пулам мар тесе, Энтюк пурӑнмаллипех Ярслав варне куҫрӗ, вӑхӑтлӑха пурӑнмалӑх хӑма ҫапса хӳшӗ турӗ, хӗрӗ ӑна ҫакӑнтах апат хатӗрлесе парать.
VI. Тӑван ҫуртран аякра // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Ӑна урай варне лартрӗ, унтан, пӗрре хӑй тунӑ япала ҫине, тепре килтисем ҫине пӑха-пӑха каялла чакса тӑчӗ.Поставил ее посреди избы, отошел сам в сторонку и, глядя то на свое детище, то на домашних, спросил:
Почтмейстер // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Тӗттӗмленсенех эпир ҫырантан хӑпатпӑр та сулла юханшыв варне илсе тухатпӑр, кӗсменсене пӑрахатпӑр, юхать вара вӑл хӑй еккипе.
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Вӑхӑта уссӑр ирттерер мар, Джим, сулла юханшыв варне хӑвӑртрах илсе тух!Так смотри же, не теряй времени, Джим, поскорее выводи плот на большую воду!
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Ахӑрнех ырашпӗтри текех ун варне ыраттармастчӗ пулмалла.
XI сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.
Дуняшка пулӑшнипе вӑл хӑех пуҫне хырчӗ, йӑмӑкӗ еннелле пичӗпе ҫаврӑнса тӑчӗ те, лешӗ ҫавӑнтах аллинчи бритвӑна ҫӗре ӳкерчӗ, варне тытса кравать ҫине йӑванса кайрӗ, унтан каҫӑхса кайсах ахӑлтатма тытӑнчӗ.
XXV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Корней хӑйне кӗрӳшӗ тарӑхса ӳпкелешнине, вӑл варне виттермелле каланӑ сивӗ сӑмахсене пӗрин хыҫҫӑн тепӗрне темиҫе хут та аса илчӗ, халӗ ӑна кӗрӳшӗ умӗнче те, янташӗсем умӗнче те хӑй мӗнпе те пулин чӑнахах айӑпа кӗнӗ пек туйӑнчӗ, нумай ҫулсем хушши ҫирӗп шухӑш тытса пыракан Егора вара, хисеплес ҫеҫ мар, ун пурнӑҫӗнче ӑмсанмалли, тӗрӗссипе, нимӗн те ҫук пулсан та, ӑмсанас та килчӗ.
6 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
«Иртсе кай эсӗ, тимӗр, ман патӑмран, туррӑн чури патӗнчен, ман юлташсем патӗнчен те, ман лашам патӗнчен те, кайса вырт хӑвӑн тӑван аннӳ варне — хура ҫӗр ӑшне.«Пойди ты, железо, во свою матерь-землю от раба Божья и товарищей моих и коня моего мимо.
6 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
— Аксинья, ҫунса кайнӑ тутисене ҫуласа илчӗ, варӗ ыратнипе куҫран вут-хӗм сирпӗничченех шӑлне ҫыртрӗ, варне ярса тытрӗ.— Облизывая спекшиеся губы, жмурясь от боли до огненных брызг в глазах, Аксинья схватилась за живот.
12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Тата тӑватӑ кун иртнӗ хыҫҫӑн ҫӑмӑл урапана сарайӗнчен картиш варне кӑларса лартнине пурте асӑрхарӗҫ.Наконец, спустя дня четыре после этого, все увидели выкаченную из сарая на двор бричку.
V. Аппӑшӗн ҫӗнӗ шухӑшӗсем // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
— Бяла Черквара вӗсене варне витернӗ пулмалла.
XXXIV. Ирхине // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ҫывӑх тусӗсемпе юлташӗсем юратни ӑна варне витрӗ.Беззаветная, горячая любовь друзей и соратников потрясла его до глубины души.
VIII. Колчо хӗпӗртени // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Варне витерсе тарӑхрӗ Юрдан чорбаджи.
III. Икӗ тӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Рада ӑна йӗрӗнсе пӑхса илчӗ, ҫак вара Стефчов варне витрӗ пулмалла, хаярланнипе хӗп-хӗрлӗ пулса кайрӗ.
VIII. Юрдан чорбаджи патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Унан пӗтӗм варне витернӗ.
V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Озирис ӳчӗн мӗнпур пайне тупнӑ Изида, пӗрне ҫеҫ, амалӑх варне пӗтӗҫлентерекен, ӗмӗрлӗхех ҫӗнӗ пурнӑҫ туса паракан таса Фаллуса кӑна тупайман.
XI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
— Мӗншӗн? — тесе ыйтнӑ пӗрремӗшӗ, леш ӑна вара ҫапла каланӑ: — Халӗ, тӑван ҫӗршывшӑн ҫапӑҫса, таса чунпа вилнӗ хыҫҫӑн, вӑл малтанрах ман чӗрене пӑшӑрхантарни ҫинчен калама пултаратӑп: ҫӑмӑл шухӑшлӑскер, ытла та хаваслӑ пурнӑҫа юрататчӗ ҫавӑн пиркиех, тӑшмана сутӑнса, хулана хирӗҫ тарасран хӑраттӑм; Марианна ывӑлӗ, турӑпа этем тӑшманӗ, пирӗн тӑшмансене пуҫ пулса ертсе пыраканӗ ҫапла тунӑ; ман ылханӑм ун пуҫне пултӑр, ӑна йӑтса ҫӳренӗ хӗрарӑм варне виттӗр!..
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.