Поиск
Шырав ĕçĕ:
варениксем (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ивга асанне вӗсене тӑратса варениксем ҫитерчӗ.
17 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
Тӗрленӗ питшӑллисем айӗнчен кӗрен питлӗ кукӑльсем курӑнаҫҫӗ, шултра варениксем ҫинче сахӑр песокӗ ирӗлсе тӑрать.
1 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
Тӑванӗсене курса савӑнас шухӑшӗ килнӗ май, Еремейӗн чӗрине кӑмӑллӑ ӳкерчӗксем тухса тӑраҫҫӗ: хохлушкӑсен тутӑр ҫыхнӑ пуҫӗсем, явлӑксем, йывӑр атӑсем, эрешлесе сӑрланӑ пӳртсем, сӗтелсем ҫинчи варениксем, галушкӑсем, эрех, сӗтел хушшинче тата ырӑ кӑмӑллӑ та савӑнӑҫлӑ ҫынсем — Гридкосем, Остапсем, Дуньӑсем, Маруҫӑсем.
Ӗҫри кунсем // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Ирхине, ӗненетӗн-и, пӗр мӑрье те мӑкӑрланмасть, ҫав вӑхӑтрах кирек хӑш пӳрте кӗр — сӗтел ҫинче варениксем те, шаркку та, вӗретнӗ сӗт те пур…
XXVI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Страницы:
- 1