Поиск
Шырав ĕçĕ:
Унта, грузчиксем, босяксем, жуликсем хушшинче, хама хам эпӗ шӗл кӑвар ӑшне чикнӗ тимер татӑкӗ пек туяттӑм, — кашни кунах манӑн ҫав тери ҫивӗч, хӗрӳ шухӑшсем нумайланатчӗҫ.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
— Босяксем! — йӗрӗнсе хушса хучӗ варӑм ҫӳҫлӗ йӗкӗт.— Босотва! — презрительно добавил нескладный чубатый парнишка.
4. // Леонид Агаков. Фадеев, А. А. Амгуньски полк: повесть; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 40 с.
Лавкара урайне ҫӗнӗрен сармалла пулсан, манӑн пӗтӗм лавка лаптӑкӑшӗнчен тӑприне пӗр аршӑн тарӑнӑш алтса кӑлармаллаччӗ; босяксем ҫав ӗҫшӗн пӗр тенкӗ илетчӗҫ, эпӗ ним чул та илместӗн, анчах ҫав ӗҫпе аппаланса тӑнипе эпӗ платниксене астума ӗлкӗрейместӗп, вӗсем алӑксен ҫӑрийӗсене, хӑлӑпӗсене кӑлара-кӑлара илетчӗҫ, тӗрлӗ вак-тӗвек япаласене вӑрлатчӗҫ.
XX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ҫиелтен пӑхсан, Коновалов пӗтӗмпех чӑн чӑн ҫапкаланчӑкахчӗ; анчах ӑна мӗн сӑнанӑҫем ытларах та ытларах ҫакна куртӑм; вӑл ҫав питӗ те ӗмӗтсӗр, хапсӑнчӑк, питӗ усал та, ҫав хушӑрах ӑссӑр та мар ҫынсем хушшинче — хӑйсене тахҫанах класс вырӑнне шутламалли ҫынсем хушшинче — уйрӑмрах тӑрать; ҫакӑ мана босяксем ҫинчен урӑхла шухӑшлаттарма тытӑнчӗ.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Вӑл — ачанни пек уҫӑ куҫлӑ пысӑк ҫын — хӑйне ҫӑмӑллӑнах пурнӑҫран кӑларса пӑрахать те, салхуллӑн кулкаласа, пурнӑҫа юрӑхсӑр, ҫавӑнпа та пӗтмелле ҫынсем хушшине тӑратать, эпӗ ҫын хӑйне ҫапла пӗтерме пултарнӑран ҫав тери тӗлӗнсе кайрӑм, мӗнпуринчен татӑлнӑ, йӑлтах хирӗҫлекен, кирек мӗн тӗлӗшӗнчен те хӑйсен хаярлӑхне кӑтартма хатӗр нумай босяксем шухӑшланине халиччен курманччӗ эпӗ.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Юрӗ, пирӗн йышшисем, босяксем, халап ҫапма ӑста, тейӗпӗр…
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Босяксем!
XLIV. Маёвка // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
— Эй, босяксем, чи аслӑ политическине ирттерсе ярӑр!
XLIV. Маёвка // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Мӗнле эсӗ Дюковски пахчари босяксем пек ҫӳретӗн?
XXIII. Гаврик пичче // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
- 1