Поиск
Шырав ĕçĕ:
Хура Ҫимуна, тайгара пурӑнса ҫил-тӑманлӑ ҫанталӑка юратма хӑнӑхнӑскере, питӗ килӗшрӗ шартлама сивӗ хыҫҫӑн ҫӳлтен юр ҫуса тӑман ахӑрни.
Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
«Тен, ку самантӑн сӑн-сӑпачӗ, Юнра, тен, эрлӗк ахӑрни, Тен, вӑхӑт тивӗҫлине пачӗ, Асапшӑн пулчӗ тавӑрни?
XXXX // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Шавлани, улани, кулни, ахӑрни, ӳсӗрсем кӑшкӑрни, хавхаланса вӑрҫни Фомана илтӗннӗ; шӑтӑка капланнӑ чӗрӗ ҫынсен тем пысӑкӑш хӗвӗшсе тӑракан кӗмӗркки ҫинче юрӑпа макӑру явӑнса ҫӳренӗ; ҫынсем йӑраланнӑ, пӗр-пӗрне пусарнӑ, пӗр-пӗрин хулпуҫҫийӗсем ҫине сике-сике хӑпарнӑ, суккӑрсем пек тӗкӗшнӗ, кашнийӗ хӑй пекки ҫине пырса ҫапӑннӑ, кӗрешнӗ, унтан, ӳксе, куҫран ҫухалнӑ.
X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Лутрашка, сарлака сӑн-сӑпатлӑ, сивӗпе хӗрелнӗ Мерзляков, Батманов пек вӑрӑммӑн яра-яра пусма хӑтланса, участокра вунӑ кун хушши ҫил-тӑман ахӑрни ҫинчен, тем чухлӗ кӗрт хывса тултарни ҫинчен, халӗ участокра пурнӑҫ кӑшт майланма пуҫлани ҫинчен каласа пӗлтерчӗ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Юр айӗнчи пӳрт шӑпланчӗ, вилӗмрен ҫӑлнӑ тракторист йывӑррӑн сывлани, Силин кӑшт хӑрлаттарса ҫывӑрни тата пӳрт ҫинче ҫил-тӑман ахӑрни ҫеҫ илтӗнет.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Ҫав тискер сасӑ илтӗнсе кайсан, пурте шӑпах пулнӑ: ҫеҫенхирти кашкӑр улани те, тигрла кушак макӑрни те, тата ягуар ахӑрни те илтӗнмен.Вой степного волка, мяуканье тигровой кошки, даже рычанье ягуара — все замолкло при этом звуке.
XXXVI сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Инҫетре ҫил-тӑвӑл ахӑрни илтӗнчӗ.
VI. Тараса икӗ енне те тайӑлать // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Урамсенче юрлани, ахӑрни, кӑшкӑрашни хытӑрах та хытӑрах илтӗнме пуҫларӗ.
Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Кӑшкӑрни, ахӑрни, калаҫни тимӗрҫӗ хӑлхине ҫурать.
Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
«Сана ҫырткаласа пӗтермесӗр те лӑпланмастӑп» текен хӗрарӑм сӑмаххисем, тӗксӗм сӑн-питлӗ ҫынсем шӑл хӑйраса ахӑрни, арендаторӑн темиҫе кун каяллахи калаҫӑвӗ — пурте систернисем вӗсем.
III // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.
Тӑвӑллӑ хумсем ахӑрни, кӗмсӗртетни хавшак хӑлхана ачашламасть: вӗсем тӗнче пуҫланнӑранпах хӑйсен ӑнланса илмелле мар пӗр кичем юррине тӑсаҫҫӗ; вӑл кӗвӗре ҫав йынӑшӑвах, асап тӳсме пӳрнӗ хӑрушӑ чӗрчунӑн ӳпкевлӗ шавӗ, такамӑн усала систерекен хаяр сасси илтӗнсе тӑрать.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
- 1