Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

асӑрхаман (тĕпĕ: асӑрха) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Юрӗ, эп асӑрхаман та пулӑттӑм.

Ладно, может, я бы и не заметила.

Йӗкӗрешсем // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/613

Майӗпен-майӗпен хайхи ӑста ытларах та ытларах сыпкалама пуҫланӑ, анчах вӑл ӗҫе ӳсӗрле тухнине ялта никамах та асӑрхаман.

Помоги переводом

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Аванмартарах пулса тухрӗ: Мосальский темшӗн Зиминцева хӑй аллине чӑмӑртама памарӗ, асӑрхаман пек пулса, хӑвӑрт пӑрӑнчӗ.

Помоги переводом

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Ҫаван пекех, пырасла лайӑх пӗлни те ҫынна тӑван чӗлхене мантармасть, урӑх чӗлхене тӗплӗн пӗлекен ҫын хӑйӗн тӑван чӗлхинче те унччен асӑрхаман уйрӑмлӑхсене курма тытӑнать, чӗлхен илемӗпе вӑйне туйма вӗренет.

Помоги переводом

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Хӗр-полковнике курсассӑн ҫакскер пуҫне аяккалла пӑрчӗ, асӑрхаман пек пулчӗ, хӑйӗн ҫыннисене Атӑл хӗррине часрах кайса унта кам пур ҫавна илсе килме хушрӗ.

Помоги переводом

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Калаҫа-калаҫа ҫынсем кӑвайт умне хӑйсен ҫарпуҫӗ пырса тӑнине те асӑрхаман иккен.

Помоги переводом

Терт пур та — термен ҫук // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫак тавралӑха курса, Сюльдяшов чӗринче темӗнле халиччен асӑрхаман туйӑмсем тапса тухрӗҫ.

Помоги переводом

Ыратнӑ ҫӗре ал пырать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӑкачав вӗсем ҫапла хӑраса ӳкнине асӑрхаман пекех пулчӗ, улпута пурте илтмелле ҫапла хушса каларӗ:

Помоги переводом

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Старик ҫӗрпӳрте кӗнисене асӑрхаман пекех пулчӗ, вырӑнӗнчен те сикмерӗ, унӑн тути кӑна такампа калаҫнӑ чухнехи пек сиккелерӗ.

Помоги переводом

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Тутлӑ ҫиес тениех ӗнтӗ мана ҫав путсӗр пуян патне ҫитерчӗ, — вӑл кулнине асӑрхаман пек малалла калаҫрӗ Ишмук.

Помоги переводом

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Сарлака картишне кӗнӗ чухне Пӑкачав анкарти енчи пӗртен-пӗр лутра кантӑклӑ пӗчӗк пӳрт патӗнче темиҫе хӗрарӑм ӑшталанса ҫӳренине, темшӗн ӑна асӑрхаман пекех ун енне ҫаврӑнса та пӑхманнине курса тӗлӗнчӗ.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Малти кашкӑрӗ ним асӑрхаман пек малалла чупрӗ.

Помоги переводом

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кашкӑрсем, ачасене асӑрхаман пекех, утсем патнелле ҫывхарчӗҫ.

Помоги переводом

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анчах Савантер Атей хӑйӗнчен аслине асӑрхаман пекех пулчӗ, мӑнаҫлӑн кулса, вӑл сӑмах каласса кӗтрӗ.

Помоги переводом

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Нумай выртнипе асӑрхаман та, кунӗпе ӗшеннӗскер, тӗлӗре пуҫланӑ.

Помоги переводом

Хаклӑ пакет // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 104–109 с.

Малтан Сима ӑна асӑрхаман та.

Помоги переводом

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Ревлен Петровича асӑрхаман Андрей ӑна хирӗҫ пуҫне усса килет.

Помоги переводом

7 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Ҫак улӑх тӑрӑх Ваня миҫе хутчен утса-чупса тухман пулӗ, анчах та паянхи пек чӗрене хускатакан илеме вуҫех те асӑрхаман.

Помоги переводом

III // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Мана асӑрхаман пулас та, пӗри кирлӗ мар сӑмах каларӗ-хучӗ.

Помоги переводом

Амӑшӗ // Макар Хури. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 93–94 с.

Ҫав самантрах тата (эпӗ асӑрхаман та) пӗтӗм ял халӑхӗ ферма картишне кӗпӗрленсе тулнӑ иккен.

Помоги переводом

Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней