Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

асӑрхаман (тĕпĕ: асӑрха) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫинҫе пилӗклӗ, йӑрӑс пӳллӗ, тӗлӗнмелле шурӑ питлӗ хӗр ун ҫумӗнченех, ӑна асӑрхаман е асӑрхасшӑн та мар пулнӑ пек, кӑвак куҫӗпе тӳп-тӳрӗ малалла пӑхса иртрӗ те часовньӑна кӗрсе кайрӗ.

Помоги переводом

IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Эсӗ кунашкал кӗрнеклӗ каччӑ иккенне халиччен асӑрхаман эпӗ!

Помоги переводом

IX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Юратӑвӑн пӗчӗк те ансӑр сукмакӗсемпе урлӑ-пирлӗ кумса ҫӳресе, вӑл пысӑк та тӳрӗ ҫула асӑрхаман, ҫав ҫул унпа юнашар, унӑн умӗнчех выртнӑ, анчах ун ҫине тухма пӗлмен.

Помоги переводом

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Мӗнле-ха вӑл ӑна ку таранччен асӑрхаман?

Помоги переводом

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Коля хӑй ҫеҫ ҫавна асӑрхаман.

Помоги переводом

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Эрне каялла такам сурӑх картине ҫӗрле уҫса хӑварнӑ, хӗлле конюхсем утӑ вӑрланӑ, эс асӑрхаман.

Помоги переводом

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Энӗшкассисем хисеплесе пӑхнӑран ҫеҫ хӑй чухӑнне асӑрхаман пекчӗ вӑл.

Помоги переводом

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ӑна асӑрхаман пек сӑмах хушмасӑр ирттерсен аванрах пулӗ.

Помоги переводом

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Верук та, Микула пырса кӗнине асӑрхаман пек, ӗҫленҫи пулса ларчӗ.

Помоги переводом

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тӑвансем хӑвӑрттӑн ҫаврӑнса каялла утрӗҫ, халиччен асӑрхаман тепӗр чиркӳ патне пырса тухрӗҫ.

Помоги переводом

Сывӑ пул, хаклӑ ывӑлӑм Сергей // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Асӑрхаман мар ӗнтӗ Мамич-Бердей, чӗлхепе пӗр тӗрлӗ кастарать хаджи, ӗҫне тепӗр тӗрле тӑвать.

Помоги переводом

6. Усал хыпар утпа ҫӳрет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Эпир хӗрсемпе вӑл вырӑнтан темиҫе хутчен иртрӗмӗр — эп ӑна-кӑна ним те асӑрхаман.

Помоги переводом

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эс ытлашши хӗпӗртенипе асӑрхаман ӑна.

Помоги переводом

11. Вӑрман ҫунать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ратниксем «кӗмӗл пуҫлӑ» хӗрсене курса хӑйсем хушшинче вӗҫӗмсӗр шӳт турӗҫ, хӑшӗсем воеводӑсем асӑрхаман чух теветсемпе мӑй ҫаккисен ҫеҫтенкисене алӑпа тытсах тӗрӗслесе пӑхрӗҫ.

Помоги переводом

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эпир кӑткӑсем мӗнле ӗҫленине пӑхса тӗлӗнсе тӑнӑ хушӑра асӑрхаман та иккен, вӑрман ҫине ҫумӑр пӗлӗчӗсем хупласа илнӗ.

Помоги переводом

Тумлампа кӳлӗ тулать // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 14–16 с.

Ку ҫулпа эпир темиҫе хут та ҫӳренӗ, анчах ун чухлӗ кӑткӑ йӑшӑлтатнине нихҫан та асӑрхаман, мӗншӗн тесен халиччен сӑнаса пӑхман.

Помоги переводом

Пӗчӗк паттӑрсем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 13–14 с.

Асӑрхаман та, сӗт унӑн ура пичӗ урлах каҫса кайнӑ-мӗн.

Помоги переводом

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Ҫавна та асӑрхаман.

Помоги переводом

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Ӑна вӑл хӑй те асӑрхаман.

Помоги переводом

Кампур // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 257–261 с.

— Ҫын виҫ ҫӗрлӗн пурӑннипе валтанах ӑна никам та асӑрхаман пуль ҫав.

— Коль человек живет сразу в трех местах, его вроде и не замечаешь.

Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней