Поиск
Шырав ĕçĕ:
Миххаран хӑраса хӳттелле пытаннӑ энӗшкассисем ӑна урхамахпа таптасран хӑрарӗҫ пулин те, хӑрушлӑх ҫинчен астутаракан тупӑнмарӗ.
VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Анчах ҫав ӗлӗкхине астутаракан япаласем те ҫурри ытла тавернӑсем пулса тӑнӑ.Но и эти реликвии прошлого большей частью тоже превратились в таверны.
XIX сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Наталйӑшӑн ку чи пысӑк канӑҫлӑх — мӗн пулса иртнине астутаракан самант кӑна хӑвӑрт каялла ан таврӑнтӑрччӗ.
16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Вӑрансанах унӑн умне хӑйӗн хӑрушлӑхри пурӑнӑҫне астутаракан шухӑшсем тухса тӑчӗҫ.Она проснулась, и с первой мыслью представился ей весь ужас ее положения.
XVII сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
27. Вӑл кун ҫав хӑтӑлса юлнӑскер умӗнче санӑн чӗлхӳ-ҫӑвару уҫӑлӗ те, эсӗ калаҫма пуҫлӑн, чӗлхесӗр пулмӑн урӑх, вӗсемшӗн астутаракан паллӑ пулӑн, Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗҫ вара, тесе каларӗ те.
Иез 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Эпӗ вӗсене, Египет ҫӗрӗнчен илсе тухса, пушхире илсе ҫитертӗм, 11. вӗсене Хамӑн ӳкӗтӗмсене патӑм, вӗсене Хамӑн йӗркемсене пӗлтертӗм, ҫавсене туса тӑрсассӑн, ҫавӑн урлӑ этем чӗрӗ пулнӑ пулӗччӗ; 12. тата вӗсене Хамӑн шӑматкунӑмсене те патӑм, ҫак кунсем Манпа вӗсен хушшинчи астутаракан паллӑсем пулччӑр, ҫак кунсене тасатаканӗ Эпӗ — Ҫӳлхуҫа — пулнине пӗлччӗр вӗсем, терӗм.
Иез 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Эпӗ ҫав ҫынна сӑнӑмпа тӳртӗн тӑрӑп, ҫапса антарӑп ӑна, унран астутаракан паллӑпа ытарӑш тӑвӑп, ӑна Хамӑн халӑхӑм хушшинчен пӗтерӗп, Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗр вара.
Иез 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Кала: эпӗ — сире астутаракан паллӑ; эпӗ мӗн тӑватӑп, вӗсене ҫавӑн пек пулать — вӗсем куҫса кайӗҫ, тыткӑна лекме тивӗ.11. Скажи: я знамение для вас; что делаю я, то будет с ними, - в переселение, в плен пойдут они.
Иез 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Ҫавӑнпа ӗнтӗ ҫак Манӑн сӑмахӑмсене хӑвӑр чӗрӗр варрине, хӑвӑр чунӑр варрине хывӑр, вӗсене эсир астутаракан паллӑ пек курӑнса тӑмашкӑн хӑвӑр аллӑр ҫумне ҫыхӑр, вӗсем сирӗн ҫамкӑра ҫыхмалли хӑю пулччӑр; 19. вӗсене хӑвӑр ывӑлӑрсене вӗрентӗр, вӗсем ҫинчен килӳнте ларнӑ чухне те, ҫулпа пынӑ чухне те, ҫывӑрма выртсассӑн та, ир тӑрсассӑн та кала-кала кӑтарт; 20. вӗсене хӑвӑн ҫуртун алӑк сулли ҫине, хапху ҫине ҫырса хур; 21. тӳпе ҫӗр тӗлӗнче мӗн ӗмӗр тӑрӗ, сирӗн кунҫулӑр та, сирӗн ачӑрсен кунҫулӗ те Ҫӳлхуҫа хӑвӑр аҫӑрсене тупа туса пама пулнӑ ҫӗр ҫинче ҫавӑн чухлӗ вӑрӑма пыччӑр.
Аст 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Шӑпах ҫак Дафанпа Авирон ӗнтӗ, пухӑва ҫӳрекенскерсем, Ҫӳлхуҫана хирӗҫ тӑнӑ Корей каварҫисемпе пӗрле халӑха Моисейпе Аарона хирӗҫ пӑтратнӑ; 10. вара ҫӗр ҫурӑлса кайнӑ, вӗсене те, Корее те ҫӗр ҫӑтса янӑ; вӗсемпе пӗрле вӗсен каварҫисем те вилнӗ, ун чухне икҫӗр аллӑ ҫынна вут-ҫулӑм ҫунтарса янӑ, ку астутаракан паллӑ пулнӑ; 11. анчах Корей ывӑлӗсем вилмен.
Йыш 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 37. Елеазара — Аарон ывӑлне, священника — кала: вӑл ҫунса кайнисен [пӑхӑр] тӗтӗркӗчӗсене пуҫтарса илтӗр те унти вут-кӑвара кӑларса ывӑттӑр, 38. мӗншӗн тесессӗн ҫак ҫылӑхлӑ ҫынсен тӗтӗркӗчӗсем вӗсен вилӗмӗпе тасалӑх тивлечӗ илчӗҫ ӗнтӗ, халӗ ҫав тӗтӗркӗчсене парне вырӑнне витме ҫапса сарччӑр, мӗншӗн тесессӗн ҫав ҫынсем вӗсене Ҫӳлхуҫа умне илсе килнӗччӗ, вӗсем тасалӑх тивлечӗ илчӗҫ ӗнтӗ; вӗсем Израиль ывӑлӗсене астутаракан паллӑ пулӗҫ, тенӗ.
Йыш 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эпӗ [сан вырӑнна] вӑл калаҫма пултарасса пӗлетӗп, акӑ вӑл сана хирӗҫ тухӗ те сана курсассӑн чунтанах савӑнса кайӗ; 15. эсӗ ӑна каласа тӑрӑн, унӑн чӗлхи-ҫӑварне [Манӑн] сӑмахсене калаттарӑн, Эпӗ вара санӑн чӗлхӳ-ҫӑварупа, унӑн чӗлхи-ҫӑварӗпе пулӑп, сирӗн мӗн тумаллине сире вӗрентсе тӑрӑп; 16. сан вырӑнна халӑхпа вӑл калаҫӗ; ҫапла вара вӑл санӑн чӗлхӳ пулӗ, эсӗ уншӑн Турӑ вырӑнне пулӑн; 17. ҫакӑ [ҫӗлен пулнӑ] туяна аллуна тыт: эсӗ унпа астутаракан паллӑсем тӑвӑн, тенӗ.
Тух 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1