Поиск
Шырав ĕçĕ:
арӑмусемпе (тĕпĕ: арӑм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
22. Эсӗ те, унӑн ывӑлӗ Валтасар, ҫакна пӗтӗмпех пӗлетӗн пулин те, чӗрӳне йӑвашлантармарӑн, 23. Тӳпе Ҫӳлхуҫине хирӗҫ ҫӗклентӗн, сан патна Ун Ҫурчӗн савӑчӗсене илсе килчӗҫ, эсӗ хӑв та, санӑн улпутусем те, санӑн арӑмусемпе ҫум-арӑмусем те ҫав савӑтсенчен эрех ӗҫрӗҫ, эсӗ вара кӗмӗл, ылтӑн, пӑхӑр, тимӗр, йывӑҫ тата чул турӑсене — курма та, илтме те, шухӑшлама та пултарайман турӑсене — мухтатӑн; хӑвӑн пурӑнӑҫна, шӑпуна Тытса Тӑракан Турра мухтамастӑн.
Дан 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Каллех элчӗсем килнӗ, каланӑ: Венадад ҫапла калать: эпӗ сан патна: «хӑвӑн ылтӑн-кӗмӗлне, хӑвӑн арӑмусемпе ывӑлусене мана пар» тесе калама янӑччӗ; 6. ҫавӑнпа эпӗ ыран, ҫак вӑхӑта, сан патна хамӑн чурасене яратӑп, вӗсем санӑн кил-ҫуртна та, сана пӑхӑнса тӑракансен килӗсене те пӑхса ҫаврӑнччӑр, эсӗ вӗсене хӑвӑн пӗтӗм хаклӑ мулна пар та вӗсем ӑна ман патӑма илсе килччӗр, тет, тенӗ.
3 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫапла калать Ҫӳлхуҫа: акӑ Эпӗ сан ҫине хӑвӑн килӳнтенех усаллӑх ярӑп, хӑвӑн куҫу умӗнчех арӑмусене илӗп те вӗсене хӑвӑн ҫывӑх ҫыннуна парӑп, вӑл вара санӑн арӑмусемпе ҫак хӗвел умӗнчех ҫывӑрӗ; 12. эсӗ вӑрттӑн турӑн, Эпӗ вара ҫакна пӗтӗм Израиль умӗнче, хӗвел умӗнче тӑвӑп, тет.
2 Пат 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницы:
- 1