Поиск
Шырав ĕçĕ:
14. Моисей вӑрҫӑран таврӑннӑ ҫарпуҫсене, пинпӳсене тата ҫӗрпӳсене ҫилленнӗ те 15. вӗсене каланӑ: эсир [мӗншӗн] пӗтӗм хӗрарӑма чӗрӗ хӑварнӑ? 16. вӗсем акӑ Валаам вӗрентнипе, Фегора юраса, Израиль ывӑлӗсене Ҫӳлхуҫаран ютшӑнтарчӗҫ, ҫавна пула мӗн чухлӗ Ҫӳлхуҫа халӑхӗ пӗтрӗ; 17. ҫапла вара пур арҫын ачине те вӗлерсе тухӑр, ар вырӑнӗ ҫинче арпа хутшӑннӑ пур хӗрарӑмне те вӗлерӗр; 18. арпа хутшӑнман хӗрачисене вара хӑвӑр валли чӗрӗ хӑварӑр; 19. ҫичӗ кун хушши тапӑр тулашӗнче пулӑр; ҫын вӗлернисем, вӗлернӗ ҫынна тӗкӗннисем пурте виҫҫӗмӗшпе ҫиччӗмӗш кунсенче тасалччӑр, эсир те, сирӗн пата тыткӑна лекнисем те ҫапла тӑвӑр; 20. пӗтӗм тумтире, пӗтӗм сӑран япалана, качака ҫӑмӗнчен мӗн тунине пурне те, пӗтӗм йывӑҫ савӑта тасатӑр, тенӗ.
Йыш 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Сенӗксемпе ывӑтакан кӗлтесем чалӑшшӑн ҫутатакан хӗвел урисем ӑшӗнче, пӗлӗт пек вӗҫекен вӗтӗ арпа витӗр ирте-ирте каяҫҫӗ.
III. Ҫеҫенхирте // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Эпир фронтра нимӗҫсен бронне ҫапса шӑтарнӑ пекех турӑмӑр, анчах бронь айӗнче пушӑ вырӑн, арпа, шӑршӑ кӑна-мӗн.Похоже, что на фронте проткнули мы немецкую броню, а под броней-то оказалась пустота.
11 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
8. Эпир ҫакна пӗлетпӗр: саккунпа тӗрӗс усӑ курсассӑн, вӑл ырӑ; 9. ҫакна пӗлмелле: саккуна тӳрӗ ҫынсем валли кӑларман, ӑна йӗркесӗррисемпе пӑхӑнманнисемшӗн, усаллисемпе ҫылӑхлисемшӗн, Турра хисеплеменшӗн, Ӑна халалланине ирсӗрлетекенсемшӗн, ашшӗ-амӑшне вӗлерекенсемшӗн, ҫынвӗлеренсемшӗн, 10. аскӑнланса пурӑнакансемшӗн, арпа ар асакансемшӗн, ҫынна чуралӑха сутма вӑрлакансемшӗн, элекҫӗсемшӗн, выльӑхпа асакансемшӗн, суеҫӗсемшӗн, тупа тунине пӑсакансемшӗн, тӗрӗс вӗрентӗве хирӗҫ пыракансемшӗн кӑларнӑ.
1 Тим 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ан улталанӑр: аскӑнчӑксем те, йӗрӗхсене пуҫҫапакансем те, ясар ҫынсем те, хӑйсем тӗллӗн асакансем те, арпа асакан арҫынсем те, 10. вӑрӑсем те, сӑптӑрҫӑсем те, ӗҫке ернисем те, элекҫӗсем те, ҫаратакансем те Турӑ Патшалӑхне кӗреймӗҫ.
1 Кор 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Эй асамҫӑ арӑм ывӑлӗсем, аскӑн арпа асӑх арӑм вӑрлӑхӗ, килӗр-ха кунта, ҫывӑхарӑр-ха!3. Но приблизьтесь сюда вы, сыновья чародейки, семя прелюбодея и блудницы!
Ис 57 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Акӑ Эпӗ санран ҫивӗч, ҫӗнӗ, шӑллӑ тӑпачӑ турӑм; эсӗ тусене ҫапса ватӑн, авӑртӑн, сӑртсене арпа пек тӑвӑн.
Ис 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Йышлӑ тӑшманусем вӗтӗ тусан пек, хаяр эшкерсем вӗҫсе саланакан арпа пек пулӗҫ; ҫакӑ сасартӑк, пӗр самантра, пулса иртӗ.
Ис 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Вӗсен ҫил умӗнчи улӑм пӗрчи пек, ҫавраҫил вӗҫтерсе каякан арпа пек пулмалла.18. Они должны быть, как соломинка пред ветром и как плева, уносимая вихрем.
Иов 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Вӑрҫӑра пулнисем ярса илнӗ тупӑшран тапӑра ҫакӑн чухлӗ илсе килнӗ: вак выльӑх — ултҫӗр ҫитмӗл пилӗк пин пуҫ, 33. шултӑра выльӑх — ҫитмӗл икӗ пин пуҫ, 34. ашак — утмӑл пӗр пин пуҫ, 35. ҫынсен, арпа хутшӑнман хӗрарӑмсен, шучӗ мӗнпурӗ вӑтӑр икӗ пин чун пулнӑ.
Йыш 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Унӑн пуҫӗнче хальлӗхе арпа таврашӗ сахалах мар-ха.
11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
— Сардимиров халь столовӑйра ӗҫлекен хӑш-пӗр арпа пуҫлӑ хӗрсене пӑтратма хӑтланать.
6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
Вӗсем арпалӑхӑн ҫатан алӑкӗ патне пычӗҫ, ӑна кӑшт уҫсанах, тӑп-тулли чыхса тултарнӑ арпа ишӗлсе анчӗ.
Ҫул ҫинче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
— Сухал ҫинче арпа пулни пуҫра арпа пулниех мар-ха вӑл.
4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ҫӳҫӗ-сухалӗ таран арпа айне пулнӑ старике курсан Велиме чӑтаймасӑр кулса ячӗ.
4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Иккӗш шӗкӗлтетсе ларнӑ вӑхӑтра ҫурӑм хыҫӗнчи тип арпа ҫунма пуҫланине те туйман ҫав ачасем.
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Сирӗн вара, пуҫӑрта арпа мар-тӑк, кунашкал улах хваттере куҫ шӑрҫи пек сыхламалла, ҫавӑнпа, тепре калатӑп, таврари ялсене пач кӗмелле мар…
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Унӑн пӗрремӗш изобретенийӗ уй-хирсене арпа акмалла тӑвасси пулать, хӑй шутлани тӑрӑх, арпа акни питех те пысӑк тухӑҫ памалла.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Эх, арпа пуҫ!
4 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Капан ҫывӑхӗнчех, ҫинчӗк улӑмпа арпа ҫӳппи тӑкӑнса юлнӑ юр ҫинче, аялти кӗпе-йӗм таран хывӑнтарнӑ виҫӗ продотрядник пӗр ретпе выртать.
Ют юн // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Ют юн. — Тӑван Атӑл, 1965, 3№, 82–91 с.
- 1
- 2