Поиск
Шырав ĕçĕ:
Антип Грач Титокӑн ырханланса кайнӑ вӑкӑрӗсемпе ӗҫлерӗ, кӑнтӑрлахи апат ҫинӗ чухне хӑй мӗн чухлӗ сухалани ҫинчен нимӗн те шарламарӗ; апатланнӑ хыҫҫӑн ун арӑмӗ, вӑкӑрсене хӳтерсе пыраканскер, вӑкӑрсене тухакан ултӑ кӗрепенке концентрата арки ҫине хурса, вӗсене аркӑ вӗҫҫӗн ҫитерчӗ; Антипӗ тата, апатран юлнӑ ҫӑкӑр тӗпренчӗкӗсене те пулин — вӑкӑрӗсене ҫитерме — кив питти сарӑмӗ ҫинчен арӑмӗн арки ҫине силлесе пачӗ.
36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Тавах-ха, чиканӗ ырӑ кӑмӑллӑскер пулнӑ: хаклашсан-хаклашсан юлашки пӗр тенкине те катса панӑ, чӗлпӗрне, аркӑ вӗҫӗпе чӗркесе Щукаре тыттарнӑ, Щукарӗ те ӑна хӑйӗн сюртук аркипе чӗркесе тытнӑ.
31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ӗмӗрхи юрпа витӗннипе ҫунатланнӑ пек курӑнакан чӑнкӑ тусем хушшинче — лӑпкӑ кӑвак кӳлӗ; чӗнтӗр тыттарнӑ кӑпӑш аркӑ пек садсем шыв хӗрринелле кӑтраланса анаҫҫӗ, шыва ҫырантан шурӑ ҫуртсем пӑхаҫҫӗ, вӗсене сахӑртан купаланӑн туйӑнать, йӗри-тавра мӗн пурӗ ача ыйхи пекех тӳлек.
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Мухояров хӑш чухне хӑех пасар тӑрӑх е Милютин лавккисем тӑрӑх йытӑ пек шӑршласа ҫӳрет, чи самӑр чӑхха аркӑ айне хӗстерсе таврӑнать, кӑрккашӑн вара тӑватӑ тенкӗ те хӗрхенмест.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Татӑксем аркӑ ҫине ӳкрӗҫ.
XIV. «Кӗҫӗн чинсем» // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949